Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.02.25 Халăх суйласа илтĕр (Хыпар)

«Хыпар» хаçатра А.Г.Николаев космонавтăн палăкне хатĕрлеме тытăнни тата ăна вырнаçтарма халăхран укçа пухма йышăнни çинчен калакан хыпарпа кăмăлласа паллашрăм. Тÿрех чăваш халăхĕн пултаруллă тепĕр ывăлĕн, наци ÿнерне тĕнче умне кăларнă А.А.Кокель художникăн амăшĕ Анна Афанасьевна Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхне парăнтарнă виççĕмĕш космонавт пулнăшăн мăнаçланса каланă сăмахсем асăма килчĕç. Эпĕ те сăваплă ĕçе хамăн тÿпене хывма тĕв турăм, анчах мана пĕр япала шухăша ячĕ.

Палăк тума укçа-тенке кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕччен пухса çитерме, палăкне çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче уçма палăртнă. Апла тăк унăн проекчĕ хатĕр? Мĕнлерех вăл? Енчен те палăк эскизĕ республика ертÿçисене кăтартнă евĕр пулсан, манăн шухăшăмпа, вăл тĕнче пĕлтерĕшлĕ, калăпăшлă пулăма сăнлакан шайран çав тери пĕчĕк. Вăл чăваш халăхĕ хăйĕн паттăр ывăлне мĕнле туйăмпа хисеплесе юратнине нимĕн чухлĕ те палăртаймасть.

Палăкра çав манăçми тапхăрта тăван халăхăмăр тата этемлĕх космоса пуçласа хывнă çулта çĕр-шыв хăватне, талпăнăвне кăтартакан енсем пулмаллах. Унсăрăн вăл хулан архитектура ансамбльне сăнсăрлатакан, унчченхи пĕр евĕрлĕ палăк е скульптура пек кăна пулĕ. Нева çинчи хулари Пăхăр юлан утçă пекех, Атăл çинчи хулари те çав туйăма вăраттăр. Чăннипех, халăх укçи-тенкипе çĕклекен палăк каярахпа, ăна вырнаçтарсан, пурте «Чăннипех Андриян Григорьевича тивĕçлĕ палăк» тесе калама пултарччăр.

Çавăнпа та палăк мĕнле пулассине йышăнмасăр, унăн эскизĕсене çĕр хут пахаламасăр, тĕрлĕ комисси «али» витĕр кăлармасăр халăхран укçа пухма тытăнма иртерех. Вун-вун проектран пĕрне, сумлă ентеше чăннипех тивĕçлине, республикăра пурăнакансем хăйсем суйласа илсен аванрах та. Вĕсемех вăл ăçта пулмаллине палăртчăр.

 

Владимир Васильев

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика