Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.07.2014 Питрав – чăвашсен уявĕ

Питрав – уй- хире хÿтĕлекен кун. «Çак кун çавуна, çурлуна хатĕрлесе хур, часах хĕрÿ ĕççи пуçланать»,- тенĕ.  Утă уйăхĕн  20- мĕш кунĕсенче хресчен тырă вырма тухнă. Тыр-пул ÿстерекенсемшĕн çав тери хаклă, хĕрÿллĕ вăхăт пуçланнă. Çавăнпа ваттисем çапла каланă:«Кахал кăна тырă вырнă вăхăтра авланать»,- тенĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн çынсем кайăксем сахалтарах юрланине асăрханă. Куккук авăтнине сăнанă, куккук Питравччен пĕр эрне маларах авăтма чарăнсан, хĕл кая юлса килет, тенĕ. Юлашки хут вăййа Питрав кунĕн каçĕнче ял урамĕнче ирттернĕ .  Ун хыççăн вăййа тек тухман  Вăййа халĕ те хăш-пĕр ялсенче тухкалаççĕ-ха, анчах та сахал çĕрте. Вăйă юррисем те манăçа тухса пыраççĕ. Питрав кунне Аслă Таяпара та мĕн çутăличченех вăйă юррисем  шăранчĕç. Ун пек илемлĕхе , кăмăл çĕкленĕвне халĕ нимĕнле уявра та тĕл пулаймастăн.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика