Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

27.05.2015 Нумай çул хушши вулавăшра тăрăшнă ветеран

Краснова Анастасия Александровна Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче  1923 çулта юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче  çуралнă. Наçка аппа 91 çулта.

Аслă Таяпа шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ, ун хыççăн виçĕ çул хушши каçхи шкула çÿренĕ.  6 уйăх Елчĕкре счетовод ĕçне вĕреннĕ. 1940-мĕш çулта комсомола кĕнĕ.   1942-мĕш çулта июнь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Ялтан пĕр хĕр. Çурçĕр-хĕвеланăç фронтĕнче 769-мĕш хирурги  госпиталĕнче  санитаркăра ĕçленĕ. Нумай салтака вилĕмрен çăлса хăварнă. 1945-мĕш çулта август уйăхĕнче Япони вăрçине илсе кайнă.  1945-мĕш çулта ноябрь уйăхĕнче киле таврăннă.

 1945-1951 çç. К.Маркс ячĕпе хисепленсе тăракан колхозра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçленĕ. 1951-1952 çç. Аслă Таяпа культура çуртĕнче заведующий пулса ĕçлет.  1952-1979 çç библиотекăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хурать. Ял халăхне мĕнле кăна кĕнеке вулаттарман пулĕ Анастасия Александровна.

Краснова Анастасия Александровна пĕр ача çуратса çитĕнтернĕ. Хисеп грамотисемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Анастасия Александровна вăрçă çулĕсене йĕрсе аса илсет. - Ун пек  вăрçа никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, - тет вăл.

Аслă Таяпа ял вулавăшĕн  ертÿҫи Сапожникова Е.В Анастасия Александровнана библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламларĕ, тата нумай ҫул пурăнма сĕнчĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика