Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

03.08.2014 Аслă Таяпара - çветтуй çăл куç

Аслă Таяпара çăл куçсем нумай. Ĕлĕк ял халăхĕ çав çăл куçсемпе усă курнă: апатне пĕçернĕ, япаласем çунă, выльăх-чĕрлĕхне шăварнă.

Шыв пăрăхĕсем ялсене çитнĕ хыççăн çĕр айĕнчен тапса тăракан çăл куçсене пăхса тăма пăрахрĕç. Нумайăшĕ типсе ларнă е таса мар юхса выртаççĕ. Юсама вара укçа-тенкĕ çук.

Культура çулталăкĕнче ырă ĕçсем туса хăварас тесе тăрăшаççĕ те Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ çамрăксем. Вĕсем ĕлĕкхи сăваплă вырăнта вырнаçнă пуп çăлне (священниксем çак çăлран шыв ăснă) тасатса йĕркене кĕртме шутларĕç. Çак ĕçе Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ, халĕ Тюмень облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан Рыжов Валерий Алескеевичпа  Танкин Петр Николаевич пуçарса янипе  пулчĕ. Вĕсен сĕнĕвĕпе чылай çамрăк килĕшрĕç: Иванов А.А., Еремеев В.П., Бакин А.Н., Сапожников Ю.Н. Вĕсем пур те вуншар пин парса пулăшрĕç. Ытти  çамрăкĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç, вăй çитнĕ таран тăрăшрĕç. Йывăç материалпа тата  техникăпа Сядуков В.В., Амаюков Ю.П пулăшрĕç.

Çăл куçĕ тапса тăнăран унти шыв таса. Ăна пура лартса хăтлăлатнă. Унăн пĕр пайĕнче  сăваплă шыва чăмса тухма май килет, тепĕр енче вара сиплĕскере ĕçме тата савăтсене тултарса илсе кайма пулать.

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче ял халăхĕ ирех чиркĕве утрĕ. Кайран пурте пĕрле çăл куç патне кайрĕç. Елчĕк ял чиркĕвĕн настоятелĕпе  Александр (Сенькин) протоиерейпа Тĕмер ял чиркĕвĕн настоятелĕ Петр (Иванов) протоиерей çăл куçа çветит турĕç. Александр атте çамрăксене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ: «Сирĕн ачăрсем çĕр çине  ахаль килмен иккен, ырă ĕç тума килнĕ. Çак  сиплĕ таса çăл куç шывне ĕçсе чунăрсене тасатăр, ăсăрсене  хăватлантарăр», - тесе ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Петр атте вара ял халăхне çак вырăна тирпейлĕ тытса тăма сенчĕ.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика