Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.03.19 Виҫӗ ячӗ те килӗшӳллӗ, вырӑнӗ те юрӑхлӑ (Хыпар)

Ҫак йышӑну пире кӑштах тӗлӗнтерчӗ те, шухӑша та ячӗ: епле-ха халӑхпа канашламасӑр, палӑк эскизне сӳтсе явмасӑр ӑна вырнаҫтарма, пӗр проектпах килӗшсе ӑна ӗмӗрлӗх хатӗрлеме йышӑннӑ? Республикӑра пурӑнакансен сӑмахне итленипе пӗрлех специалистсен пӗтӗмлетӗвӗ питӗ витӗмлӗ вӗт-ха кунта. Пӗр ыйту питӗ канӑҫсӑрлантарать: тӑван халӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ палӑк конкурсне ирттересси ҫинчен мӗншӗн ҫаплах пӗлтермеҫҫӗ? /Конкурс иртет. Ҫакӑн пирки «Хыпарӑн» кӗҫнерни кунхи номерӗнче ҫыртӑмӑр - Редакци/.

«Хыпар» хаҫат ку ыйтӑва вӑ-хӑтлӑ ҫӗклерӗ. «Палӑк ентешӗмӗре тивӗҫ пултӑрччӗ» статья /2011, нарӑс, 10/ авторӗн пур шухӑшӗпе-сӗнӗвӗпе те килӗшетпӗр. Унти ҫак сӑмахеене тепӗр хут палӑртса хӑварас килет: «Чӑвашсемшӗн ҫитес ҫул уйрӑмах паллӑ - ҫурла уйӑхӗн варринче пирӗн ентеш тӗнчен нихҫан тӗпчемен уҫлӑхне пӗрремӗш хут тухнӑранпа шӑпах ҫур ӗмӗт ҫитет. Палӑк уҫассине ҫак пулӑмпа ҫыхӑнтарни витӗмлӗрех те, паплӑрах та, пӗлтерӗшлӗрех те пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та палӑк макечӗсене хатӗрлеме, вырӑнне палӑртма вӑхӑт кӑштах пур. Васкаса тунӑ ӗҫ мӗнле килсе тухассине халӑх тахҫанах каланӑ. Ҫакна асра тытасчӗ...»

Статьяра ҫавӑн пекех палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси пирки те сӑмах хускатнӑ. Унти сӗну тахҫан эпир республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ ячӗпе янӑ ҫырури шухӑшсемпе тур килни ахальтен мар пулӗ. Статья авторӗ те, ҫав ҫыру пирки нимӗн те пӗлмен пулин те, шӑпах ҫав шухӑша ҫирӗплетет. Ун чухне эпир Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинчи ҫула «Ҫӑлтӑр ҫулӗ» ят пама сӗннӗччӗ, Ю.Степанов вара ӑна «Космонавтсен проспекчӗ» /е чӑвашла «Уҫлӑх уҫакансен уничи»/ ят пама сӗнет. Шухӑшласассӑн, виҫӗ ячӗ те килӗшӳллӗ, янӑравлӑ. Эпир Шупашкартан тухсан инҫех мар, унччен ПАИ посчӗ пулнӑ вырӑнтан сулахайри лаптӑк тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑлне асӑнса лар-такан палӑк валли шӑпах вырӑнлӑ тетпӗр.

Ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр шухӑш теҫҫӗ пулин те хаҫата вулакансенчен чылайӑшӗ «Хыпар» сӗнӗвӗсемпе те, эпир калакан шухӑшсемпе те килӗшетех пулӗ.

 

Виталий Иванов,

истори наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ;

Валерий Сапожников,

Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, республикӑри Пенсионерсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи;

Эдуард Бахмисов,

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика