“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонĕн счетне пуянлатма республикăра пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи предприяти-организаци, уйрăм çынсем унăн пухмачне 47 пин тенкĕлĕх пуянлатрĕç.
Йывăр шăпаллă ачасене чăвашсен авалтан пыракан ниме йĕркипе пулăшмашкăн Елчĕксем те кар тăчĕç. Пĕлтĕр вĕсем çак тĕллевпе пĕтĕмпе 89429 тенкĕ куçарнăччĕ. Кăçалхи нарăсăн 16-мĕшĕ тĕлне вара 126815 тенкĕ хывнă та ĕнтĕ. Сăваплă ĕçе Çĕнĕ Пăва тата Патреккел шкулĕсем чи малтан взнос хыврĕç. Район администрацийĕн финанс пайĕн туслă йышĕ - 1260, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ проректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Елчĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ О.Викторов марафон пухмачне - 5000, райадминистраци ĕçченĕсем - 4440, педагогсен коллективĕсем - 40 пин ытла, БТИ, “Яльчикское” ДПМК” ООО, “Яманчÿрелти ял хуçалăх хими” АУО коллективĕсем - 5 -шер пин, “40-мĕш аптека”, “Стройэнергосервис” - 3-шер пин, ял хуçалăх тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем - 15 пин ытла, культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем - 2300, сывлăх сыхлавçисем - 15 пин ытла, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем 3250 тенкĕ куçарнă.
Чăваш Тăрăмĕн, Курнавăш тата Елчĕк шкулĕсен коллективĕсем уйрăмах пуçаруллă пулчĕç. Акă район центрĕнчи пĕлÿ учрежденийĕн 11“Б” класĕнче ăс пухакансем - “Пуласлăха малалла” волонтер юхăмĕн хастарĕсем - сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тата ачасене физкультурăпа спорта пĕчĕклех хутшăнма хавхалантарас тĕллевпе салари “Солнышко” ясли-садра пулчĕç. Паллах, пушă алăпа мар - пурнăçăн ешĕл калчисене канцтавар пуххипе савăнтарчĕç, вун пĕрмĕшсем ирттернĕ сывлăх урокĕ те шăпăрлансене питĕ килĕшрĕ.
ВНИИР тата “АБС ЗЭиМ Автоматизация” холдингăн Шупашкарти предприятийĕсем тата “АБС Славянский” ыр кăмăллăх фончĕ “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафона ырласа йышăнчĕç, хăйсем шефа илнĕ учрежденисене 160 пин ытла тенкĕлĕх пулăшрĕç. “Малютка” ача çурчĕн воспитанникĕсем хĕл кунĕсенче сывă та таса çитĕнччĕр тесе “АБС Электро” компани, сăмахран, тутлăхлă апат-çимĕç кÿрсе пачĕ, теттесемпе савăнтарчĕ, кĕпе çумалли машина парнелерĕ. “Малюткăпа” тытакан çыхăну çулсеренех çирĕпленсе пырать: холдинг пулăшнипе кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕ, выляв плошадки тата арт-студи вырнаçтарнă.
“Кÿкеçри коррекци интернат шкулне” те пылак çимĕçпе, теттесемпе, конструктор пуххисемпе савăнтарнă, Улатăрти Иоанн Предтеча храмĕ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекенсем валли те кучченеç хатĕрленĕ, Çĕрпÿри Тихвин мăнастирĕ çумĕнчи Вырсарни шкулĕн ачисене “вĕрсе хăпартнă” çунашкасем тата хоккей клюшкисем /малтанхи çул вĕсем валли конькисем туяннă/ илсе панă. Тепĕр хаклă парне - вĕрентекенсем ыйтнипе Евангели кĕнекисемпе тивĕçтерни.
В. Смирнова