Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Любовь ПЕТРОВА "Халăх асĕнчен тухмĕ "

2012 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей ял хуçалăх министерствин “Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн” ылтăн медалĕн кавалерĕ Аркадий Павлович Айдак пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Чăваш халăхĕшĕн ку - пысăк çухату. Аркадий Павловичăн ĕçĕ-хĕлне çамрăксем мĕнле хаклаççĕ-ха?

Олеся ЕГОРОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 2-мĕш курс студентки:

- Эпĕ Аркадий Павлович Айдакпа тĕл пулса калаçман, анчах вăл ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿ тунине пĕрре мар илтнĕ. Паллă çын хăйĕн тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Çут çанталăка юратман çын аграри тытăмĕнче ĕçлеймест, çакна унăн “И взойдут семена” кĕнеки вĕрентет. Ăста ертÿçĕ çамрăксемшĕн яланлăх тĕслĕх.

Анжелика ФАДЕЕВА, “Тăван Ен” хаçат корреспонденчĕ:

- Аркадий Павлович - манăн ентеш. Вăл пурнăçран уйрăлса кайнăшăн пăшăрханатăп. Хисеплĕ çыннăмăр “Ленинская искра” колхозра вăй хунине чылайăшĕ пĕлет. Манăн анне Мария Кузьминична çак хуçалăхра çамрăкранпах ĕçленĕ. Вăл ертÿçĕ пирки яланах лайăххине çеç каласа кăтартатчĕ. Председатель ĕç укçине вăхăтра пама тăрăшнă, вăл ертсе пынипе хуçалăх республикăра çуллен мала тухнă. Аркадий Айдак ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес, выльăх ĕрчетес, çĕр эрозийĕпе кĕрешес енĕпе пысăк ĕç тунă. Экологи ыйтăвĕсем пăшăрхантарнă май шкул ачисемпе иртнĕ тĕл пулусене хутшăннă. Пуçлăх тилхепине çирĕп тытма пĕлекенскертен вĕренмелли пайтах. Аркадий Павлович ентешсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Татьяна ЯЖЕЙКИНА, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин тата тăван ен культурин вĕрентекенĕ:

- Аркадий Павлович тĕлĕнмелле пултаруллă çынччĕ. Ăс-тăн шайĕпе те, ырă кăмăлĕпе те уйрăлса тăратчĕ. “Шырав” тавра пĕлÿ кружокне ертсе пынă май А.Айдакпа час-часах тĕл пулаттăмăр. Ентешĕмĕр пире тĕпчев ĕçĕсене пурнăçлама пулăшатчĕ, тем те пĕр каласа кăтартатчĕ, ачасемпе пĕрле тухса çÿретчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Тури Ачак таврашĕнчи юрă-ташă коллективĕсене тĕпчерĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама та Аркадий Павлович нумай пулăшрĕ. Кунта унăн культурăри тÿпи пысăкки те палăрчĕ. Ялти пĕрремĕш фольклор ушкăнĕ унăн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ.

Вĕренекенсем те Айдак пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăшăн кулянаççĕ. Унăн сĕнĕвĕсемпе канашĕсем яланах пирĕн асра юлĕç.

Анна РЕМЕСЛОВА, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 4-мĕш курс студентки:

- Пирĕн республика Аркадий Павловичпа мухтанма тивĕç. Унăн хисеплĕ ят - вун-вун, вăл тунă ырă ĕçсемпе пуçарусен шучĕ те çук. Манăн шухăшпа - академире вĕренекен кашни студентăнах ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿ тунă çын пирки пĕлмелле. Атте те çак аслă шкулта вĕреннĕ. Аркадий Айдак çинчен вăл чылай каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ те унăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеттĕм. Аркадий Павлович вилнине илтсен кулянтăмăр. Чăваш халăхĕ хăйĕн тепĕр маттур ывăлĕсĕр юлчĕ.

Любовь ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.

Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть»)  от14.09.2012

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика