Етĕрне тăрăхĕ аваллăхпа пуян. Çакна Лапракассинче уçăлнă «Валак» этнографи паркĕ те çирĕплетрĕ. Унăн ячĕ ял историйĕпе çыхăннă. 9 ĕмĕр каялла ку тăрăхра вăрман кашланă, йĕри-тавра шурлăхлă тарăн çырмасем пулнă.
Çак вырăна Мелешпе Милентей тĕне кĕмен чăвашсем куçса килнĕ. Вĕсем тарăн çырмара кил-çурт çавăрнă. Унта çăл куç тапса тăнă имĕш. Каярах валак тунă. Пурăна киле ыттисем те çăл куç çывăхне куçса килнĕ. Ытла та пылчăклă пулнăран Лапракасси тенĕ. Яла пĕр енчен кăна кĕме май пулнă, ытти енчен шурлăхпа хура вăрман хупланă.
Унтанпа самаях вăхăт иртнĕ. Халĕ Лапракасси ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах ырă енне улшăннă: çынсем çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ, ял хушшипе - асфальт çул.
20-30 çул каялла çеç-ха Валак çырми ял çыннисемшĕн çÿп-çап тăкмалли вырăн пулнă. Ял хастарĕсем район Пухăвĕн депутачĕн «Агроремтехсервис» ТЯО директорĕн Петр Васильевич Петровăн пуçарăвне ырланă. Вăл çăл куçа тирпейлесе валака çĕнетме сĕннĕ. Ялти ватă-вĕтĕ те çак ĕçрен аякра юлман. Чăвашсен ырă йăлипе нимелле тăрăшнă. Несĕлсем пĕрремĕш утăмсем тунă вырăн çĕнĕрен вăй илнĕ. Валак тăрăх каллех сиплĕ шыв шăнкăртатма тытăннă. Каçсерен Лапракассинчи Нарсписемпе Сентнерсем валак патне васкаççĕ.
«Валак» этнографи паркне уçнă самант Лапракассисемшĕн кăна мар, Етĕрне районĕшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Ăна чи аслă апостолсен Петрпа Павел кунĕнче уçни те ăнсăртран мар. Кунта сăваплă çăл куçра шыва кĕмелли вырăн тата часавай хута кайрĕ. Турă Амăш ячĕллĕ çăл куçа Етĕрне районĕнчи чиркÿсен пачăшкисем сăвапларĕç.
Сергий атте ял халăхне пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак этнографи паркĕнче авалхи чăвашсен паллисене упраса хăварма пултарнине палăртрĕ. Культура çурчĕн директорĕ, «Виръял» ансамбль ертÿçи, парк йĕркелес ĕçе ертсе пыраканĕсенчен пĕри Лев Иванов ял-йыша тав тунă май кунта малашне те ĕç чарăнмасса пĕлтерчĕ.
Çак ĕç-пуç 2005 çултах пуçланнă. Культура ĕçченĕсем Нина Долгова ертсе пынипе «Çăл куç - пурнăç пуçламăшĕ» проект хатĕрленĕ.