Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.03.05 Скафандр хаклӑ-и? (Хыпар)

Скафандр хаклӑ-и?

Космос скафандрӗ кӑткӑс тытӑмлӑ тум иккенне ӑнланатӑпха. Унӑн кашни сийӗн, пайӗн пӗлтерӗшне, вӑл ҫынна мӗнле хӳтӗленине пӗлесчӗ. Пӗр скафандр хакӗ миҫетенкӗпе танла-шать?

Евгений НИКОЛАЕВ.

Куславкка районӗ.

 

Скафандрӑн тулаш сийӗ космонавта уҫлӑхра хӗвелӗн сиенлӗ пайӑркисенчен тата пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ метеор юхӑмӗсенчен хӳтӗлет. Полимер материалсенчен хатӗрленӗ витӗр курӑнакан шлем та ҫак ӗҫ-хӗлех пурнӑҫлать. Скафандрӑн вӑтам сийӗсенче ҫын кӗлеткине пусаракан сывлӑш «чу-пать»: унсӑрӑн юн вӗреме кӗрес хӑрушлӑх питӗ пысӑк. Ҫемҫе сийре вырнаҫнӑ пӑрӑхсенче шыв ҫӳрет: вӑл космонавта сивӗре ӑшӑтать, шӑрӑхра уҫӑлтарать. Ранец тытӑмӗ таса сывлӑшпа тивӗҫтерме тата йӳҫек газсенчен хӑтӑлма кирлӗ. Управри кислород - 7 сехетлӗх. Перчеткен пӳрне вӗҫӗсене силиконран хатӗрленӗ. Ҫакӑ космонавта таврари япаласене лайӑхрах уйӑрма май парать. Скафандрта тӗрлӗ шӗвек, ҫав шутра сӗткен ӗҫмелли пӑрӑхсем, шӑк пухмалли савӑт тата ытти - хатӗр те чылай.

Паллах, ахаль атӑпа уҫлӑха тухаймӑн - ятарлӑ пушмак кирлӗ. Тир-сӑранпа атӑ-пушмак промышленноҫӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӗҫченӗсем космонавтсем валли виҫӗ тӗрлӗ пушмак туса хатӗрленӗ. Старт пушмакне скафандр ҫийӗн ракета патне кайнӑ чухне тӑхӑнаҫҫӗ. Вӗҫев вӑхӑтӗнче орбита комплексӗнче ҫӑмӑл, меллӗ пушмак кирлӗ. Уҫлӑхра ӗҫлемелли чи кӑткӑсси: вӑл вунӑ сийлӗ, тӗпӗ хӑйне евӗр. Унӑн ҫынна сывлӑшсӑр уҫлӑхра /температура -150 градусран +120 градуса ҫитет/ космос пайӑркисенчен хӳтӗлемелле.

Скафандрӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 11 млн доллара яхӑн. Хакӑн 70 проценчӗ пурнӑҫа тытса тӑракан тата управлени тытӑмне тивет.

Кӑларӑма Валентина БАГАДЕРОВА хатӗрленӗ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика