Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

24.06.2015 Аслă Таяпара «Чечеклен, Чăваш ен» уяв иртрĕ

Аслă Таяпари культура çуртĕнче ĕçлекенсем, библиотека ĕçченесем çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ.  Республика кунне халалласа  «Чечеклен, Чăваш ен»  уяв туса пачĕç. Уяв Кÿлĕ кассинче иртрĕ. Унта ытларах культура çумĕнчи юрă-ташă кружокне çÿрекенсем тата хуларан каникула килнĕ ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Уйрăмах ултă çулхи Ангелина Амаюкова чăваш тумĕпе тухса К.Иванов çырнă «Нарспи» поэмăри   «Килчĕ ырă çуркунне» сăвва пурне те тĕлĕнмелле каласа пачĕ. Т.Кульмакова вара «Раз ладушка, два ладушка», К.Кульмаковапа А.Башкова «Анне эсĕ ир тăран»  юрăсене  илемлĕн шăрантарчĕç. Çавăн пекех «Каблучок» ташă ушкăнне çÿрекенсем те хăйсен  ташшисемпе тыткăнларĕç. Куракансем ачасен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Аслă Таяпара пурăнакан Д.Горшков ачасене пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика