"Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе" ыр кӑмӑллӑх марафонне республика ҫыннисем хастар хутшӑнаҫҫӗ. 2010 ҫулта акцие 1285 предприяти-организаци хайӗн тупине /7211842 тенкӗ/ хывнӑ. Ҫав укҫапа ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, воспитанипе ӗҫ колонийӗсене, ятарлӑ шкулсене, ача-пӑча сиплев учрежденийӗсене пулӑшнӑ, ме-дицина оборудованийӗ, эмел, тренажер туяннӑ, культура мероприятийӗсем ирттернӗ, пул-таруллӑ ҫамрӑксене стипендипе хавхапантарнӑ.
Пархатарлӑ ӗҫрен Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗн педагогӗсем те пӑрӑнса юлман. Вӗсем ачасемпе пӗрле ял халӑхӗ вапли концерт хатӗрленӗ. Пухнӑ укҫана йывӑр лару-тӑрӑва ҫакланнӑ шӑпӑрлансене памаш-кӑн ятарлӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан-сем тата унти предприятисенче тӑрӑшакансем марафона уйрӑ-мах хастар хутшӑнаҫҫӗ. "Биологи тӗлӗшӗнчен тасатакан со-оруженисем" предприяти пухма-ча 70 пин тенкӗпе пуянлатнӑ. Пӗтӗмӗшле пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне химиксен хулинчен 300 пин тенкӗ куҫнӑ. Кунта предприяти-организацин кӑна мар, усламҫӑсен тупи те пур.
ЧР Финанс министерстви те айккинче юлман - вӑл марафон валли 25 пин те 600 тенкӗ уйӑрнӑ.
Ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗнчен ҫам-рӑксем те пӑрӑнмаҫҫӗ. Шупашкарти Ленин районӗн хӗр-упраҫӗпе яш-кӗрӗмӗ "Ачана савӑнӑҫ парнеле" акци йӗрке-ленӗ - вӗрену заведенийӗсен-че ӑс пухакансенчен тӑлӑхсем валли укҫа-тенкӗ пухнӑ. Ҫавӑн-па пухмачра тепӗр 64 пин тенкӗ хушӑннӑ. Студентсем Шупашкарти "Малютка" ача ҫур-тӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансене парнесемпе савӑнтарнӑ.
"Ҫынна пулӑшни ҫӗре ук-мест", - теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыр кӑмӑллӑх марафонне кашнинех хутшӑнма май тупасчӗ, пархатарлӑ ӗҫ тума нихӑҫан та кая мар.
Любовь ЗУБОВА