Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче сутлăх сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене, вĕсен йĕркелÿ-право формине пăхмасăр, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» Указ кăларчĕ. Юлашки çулсенче сĕт хакĕ пирки тавлашуллă ыйту çивĕчленсех çитнĕччĕ.
Ял çыннине пулăшас тĕллевпе «Хыпар» хаçат пĕлтĕр чылай материал пичетлерĕ. Çак темăна кăçал та куçран вĕçертмерĕ, малалла тытса пычĕ. А.Гордеевăн «Ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать» /73-74 //, ака, 21/ çивĕч статйи тарăн шухăша ячĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх правленийĕн ларусен залне вун тăватă ялтан çĕре яхăн ветеран пухăннă. Аркадий Айдак ял çыннисем туса илекен продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарас ыйту тавра тĕплĕ чарăнса тăнă. «Ял çынни чĕрĕ укçашăн нумай çул хушши сĕте питĕ йÿнĕпе сутать - пăшăрханать Аркадий Павлович. - Хакĕ чаксах пырать. Акă пĕлтĕрхи кăрлачра пирĕн тăрăхра сĕте литрне 14,5 тенкĕпе пуçтарнă, кăçал - 12,5 тенкĕпе, нарăсра пĕлтĕр - 14 тенкĕпе, кăçал - 12,5 тенкĕпе, пуш уйăхĕнче пĕлтĕр - 12 тенкĕ, кăçал - 10,7 тенкĕ, ака уйăхĕнче пĕлтĕр 10,5 тенкĕ пулнă, кăçал вара 10 çеç», - тенĕ статьяра. Çак номертех Юрий Михайловăн «Сĕт хакĕ ан йÿнелтĕр» материалĕ пысăк вырăн йышăнать.
«Хыпарăн» 115-мĕш номерĕнче /çĕртме, 20/ Етĕрне районĕнчи Яракасси старости Владимир Белов ял çыннисен ячĕпе РФ ял хуçалăх министрĕ Н.В.Федоров патне янă «Пĕрлешÿллĕ хуçалăх, килти хуçалăх, фермер: танлăх кирлĕ» çырăвĕ пичетленчĕ.
ЧР Аграри ветеранĕсен пĕрлĕхĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне çырупа тухнă. Çаксем ăна Указ кăларттарма витĕм кÿнех ĕнтĕ.
«Анăçри çĕр-шывсенче сĕт бизнесĕнче тунă усламăн ытларах пайĕ сĕт хатĕрлекенсене лекет. Пирĕн хресченсене ура çине тăма та памаççĕ, чунне çеç тытса усрасшăн», - тенĕччĕ малалла «Ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать» статьяра.
Тĕрĕсех, анăçри çĕр-шывсенче сĕт хатĕрлекенсене кÿрентерсен хăйсене хисеплеттерес тĕллевпе влаçа ура çине тăратаççĕ - темиçе кун хушши сĕт сутмаççĕ, ăна çырмасене юхтараççĕ. Нушаланнăран-тертленнĕрен пирĕн хресчен апла тăваймĕ.
Пур-ха ялсенче теветкеллĕ çынсем! Муркаш районĕнчи юлташ каласа кăтартнă тăрăх пĕр ял тăрăхĕнчи халăх 3 кун сĕт паман, ăна çырмана тăкман паллах, выльăха çитернĕ. Сĕт йышăнакансем килсе çитнех вара - завод пушăлла халтăртатакан çил арманĕ мар, унăн ĕçлемеллех, плана тултармалла. Çынсене тивĕçтерекен хак пирки калаçса татăлнă.
Вун-вун çул каялла сĕт хакĕн ыйтăвĕ кунашкал çивĕч тăман. Çынсене хальхи пек темиçе ĕне усрама ирĕк паман. Килсерен тенĕ пек сак тулли ача-пăча пулнă та, сĕт вĕсене çитерсех пĕтнĕ. Çупа тăпăрчне, хăймине аран-аран тукаланă - ĕне çимĕçĕ çитсе пыман. Халĕ пачах урăхла. Ача сахал. Ватăсем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ, анчах хăнăхнă йăлапа выльăх усрамасăр пултараймаççĕ. Хăшĕсен 3-4 ĕне таранах. Ирĕксĕрех сĕте ăçта та пулин вырнаçтарас ыйту çуралать, çав вăхăтрах çине тăрса вăй хунине кура хăйне тивĕçтерекен укçа илес килет.
Макăрман ачана чĕчĕ памаççĕ. Сĕт хакĕн ыйтăвĕпе те çаплах. Шавламасан, çине тăмасан лав вырăнтан хускалмастех. Халăхăн чун ыратăвĕн хÿхлевне республика ертÿлĕхĕ илтрĕ те ĕç тинех малалла кайрĕ.
Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра пултăм, АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн правлени членĕпе А.П.Айдакпа тĕл пултăм.
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев питĕ тĕрĕс утăм турĕ, хамăр бюджетранах укçа тупма пултарни савăнтарчĕ, - терĕ Аркадий Павлович. - Халăха сутнă кашни килограмм сĕтшĕн 1,5 тенкĕ хушса тÿлени - пысăк тĕрев. Çынсене хавхалантарать ку, кĕтĕве сыхласа хăварма çеç мар, хушăнтарма та май парать. Çулла хак йÿнелсех çитрĕ - 8 тенкĕпе пуçтараççĕ, капла 9 тенкĕ те 50 пус пулать. Ялсенче пурте выльăх усраççĕ, сĕтрен кĕрекен укçапа пурăнаççĕ. Арçынсем аякка ĕçлеме каяççĕ. Пĕтĕм йывăрлăха хĕрарăмсем чăтаççĕ, апла пулин те ку хыпарпа вĕсем кăмăллă. Пĕлеççĕ: вĕсен тĕп тĕллевĕ - килти хушма хуçалăха аталантарасси.
2010 çулта апат хĕсĕнсе çитнĕрен кĕтÿ хухрĕ. Тури Ачакра 3-4 çул каялла 4 касуччĕ, халĕ - 3. Çакă савăнтарать: ялта ĕне выльăх йышĕ пĕлтĕрхинчен ытларах. Майĕпен те пулсан ÿсес енне кайрĕ. Указа пула выльăх шучĕ хушăнас шанчăк пур.
«Хыпарта» хуçалăх шучĕпе килте ĕçлекенсене пенсие тĕрĕс шутласа пама ыйтса статья тухнăччĕ. Пулăшрĕ. Хăшĕсем халĕ манпа танах илеççĕ. Çакăншăн хаçат коллективне тав тăвас килет.
Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕ пирки темиçе сăмах. Вăл ял халăхне такăнтарма пултарать. Яла вара сыхласа хăвармаллах. Пахалăхшăн кĕрешме тытăнмалла. Ытти çимĕçпе пĕрле сĕт те пысăк пахалăхлă пултăр.
Лапракассинчи Ирина Ильина хуçалăхĕ сăвакан 4 ĕне, пушмак пăру усрать. Чи нумай антарнă чухне тăваттăшĕнчен 85-90 литр таранах сунă. Халĕ шăрăхра сĕт сахалрах антараççĕ, апла пулин те кунсерен 65-шер литр ăсатать.
- Пуçтаракансем малтан кашни литрĕшĕн 50-шар пус илетчĕç, халĕ 2-3 тенке çитерчĕç, - терĕ Ирина Витальевна.
- Тĕрĕсех, - килĕшрĕ «Ленинская искра» колхозăн тĕп зоотехникĕ Роза Стеклова. - Пуçтаракансем йÿнетеççĕ. Вĕсен те, водительсен те пурăнмалла. Хуçалăх вăтамран 10 тенкĕпе вырнаçтарать, халăх - саккăрпа. Тепĕр сăлтавĕ - çынсен сĕт пахалăхĕ япăхрах. Пирĕн урлă каять те, йышăннă чухне йăлтах тĕрĕслетпĕр. Ырă мар шухăшлисем улталасшăн. Шыв, типĕтнĕ сĕт хушнă тĕслĕхсем пулнă. Каялла тавăрса паратпăр вара.
Калаçăва Элĕк район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина хутшăнчĕ.
- Канашра иртнĕ АПК пĕрлĕхĕн анлă ларăвĕнче эпĕ те пултăм. Çивĕч ыйтусем хускатни кăмăла кайрĕ. Сĕт хакĕ тата пахалăх - пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Чи малтанах ку чухнехи фермăсемпе комплекссем, вĕсенче ăратлă выльăх, çĕнĕ оборудовани, пысăк калориллĕ паха апат кирлĕ. «Новый путь» ЯХПК, «Рабия» агрофирма» ООО ку чухнехи технологипе ĕçлеме тăрăшаççĕ те, - терĕ Лидия Михайловна. - Халăхран сĕт пуçтарас ĕçе вăйлатнăран районти мĕн пур тытăмри хуçалăхсем ăна пĕлтĕрхинчен 20% ытларах сутнă.