Вăрçă – этемлĕхĕн чи хăрушă тăшманĕ. Вăл пĕр шеллемесĕр, нимĕнле саккуна , йĕркене пăхăнмасăр çын пурнăçне вăхăтсăр татать. Кашни киле хуйхă, çухату, ырату, куççуль илсе килет…
Россия халăхĕ çулсерен майăн 9-мĕшĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернине паллă тăвать. Аслă Таяпа ялĕнчен вăрçă хирне 393 çын тухса кайнă, вĕсенчен 203-шĕ вăрçă хирне выртса юлнă, 190 –шĕ кăна каялла таврăннă. Вĕсен хушшинче Краснова Анастасия Александровна та.
Краснова Анастасия Александровна Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче 1923 çулта юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Наçка аппа пĕлтĕр 90 çул тултарчĕ.
Аслă Таяпа шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ: ун хыççăн виçĕ çул хушши каçхи шкула çÿренĕ. 6 уйăх Елчĕкре счетовод ĕçне вĕреннĕ. 1940-мĕш çулта комсомола кĕнĕ. 1942-мĕш çулта июнь уйăхĕнче вăрçа кайнă. Çурçĕр-хĕвеланăç фронтĕнче 769-мĕш хирурги госпиталĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Нумай салтака вилĕмрен çăлса хăварнă. 1945-мĕш çулта август уйăхĕнче Япони вăрçине илсе кайнă. 1945-мĕш çулта ноябрь уйăхĕнче киле таврăннă.
1945-1951 çç. К.Маркс ячĕпе хисепленсе тăракан колхозра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçленĕ. 1951-1952 çç. Аслă Таяпа культура çуртĕнче заведующий пулса ĕçлет. 1952-1979 çç библиотекăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хурать.
Краснова Анастасия Александровна пĕр ача çуратса çитĕнтернĕ.
Хисеп грамотисемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Клубра, библиотекăра иртекен мероприятисене килсех çÿрет. Анастасия Александровна вăрçă çулĕсене йĕрсе аса илсет.
- Ун пек вăрçа никамăн та курмалла ан пултăрччĕ, - тет вăл.