Сӑмахӑм тӗнчипе чапа тухнӑ мухтавлӑ ентешӗмӗр - Андриян Григорьевич Николаев космонавт пирки. Вӑл Тӑван ҫӗр-шывӑмӑрӑн шанчӑклӑ та паттӑр ывӑлӗ пулнӑ. Патшалӑх ҫынни тесен тӗрӗсрех пулӗ. Эппин - халӑхӑн. Ҫавӑнпа та ӑна патшалӑх та, халӑх та манмасть, асра тытать.
Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӑн-чӑн улӑпне пушшех те сума сӑвать. Ку Андриянӑмӑр пурӑннӑ чухне те курӑмлӑн палӑрнӑ, пирӗнтен уйрӑлса кайсан та - ҫаплах.
Туйӑмсемпе кӑна мар, ӑна тивӗҫлипе хисепленине тепӗр хут ҫирӗплетмелле. Шӑпах ҫав тӗллеве пурнӑҫласа пӗрремӗш утӑм пулчӗ те совет космонавтикин сумлӑ юби-лейӗ умӗн Чӑваш Республикин Президенчӗ М.В.Игнатьев йышӑнӑвӗ: шӗкӗр хуламӑрта хаклӑ ҫыннӑмӑра чысласа чаплӑ палӑк ҫӗкленмелле!
Тахҫанах кӗтнӗ, ӗмӗтленнӗ вӑхӑт ҫитрӗ. Эпӗ ҫак кун хӑҫан та пулин ҫитессе шаннӑ, туйнӑ. Питӗ кирлӗ те сӑваплӑ ӗҫ тумалла пирӗн.
Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те ҫӗнӗ пуҫарупа тухрӗҫ. Унччен те Андриянӑмӑрпа ҫыхӑннӑ нумай-нумай материала пухса пынӑ май маншӑн тата ху-лӑн папка уҫма хистерӗ Аслӑ ниме пуҫланни. Малтанхи документсенчен пуҫласах пухӑнма пуҫларӗҫ вӗсем. Тавтапуҫ пуҫару тунӑ чӑвашсен хастар арӗсене.
Ҫапла хушса каласшӑн: халӑх-па тумалли вышкайсӑр калӑплӑ ӗҫе тытӑниччен пӗрле сӳтсе явасчӗ. Унсӑр май ҫук. Андриян палӑкӗн пӗр проекчӗпе кӑна ҫырлахар мар. Ю.Степанов публицистӑн «Хыпар» хаҫатӑн нарӑсӑн 10-мӗшӗнче тухнӑ «Палӑк ентешӗмӗре тивӗҫ пултӑрччӗ» статйипе пӗтӗмпех килӗшетӗп. Вырӑнне те ман кӑмӑл туртнӑ тӗле палӑртнӑ пекех туйӑнса кайрӗ - Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара каякан ҫула Космонавтсен проспекчӗ туни хӑех - ӗмӗрлӗх палӑк. Ун айккинчи скверта ентеш-космонавт палӑкӗ пулни чыслӑ та сумлӑ. Палӑкӑн ҫӳллӗрехех пулмалла. Конкурс-ӑмӑрту кирлех.
Тепӗр сӗнӳ: патшалӑх ывӑлӗшӗн патшалӑх та тӳпе хывтӑр, халӑх та пулӑштӑр. Эпӗ ҫак нимене хутшӑнма хатӗр.
Николай Ершов
Красноармейски районӗ, Янкас ялӗ