Шупашкар хулинчи «Малютка» ача çуртĕнче 58 ача пурăнать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕн, çывăх çынсен юратăвĕ, тимлĕхĕ çитмест. Пĕчĕк çеç парне те вĕсемшĕн - чи пысăк телей. Çакна тĕп хулари студентсем хăйсем курса ĕненчĕç.
Студентсен ассоциацийĕ пуçарнипе Шупашкар хулин Ленин районĕнче çамрăксен «Ачана савăнăç парнеле!» акцийĕ иртрĕ. Аслă, вăтам, пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче вĕренекенсем тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă пĕчĕк ачасем валли япаласем туянма укçа-тенкĕ пухрĕç. Ыр кăмăллăх пухмачĕ 64 пин тенкĕлĕх пуянланчĕ.
Пĕчĕк ачасем валли куллен кирлĕ памперссем туянса студентсем «Малютка» ача çуртне çул тытрĕç. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шăпăрлансене парнепе савăнтарнисĕр пуçне пĕрле тĕрлĕ вăйă вылярĕç, «Хĕрлĕ калпак» юмах кăтартрĕç.
В. Николаева
* * *
“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонĕ Тăвай тăрăхĕнче те вăй илчĕ. Унăн пухмачне чи малтан район администрацийĕн хастарĕсем 6 пин тенкĕлĕх пуянлатрĕç, предприяти-организаци коллективĕсем, уйрăм çынсем 106595 тенкĕ куçарчĕç. Сăваплă ĕçе Мучар ял тăрăхĕн тата Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн хушма офисĕн специалисчĕсем те хăйсен сумлă тÿпине хыврĕç.
Патăрьелсем вара асăннă акцие 83030 тенкĕ куçарнă. Унта та район администрацийĕ, шалти ĕçсен уйрăмĕ, “Булат” ООО ырă тĕслĕх кăтартнă.
Элĕксен тÿпи те курăмлă: ыр кăмăллăх фончĕн счечĕ çине 19456 тенкĕ куçарнă.
Шупашкар хулин Мускав районĕнчи управляющи компанисем те ыр кăмăллăх марафонне çулленех хастар хутшăнаççĕ. Кăçал “Сфера”, “НИДИ” ОООсем - 6000, “Кăмăл” АУО - 5000, “Жилищник” ООО 6500 тенкĕ куçарнă.
Хаклă вулаканăм, эсĕ хÿтĕ-лессе кĕтекен пуррине асра тыт. Уйрăмах пултаруллă ачасене, сусăрсене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене пулăшма ансат: “Раççей ача-пăча фончĕн” республикăри уйрăмне çитсе килмелле /адресĕ: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ е 62-89-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла кăна.
В. Смирнова