«Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи 23-мӗш номерӗнче Юрий Степанов ҫырнӑ «Палӑк ентешӗмӗре тивӗҫлӗ пултӑрччӗ» ятпа пичетленнӗ статья республикӑри вулакансен кӑмӑл-туйӑмне самаях хускатрӗ пулас. Эпӗ хам та ӑна темиҫе хут вуласа тухрӑм, ҫакӑн хыҫҫӑн чӑвашсен тӗп хаҫатне кӳршӗсене каҫса патӑм. «Хыпар» калама ҫук пӗлтерӗшлӗ ыйту ҫӗклени куҫ кӗрет.
Ҫавал хӗрринче вырнаҫнӑ Шуршӑл каччи тӗнче уҫлӑхне парӑнтарма пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарнӑ чухне эпӗ тӑваттӑра пулнӑ. Ҫӗр ҫине ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ хыҫҫӑн вӑл чи малтан шӗкӗр хуламӑра Шупашкара килсе ҫитни, ӗҫ ҫыннисем-пе тӗл пулса ӑш пиллӗн калаҫни асӑмра тӗрленсе юлнӑ. Тӗп хуламӑртан Андриян Николаев Вӑрнар районӗнчи чапа тухнӑ Кульцаври Ленин ячӗллӗ колхоза килнӗччӗ. Ҫавӑн чухне атте мана космонавтпа тӗл пулма вырӑс ялне илсе кайни - ачапӑхӑмри чи телейлӗ те чи манӑҫми пулӑм. «Ҫӗр ҫыннине аса илтерекен сӑн-питлӗ чӑваш иккен, - терӗ мана аттеҫӗм киле таврӑнсан. -Вӑл пире пӗтӗм тӗнче умӗнче чапа кӑларчӗ пулсӑн, пирӗн те ӑна Турӑ вырӑнне хурсах хисеплемелле».
Андриян Николаев манӑн пурнӑҫӑмра тӗрев те, хӳтлӗх те, шанчӑк та пулса тӑчӗ. Вӑтам шкул пӗтерсен салтак ретне тӑма ят тухрӗ. Совет ҫарӗнче виҫҫӗмӗш космонавт ентешӗ пысӑк хисеппе усӑ курни ҫинчен ҫырма кирлех-ши? Хӗсметрен килсен, Андриян Николаевран тӗслӗх илсе, вӑрман ӗҫӗн инженерӗн дипломне илтӗм. Республикӑри тӗрлӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса, ҫӗр-ҫӗр гектар ҫинче хунавсем лартрӑм. Шӑхранпа Кушлавӑш лесничествисенче Николаев космонавт ячӗллӗ ешӗл катасем те пур. Тавралӑха илем кӳме хам та тивӗҫлӗ тӳпе хывни чӑннипех савӑнтарать. Андриян Григорьевича Хӗр шывӗ хӗрринчи хурӑнлӑха сунара илсе кайнине ӑҫтан-ха манайӑн?..
Калас тенӗ шухӑшран пӑрӑннӑшӑн каҫартӑр вулакан. Халӗ вара «хыпарҫӑсене» канӑҫ паман ыйту патне таврӑнар. Чӑиах та, Андриян Никола-евӑн чаплӑ палӑкӗн /вӑл пурин кӑмӑлне те ҫырлахтармалла пулса тухасси иккӗлентермест мана. Чӑваш ҫӗр-шывӗн ӑста та пултаруллӑ унерҫӗсем, архитекторсемпе скульпторсем пур/ вырӑнӗ ӑҫта пулмалла? Ӳлӗмрен вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансене кӑна мар, пур енчен те килекен туристсене илӗртекен сӑваплӑран сӑваплӑ кӗтес пулса тӑрӗ. Апла тӑк ҫав вырӑна тӗрӗс, «ҫиччӗ виҫсе пӗрре каснӑ» хыҫҫӑн тин суйласа илме пӗлмелле. Кунран-кун юмахри пек хӑвӑртлӑхпа ӳссе пыракан тӗп хуламӑрти .шавлӑ урамсемпе проспектсенче пушӑ ҫӗр юлман та темелле. Ирӗклӗхе, уҫӑлӑха юратакан ҫунатлӑ паттӑра вӗҫсӗрлӗх кирлӗ. Кунта хамран нимӗн те хушса калаймӑп, ҫавӑнпа та «Хыпар» сӗнӗвӗпе ҫӗр проценчӗпех килӗшетӗп: ҫӑлтӑрсемпе чӑн чӑвашла калаҫса чунне уҫса таврӑннӑ Улӑпӑмӑрӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫул хӗрринче лармалла!
Константин ДМИТРИЕВ,
вӑрман ӗҫӗн ветеранӗ.
Канаш районӗ, Ҫӗнӗ Шуртан ялӗ