Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.03.03 Виçĕ тĕл пулу (Хыпар)

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕнче уçлăхĕнче 108 минут пулнă хыççăн пĕтĕм Çĕр чăмăрĕнче пурăнакансене хăйĕн паттăрлăхĕпе тата хăюлăхĕпе тĕлĕнтернĕ Юрий Алексеевич Гагарин тăван çĕр çине ăнăçлăн анса ларчĕ. Кун пирки çырман хаçат та, унăн йăлтăр кулăллă сăн-питне кăтартман телекурав та юлман çав тапхăрта. Историе манăçми çĕнĕ страницăпа пуянлатнă пĕрремĕш космонавт çак утăма тунăранпа кĕçех çур ĕмĕр çитет. Çавна май эпĕ «Хыпар» вулаканĕсене юмаха чăн тунă «çунатлă» вĕçевçĕпе тĕл пулнă самантсем çинчен çырса кăтартасшăн. Кăçал, Космонавтика çулталăкĕ пулнине шута илсен, манăн аса илÿсем те Гагаринианăна пăртак та пулин пуянлатасса шанас килет...

Паллах, кирек мĕнле паллашу та пĕрремĕш тĕл пулуран тăрать. Эпĕ, Йĕпреç поселокĕнчи вăрманçăсен çемйинче çуралса ÿснĕскер, салтак тивĕçне Оренбург тăрăхĕнче пурнăçланă хыççăн çак облаç центрĕнчи ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм. Аттепе анне те вăрман комбинатĕнче ĕçлетчĕç, ывăлĕ вара агроном пулма шухăш тытнă. Пĕррехинче, занятирен пушă вăхăтра, хула урамĕсем тăрăх уçăлса çÿреме тухрăм. Культура керменĕ умĕнче хамăн ентеше, Йĕпреçри пĕрремĕш вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ Борис Чернышова курах кайрăм. Унпа юнашарах тепĕр çамрăк тăратчĕ. «Эпĕ çар летчикĕсене хатĕрлекен училищĕре вĕренетĕп, - терĕ вăл, пĕр-пĕрне алă панă хыççăн. - Ку - манăн юлташ, Смоленск таврашĕнчен килнĕ Юрий Гагарин. Питĕ туслă пурăнатпăр».

Юрий Гагарин курсант аллине кăмăллăн тăсрĕ. Тăван тăрăхран чылай аякра çывăх ентешĕмпе тĕл пулни кăмăл-туйăма çĕклентерсех ячĕ. Кĕсье тĕпĕнче тăрса юлнă пур-çук нухрата пухса хĕрлĕ эрех туянтăм та Бориспа Юрăна хамăрăн общежитие илсе кайрăм. Ячĕшĕн тенĕ пек кăна сыпкаларăмăр. Курсантсем, пĕр-пĕрне пÿлсех, çĕр çинче ĕçлеме хатĕрленекен çынна, хăйсен вĕренĕвĕ, çĕнĕ самолетсем, вĕçмелли аппаратсен конструкцийĕ, Можайский, Кибальчич, Циолковский, Цандер çинчен каласа пама тытăнчĕç: «Совет çыннисене малашлăхра тĕлĕнмелле ĕçсем кĕтсе тăраççĕ. Вĕсем Çĕр çинче кăна мар, ытти планетăсем çинче те хăйсен паттăрлăхне кăтартĕç. Çав вăхăт çитмеллех! Пире преподавательсем кун пирки тăтăшах калаççĕ. Çамрăк курсантсене итленĕ майăн эпĕ вĕсене малтанах «мыскараçă-фантазерсем» вырăнне хутăм. «Вăрçă суранĕсене тÿрлетсе пĕтереймен çĕр-шывра ăçта пăхнă унта йывăрлăх хуçаланать, кусем пур, пин-пин çăлтăрпа çиçекен тĕнче уçлăхĕ çинчен ĕмĕтленеççĕ», - тесе шухăшларăм. Ара, кам пуçне кĕме пултарнă ун чухне тепĕр 7 çултан /эпир 1954 çулта тĕл пулнăччĕ/ мана хирĕç ларакансенчен пĕри - Юрий Гагарин - космоса çĕкленессипе çыхăннă шухăш. /Питех те шел, унăн çывăх юлташĕ, манăн ентеш Борис Чернышов училищĕрен вĕренсе тухичченех сарăмсăр вилсе выртрĕ/.

Ун чухне Гагарин хушамачĕ мана нимĕн çинчен те каламан. Агроном дипломне илнĕ хыççăн Новосибирск облаçĕнчи Тогучинск районĕнчи Колтырак ялне ĕçлеме ячĕç. Совет çынни пĕрремĕш хут çăлтăрсен тĕнчине çĕкленнĕ вăхăтра пирĕн «Большевик» совхозри техника паркĕнче ял хуçалăх машинисене çур акине мĕнле хатĕрленине тĕрĕслемелли смотр пыратчĕ. Парк картишне хыпăнса пырса кĕнĕ совхоз директорĕн Николай Сурначевăн сăмахĕсем мана çунатлантарсах ячĕç: «Космоса çын вĕçсе хăпарнă, вăл ăнăçлах анса ларнă! ТАСС хыпарне радиопа пĕлтерчĕç». Тĕрĕслев вĕçленсенех хваттере вĕçтертĕм. Телекурав экранĕ çинче йăлтăр кулăпа çиçсе-çуталса тăракан çамрăка тÿрех палласа илтĕм: Юрий Гагарин! Мĕн тери пысăк савăнăç, телей. Ара, эпĕ çак çынна пĕлетĕп-çке, вăл манпа ăш пиллĕн калаçса курнă! Çăлтăр хулине çавăнтах телеграмма çапрăм, Юрий Гагарина пысăк çĕнтерÿ тунă ятпа ăшшăн саламларăм, хăйĕн çамрăклăхне ирттернĕ Çĕпĕр çĕрне хăнана йыхравларăм. Унăн вăхăчĕ çитмерĕ-тĕр - килеймерĕ. Тĕнчипе паллă пулса тăнă çынпа иккĕмĕш хут Мускавра, тĕрĕсрех çырас тăк Королев хулинче, пĕрремĕш космонавтăн хăтлă хваттерĕнче тĕл пултăмăр. Ку вăхăт тĕлне вăл СССР Аслă Канашĕн депутатĕччĕ. Юрий Алексеевич патне эпĕ ăнсăртран пырса кĕмен: манăн, «Большевик» совхоз ĕçченĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе, пысăк хуçалăх валли Çĕпĕр çĕрĕ çинчи шанчăклăнах çÿреме пултаракан хăватлă виçĕ машина-вездеход туянмаллаччĕ. Аслă Канаш депутачĕ çырса панă ятарлă хутпа СССР Ял хуçалăх министерствине пырсан унта нимĕнле чăрмав та пулмарĕ. Çавăншăн Гагарина телефонпа шăнкăравласа тав турăм. Вăл мана Новосибирска пырса, пирĕн совхоза çитсе курма сăмах пачĕ. Çитеймерĕ, виççĕмĕш тĕл пулăвне те хамах çывхартрăм.

Тĕрĕсрех, вăл пачах та кĕтмен-туман çĕртен килсе тухрĕ. 1968 çулхи нарăс уйăхĕнче эпĕ К.А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче техника ăслăлăхĕсен докторĕн диссертацине хÿтĕлерĕм. Вăл ăнăçлă иртрĕ. Шăп çавăн чухне академи ректорачĕ Юрий Гагарина студентсен тĕл пулăвне чĕннĕ-мĕн. Унпа фойере чутах çапăнаттăм. Иксĕмĕр те куçсене чарса пăрахрăмăр. Тĕлĕнни иртсе кайсан пĕр-пĕрне ыталаса илтĕмĕр. Студентсемпе преподавательсем сăмах чĕнмесĕр тăчĕç. «Ку - манăн çамрăклăхра паллашнă юлташăм», - куллине çиçтерсе илчĕ Юрий Алексеевич, пире хупăрласа тăракан çамрăксене ăнлантарса.

Тепĕр уйăхран чĕрене хурлăхлă хыпар çурсах ячĕ. Юрий Гагарин сарăмсăр вилнĕ! Мĕн паян кунчченех тĕнчери пĕрремĕш космонавт-вĕçевçĕпе тĕл пулнă самантсене асра тытатăп, унăн тĕксĕмленме пĕлмен манăçми çутă сăнарне умрах курса тăратăп.

Юлашкинчен çакна каласа хăварам: шăпа мана легендăна кĕрсе юлма тивĕçнĕ Улăппа тĕл пултарнăшăн Çÿлти Хуçана çĕре çитиех пуç тайса тав тăватăп. Эпĕ кун çинчен хамăн мăнуксене, çывăх тăвансемпе хама лайăх пĕлекенсене тăтăшах каласа паратăп.

 

Анатолий Ларин

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика