Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.03.18 Курӑмлӑ тӳпе (Хресчен сасси)

 «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыр кӑмӑллӑх марафонӗн пухмачӗ кунсерен пуянланать. Ҫак сӑваплӑӗҫе республикӑри предприяти-организаци, тӗрлӗ учреж-дени коллективӗсем хутшӑннисӗр пуҫне уйрӑм ҫынсем те хӑйсен тӳпине хывма пуҫлани савӑнтаратъ. Ыр кӑмӑллӑ ентешсем ытларах Патӑрьел, Елчӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенче пурӑнни курӑнать. Акӑ, сӑмахран, Н.Полякова (Шӑмӑршӑ ялӗ) марафон счечӗ ҫине 12900 тенкӗ, Л.Гафурова (Патӑрьел ялӗ) - 6550, И.Мальцева (Елчӗк ялӗ) - 4440, М.Горшкова (Елчӗк ялӗ) - 6590, С.Измуков (Патӑрьел ялӗ) 4150тенкӗ куҫарнӑ. Халӑх паттӑрӗсен списокне татах та тӑсма пулать. Ача-пӑчана пулӑшма васкакансем ытти тӑрӑхра та пур, паплах. Етӗрнери С.Бандуринпа Улатӑрти А.Чебаксина пирки те ырӑпа асӑнас килет. Вӗсем иккӗшӗ те марафон пухмачне 7-8 пин тенкӗпе пуянлатнӑ.

Укҫа-тенкӗ пухнисӗр пуҫне ентешсем ача-пӑчана тӗрлӗ ҫимӗҫпе сӑйласси, хатӗр-хӗтӗр туянса парасси йӑлана кӗчӗ. Акӑ Чӑваш патшалӑх кинодокументаципе электронлӑ архив ӗҫченӗсем Шупашкарти Ленин районӗнчи социаллӑ реабилитаци центрӗнчи ҫул ҫитмен ачасем валли кино кӑтартассине йӗркеленӗ. Сӑваплӑ ӗҫрен пӑрӑнма пултарайман вӗсем. Ҫавӑн пекех архив ӗҫченӗсем пухнӑ укҫа-тенкӗпе ачасем валли парнесем туяннӑ. Киносеанс хыҫҫӑн вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва парнеленӗ.

Ҫӗнӗ Лапсарта вара ача-пӑча учрежденийӗсем валли кӗнеке пухас енӗпе акци йӗркеленӗ. Паллах, чылайӑшӗн килӗсенче вӗренӳ материалӗсем, ача-пӑча литератури, спорт, искусство ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем, словарьсемпе энциклопедисем пурах ӗмтӗ. Хӑшӗ-пӗривӗсемпеусӑтакурмасть. Чӑннипе вара ӑс-хакӑп ҫӑл куҫӗ ҫамрӑк арӑва тӗрӗс ҫитӗнтерме, ӑс-тӑна ҫирӗплетме пулӑшатех. Акципирки тӗплӗнрех 50-60-56 телефонпа е Ҫӗнӗ Лапсар по-селокӗ, 4-мӗш ҫурт адреспа ыйтса пӗлме пултаратӑр.                    

В. Петрова

 

«Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн» пирӗн республикӑри уйрӑмӗ 23 ҫул каярах йӗркеленнӗ. Ҫак вӑхӑтра кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнӗ пин-пин ача пулӑшу илнӗ. Асӑннӑ организаци хӑйӗн ӗҫ-хӗлне организацисемпе предприятасен тата уйрӑм ҫынсен Ыр кӑмӑплӑх пулӑшӑвӗпе йӗркелесе пырать.

Ыр кӑмӑппӑх фончӗ 2010 ҫулта ҫакнашкал тупӑшсемпе тӑкаксем тунӑ:

 

Кӑтартусем

Укҫа-тенкӗ хисепӗ (пин тенкӗ)

01.01.2010 ҫул тӗлне юлнӑ у кҫа-тенкӗ

вӑл шутра пурлӑх

3113,9 3,5

Пӗтӗмӗшле тупӑш вӑл шутра:

3836,8

1) Граждансемпе организацисенчен пухнӑ укҫа-тенке явӑҫгарни

3565,6

2) Гражданлӑх ҫук тата ют ҫӗршыв ҫыннисен, пӗтӗм тӗнчери, урӑх ҫӗршыври организацисен пулӑшӑвӗ

 

3) Депозит, вексель тата ытти хаклӑ хут панӑ тупӑш

170,4

4) «Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фондӗнчен» илнӗ укҫа-тенкӗ вӑпшутра: пурлӑх

5,5

5) Ытти тупӑш

95,3

Пӗтӗмӗшле тӑкак: "

4724,5

вӑл шутра программӑсем тӑрӑх:

 

01 код. «Васкавлӑ социаплӑ пулӑшу»

387,4

04 код. «Ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫурт»

2254,2

07код. «Ача-пӑча диабечӗ»

66,3

10 код. «ДЦП»

247,6

11 код. «Медицинӑпа социаллӑ профамма»              ,

228,7

12 код. «Культура прюграммисем»

603,3'

16 код. «Ача-пӑча библиотеки»

216,2

25 код. «Июнӗн 1 -мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун»

25,1

27 код. «Сусӑр ачасене пулӑшни»

163

ЗОкод. «Ҫӗнӗ ҫул парни»

86,5

31 код. «Уйрӑмӑн ретон профаммисем»

86

99 код. «Уйрӑм ӗҫ-хӗлне техника енӗпе тивӗҫтересси»

360,2

01.01.2011 ҫул тӗлне юлнӑ укҫа-тенкӗ

2226,2

вӑл шутра: пурлӑх

3,5

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика