Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.03.17 Ҫамрӑк космонавтсем хастар (Хыпар)

Чӑваш Енре ҫамрӑк космонавтсен юхӑмӗ 2004 ҫулта вӑй илме пуҫланӑ. Ҫак хушӑра отрядсен йышӗ 14-ран 55-е ҫитнӗ. Паянхи кун вӗсен йышӗнче - тӗрлӗ район-хулари 700 ытла ачапа ҫамрӑк /8-17 ҫулсенчисем/. Асӑннӑ юхӑм ҫул ҫитменнисене космос аталанӑвӗн историйӗпе паллашма, гуманитари, истори тата чӑн наукӑсен тытӑмӗнчи пӗлӗвне устерме, космонавт профессийӗн тӗслӗхӗ урлӑ патриот воспитанийӗ пама, тӗпчев ӗҫӗн никӗсӗсене хӑнӑхтарма пулӑшать. Чӑваш Енри ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсен юхӑмӗн хӑйӗн символики, пӗрлехи тумӗ тата тупа сӑмахӗ пур. 2005 ҫултанпа вӗсен ӗҫне "Пире космос анлӑшӗ чӗнет" республика программипе килӗшуллӗн йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Ҫамрӑк космонавтсен хатӗрлену пахалӑхне, вӗсен пӗлу шайне /космонавтикӑпа авиаци тата Тӑван ҫӗр-шыв историйӗ, астрономи, техника блокӗ енӗпе/ зачет сессийӗнче тӗрӗслеҫҫӗ. Сессие ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене квалификаци категорийӗ -"ӗмӗтленекен" - параҫҫӗ. Юхӑма пуҫарса янӑранпа 10 зачет ирттернӗ, 1000 ача ку ята тивӗҫнӗ. Ытти категорие /"шыравҫӑ" тата "мастер"/ илес тесен шкул ачин нумай ӗҫлемелле тата вӗрбнмелле.

Кашни отрядах хӑй тӗллӗн темиҫе мероприяти йӗркелет, унсӑр пуҫне ҫулленех пӗрлехи конкурссене /борт журналӗсен тата ÿкерчӗксен/, хут ҫӗленсен фестивальне, авиамодель спорчӗн ӑмӑртӑвне хутшӑнать. Ҫамрӑксен хушшинче Николаев Вулавӗсене иртте-ресси йӑлана кӗрсе пырать. 2010 ҫулта унта республикӑри 16 район-хуларан килнӗ пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Кӑҫал IV Ҫамрӑксен Николаев Вулавӗсем пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Енри космонавт пулас ӗмӗтлӗ арҫын ачасемпе хӗр ачасем регионсен хушшинчи тата Раҫҫей шайӗнчи мероприятисенче те ӑсталахӗпе пултарулахне кӑтар-

таҫҫӗ: пӗтӗм тӗнчери "Авиаци тата космонавтика" конференцире, "Ушкӑн ҫӑлтӑр" олимпиадӑра, "Космоспа калаҫни" куравра... Сӑмах май, Канаш районӗнчи ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫурчӗн никӗсӗ ҫинче ӗҫлекен отряд представительне "Ушкӑн ҫӑлтӑр" олимпиадӑра финала тухнӑшӑн ЮНЕСКО дипломӗпе чысланӑ.

Слет вара пӗтӗмлету мероприятийӗ шутла-нать. Унта чи хастаррисене ҫÿлерех асӑннӑ категорисен квалификаци паллисене /значокӗсене/ параҫҫӗ, конкурс ҫӗнтеруҫисене парнесемпе чыслаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта ҫул ҫитменнисем ӑсталанӑ ракетӑсен, самолетсен, планетӑсен моделӗсен куравӗпе паллашма та пулать. Ҫӗртме уйахӗнче Ҫамрӑк космонавтӑн ҫуллахи шкулӗ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта шкул ачисем кӑнтӑрла тата ҫӗрле телескоппа хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене сӑнаҫҫӗ.

2010 ҫул пирӗн республикӑри ҫамрӑк космонавтсен асӗнче нумайлӑха юлӗ. Вӗсен ялавӗ "Прогресс М-08М" караппа тӗнче уҫлӑхне ҫитсе килнӗ-ҫке, ун ҫине А.Калери, Ф.Юрчихин, О.Скрипочка космонавтсем алӑ пуснӑ, Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗн экспедицийӗн пичетне лартнӑ. Экипаж Чӑваш Енри ҫамрӑк юлташӗсене ырӑ сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ ҫак самантсене видеопа ÿкернӗ. Ялава "Союз ТМА-19" космос карапӗпе Ҫӗр ҫине ӑсатнӑ.

Кӑҫал - Космонавтика ҫулталӑкӗ. Ҫавна май кӑсӑклӑ мероприяти ытти чухнехинчен ытларах та ирттерӗҫ. Ҫамрӑк космонавтсен-чен чылайӑшӗ Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен тӑван тавралӑха хÿтӗлессин ыйтӑвӗсемпе хатӗрленӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата вӗренупе тӗпчев проекчӗсен "Этем - Ҫӗр - Космос" XII олимпиадин республикӑри тапхӑрӗнче хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах авиаци моделӗсен ӑмӑртӑвӗ, техника тата художество пултарулӑхӗн конкурсӗ иртмелле.

 

В. Павлова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика