Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юлия МАРЕЕВА «Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске…»

Статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - республикăра кăçалхи çур çулта çуралакансен шучĕ ÿснĕ, вилекенсен йышĕ чакнă. Пирĕн тăрăхри районсенче те çакă уççăнах палăрать. Акă Элĕк районĕнче кăçал, иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, 13 ача, Хĕрлĕ Чутай районĕнче - 17, Етĕрне тăрăхĕнче 23 ача ытларах çуралнă. Вилекенсен шучĕ уйрăмах Хĕрлĕ Чутайра чакнă, 27 çын сахалтарах çут тĕнчерен уйрăлнă. Апла пулин те хальхи вăхăтра вилекенсен йышĕ çуралакансенчен ытларах-ха.

Патшалăх ача çуратакан хĕрарăмсене паракан çăмăллăх малашне лару-тăрăва ырă енне улăштарма пултарасси иккĕлентермест. Тĕп вырăнта - кун çути парнеленĕ пепкесене тивĕçлĕ пăхса ÿстересси. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕнче, килĕшÿпе тăнăçлăх хуçаланакан çемьесенче ÿсме тивĕç. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакансем çук мар. Çавăн пек мăшăрсем çемье ăшшине упраса ачи-пăчине юратупа телей пиллеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿпе çураçу тупма пултарнипе палăрса тăраççĕ. Çакна ачисем пĕчĕкрен курса ÿсеççĕ. Ăруран ăрăва куçакан ырă йăла-йĕркене шăпах вĕсем упраççĕ-çке.

Нумаях пулмасть-ха Етĕрнери ЗАГС пайĕнче пулма тÿр килчĕ. Унта 50 çул ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене чыслатчĕç. Çулĕсемпе çамрăках мар пулин те тĕлĕнмелле илемлĕ мăшăрсем çине ăмсанса та савăнса пăхрăм. Залра ларакан ывăлĕ-хĕрĕсемпе мăнукĕсем, тăван-хурăнташĕ те вĕсене мăнаçлăн сăнарĕç. Акă камран тĕслĕх илмелле вĕсен. Тен, çемье çавăрнă вăхăтра вĕсен туйĕ чаплах пулман-тăр, анчах ЗАГС пайĕнче иртнĕ ылтăн туй вара ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Пархатарлă ачисем те ашшĕ-амăшĕ умĕнчи парăма чыслăн тавăрасси иккĕлентермерĕ. Мăнукĕсем те çакна ăша хывĕç-ха. Ара аслашшĕ-асламăшĕн юратăвĕ витĕм кÿретех. Тĕслĕхрен, Петр Алексеевичпа Любовь Николаевна Павловсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ куç тулли телей: икĕ мăнук çитĕнет. ЗАГС пуçлăхĕ Галина Яранская пĕлтернĕ тăрăх çакăн пек мероприятисене ирттерни çамрăксене çемьери хутшăнусене упрама, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет.

Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле теççĕ. "Этем ĕмĕрĕ ытла кĕске-çке. Апла пулин те ăна йĕркеллĕ пурăнса ирттерейместпĕр", - терĕ пĕррехинче 70 çултан иртнĕ кÿршĕ Микулай пичче. Вăл çак сăмахсене чун ыратăвĕпе каланине каярах ăнкартăм. Ăна тăватă теçетке урлă каçнă ывăлĕ пĕр вĕçĕм хĕрĕнкĕ çÿрени хытах пăшăрхантарать иккен. Вĕсем мăшăрĕпе 5 ача çуратса ÿстернĕ, тăваттăшĕ тахçанах йăва çавăрнă, хулара пурăнаççĕ. Кĕçĕннине Микулай пиччепе мăшăрĕ ачаш пăхнă курăнать. Унăн ĕç стажĕ те, çемйи те çук. Ватăсем хуçалăха та хăйсемех тытса пыраççĕ. Ывăлĕ вара тăрлавсăр, ялан укçа ыйтать. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшне сăлтавсăрах кÿрентерет. Унăн пуçĕнче ялан пĕр евĕр шухăш - тăраниччен çиес тата мухмăр чĕртес. Тĕрĕссипе, пирĕн тăрăхри ялсенче Микулай пиччен ывăлĕ пеккисем сахалах мар-ха. Çакна хаçат ĕçĕпе районсене тухса çÿренĕрен çирĕплетсех калама пултаратăп.

Хăш-пĕр ялта арçынсем лавккана тухма та шикленеççĕ. Ун таврашĕнче хăйне евĕр "хуçасем" пурăнаççĕ иккен. Вĕсене пирус е эрех илме укçа памалла теççĕ. Ниçта та ĕçлеменскерсем çапла майпа тăранса пурăнма пулать тесе шухăшлаççĕ-ши? Этем çĕр çине мĕншĕн килнин тĕллевĕ те вĕсемшĕн паллă мар тейĕн. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: пурнăçа хаклама пĕлетпĕр-и, кĕске ĕмĕре тивĕçлĕ пурăнса ирттеретпĕр-и?

Телее, пурнăçăн кашни сехечĕпе туллин усă куракан та çук мар. Вĕсем пирĕнпе юнашарах пурăнаççĕ, асăрхаса, сăнаса кăна пăхмалла. Ырă ырăпа таврăнать теççĕ. Ĕмĕрне кил-йышпа çураçура, кÿршĕ-аршăпа килĕшÿре пурăнакан та пайтах. Вĕсем кашни ялтах пур. Çут тĕнчерен уйрăлсан та вĕсен ырă ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранать. Ахальтен халăхра "ыр çын вилет - ят юлать" тесе каламан. Кунта сăмах мул пирки мар - чун, кăмăл-сипет пуянлăхĕ пирки. Ăна укçапа виçеймĕн. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкассинче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсенче тăхăр теçетке урлă каçнă кинемей çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Эпир ун чухне шăпăрлансем кăна пулнă. Апла пулин унăн сăнарĕ паян та асра. Пайтах хура-шур тÿснĕ вăл пурнăçра, анчах çынлăха, чун ăшшине çухатман. Аслисем каланă тăрăх кинемей хăй пурнăçĕнче никампа та хирĕçмен. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчченех пурăннă. Каярах, ăна кÿршĕсем пулăшнă. Ывăлĕ çар çынни пулнăран Читара хĕсметре тăнă, амăшĕ патне килсех çÿреймен. Кинемей яланах кăмăллă калаçатчĕ, илемлĕ сăн-пичĕ, ăшă кулли паян та асрах. Çак ялтах пурăннă виçĕ вăрçă ветеранĕ Алексей Спиридонов та хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Ăста столяр-платник мĕн чухлĕ сĕтел-пукан ăсталаман-ши, атă çĕлемен-ши.

Нумаях пулмасть акă çĕр-шывĕпех паллă, сумлă çын Аркадий Айдак вилни пире пурне те хурлантарчĕ. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин ун пирки "вăл пирĕн районăн сăнĕ" тенĕччĕ. Аркадий Павлович аграри секторне хăйне евĕр çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Вăл çут çанталăкпа килĕшÿре пурăннă. Ку çеç те мар, Чăваш Енĕн хастар ывăлĕ пулнă. Вăл пуçарнипе çырма-çатрапа çул хĕррисене лартнă çĕр-çĕр йывăç пулăхлă çĕре упраса хăварма, тухăçа ÿстерме май пачĕ. Ку тăрăхри ялсем шăпах Аркадий Павлович колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче çĕнелсе вăй илнĕ. Хастарскер социаллă пурнăç аталанăвне те çирĕп никĕс хывнă, хăй хыççăн тарăн йĕр хăварнă.

Пурнăçа хакламан, харпăр хăй çине алă хуракан та çук мар. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? Ахаль те кĕске ĕмĕре мĕншĕн вăхăтсăр татма васкаççĕ-ши? Юнашар пурăнакансем пĕр-пĕрне хакламанни те, ăнланма тăрăшманни те инкек патне илсе çитерме пултарать. "Чавса çывăх та çыртма çук", - тенĕ. Кайран кулянни кăлăхах. Апла пулсан атте-анне пилленĕ кун-çула тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Ача-пăчана пĕчĕкрен пурнăçра харпăр хăй тĕллĕн тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарни, ватăсене хисеплемеллине ăнлантарни вырăнлă тесе шухăшлатăп. Ырăпа усала уйăрма пĕлччĕр. Чи кирли - çывăх çынсене йывăрлăхра пăрахас марччĕ, пулăшасчĕ.

 Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть») от 18.12.2012

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика