Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.04.2014 Паян Чăваш чĕлхи кунĕ

 «Вĕренекен чăвашла вулатăр… Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук…»

                                                                                                               И.Я.Яковлев

Паян Чăваш  чĕлхи кунĕ. Чĕлхе халăх пурнăçĕн тĕкерĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлÿлĕхĕн икселми çăл куçĕ те. Çак çăл куçĕнчен эпир мĕн ачаранпах тумламăн-тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр. Аннен ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка а юррине илсе çитернĕ… Тăван саăран, тăван чĕлхерен   пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă. Иван Яковлевич ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă ят.

Аслă просветитель-педагог, ăсчах, чăваш литературин классикĕ, Атăл тăрăхĕнче, чăвашсем хушшинче  наци ирĕклĕхĕшĕн кĕрешес ĕçе пуçарса ертсе пыраканĕ – Иван Яковлевич Яковлев. Улăпла ăс-хакăл пулнă çак этемĕн. Аллă çул вăл хăй халăхне çутта туртнă, тата мĕнле вăхăтра! 1868 çул -   чăвашсен пĕрремĕш шкул уçăлнă çул. Ăна пуçарса яраканĕ  И.Яковлев пулса тăнине кам пĕлмест пулĕ халĕ? Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, чăнах та, халăхăн 19 ĕмĕрти ăс- пурлăх центрĕ пулнă. Вăл чăваш халăхĕшĕн университет, консерватори, институт вырăнне шутланнă. Кунтах Константин Ивановăн «Нарспи» поэми те кун çути курнă. Вун-вун пистель, поэт, композитор, драматург хăйсен ăç-тăнне çакăнта туптама пултарнă.

        Тăван халăхăн калама çук чаплă ĕçĕсем пĕр ятпа - И.Я.Яковлев ячĕпе çыхăнса тăраççĕ. Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр.

        Халăх çырулăхне пуçарса яракан халăх историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать теççĕ. Ку питех те тĕрĕс каланă сăмахсем. Иван Яковлевич Яковлев ятне ĕмĕр асра тытар.

        Аслă Таяпа ял вулавăшĕнче «Аслă патриарх Иван Яковлев» кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр.  Куравăн тĕп тĕллевĕ: ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.  Вулакансем куравпа ака уйăхĕн 29-мĕшĕчен  паллашма пултараççĕ.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика