Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.02.19 Вӑхӑт ҫитӗ: этем уҫлӑха парантарӗ (Хыпар)

Прогресс - питӗ тӗлӗнмелле пулӑм. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йӑл илнӗ ӑслӑлӑхпа техника хальхи пек хӑвӑрт аталаннин тӗслӗхне этемлӗх историйӗ ас тумасть. Тӑван ҫӗр-шыв тата пӗтӗм тӗнче космонавтикин никӗслевҫин К.Э.Циолковскин иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче «ӑссӑрла» тесе йышӑннӑ шухӑшӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи Совет Союзӗн космос промышленноҫӗнче тивӗҫлӗ вырӑн тупрӗҫ.

Улттӑмӗш океан хӑрушӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑн * ура ҫине тӑрса ҫирӗпленеймен ҫӗр-шыва I самаях шухӑшлаттарнӑ. Мӗн пур унта? ) Ҫын пурӑнма, ӗҫлеме пултарать-и? Космос карапӗсен гени конструкторӗсем Г.Н.Бабакин, В.П.Глушко, М.В.Келдыш, С.П.Королев, В.П.Мишин, К.П.Феоктистов, В.Н.Челомей, Б.Е.Черток, М.К.Янгель тата ыттисем тӗлӗнмелле ӗҫ туса ирттернӗ. 1957 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче СССР пӗтӗм тӗнчене космос ӗмӗрӗ пуҫланнине пӗлтерчӗ. Хыпар Анӑҫа тӗлӗнтерсе пӑлхантарчӗ. Совет Созӗн экономикине вӑрҫӑчченхи шая ҫитерме ҫирӗм ҫул кирлӗ пулассине никам та иккӗленмен... Кунта вара мӗн пулса иртет!

Космос ҫулӗ уҫӑлнӑ. Тепӗр уйӑхранах орбитӑна Ҫӗрӗн иккӗмӗш спутникӗ ӑнӑҫлӑ вӗҫсе тухнӑ. Асӑрхӑр: борт ҫинче чӗрӗ чун - Лайка йытӑ. Кӗҫех этем те космоса вӗҫме пултарасси уҫҫӑнах палӑрнӑ. Ҫак кунран пуҫласа Совет Союзӗн конструкто-рӗсем ҫутӑ тӗллеве - космос карапӗпе ҫынна орбитӑна кӑларасси - пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗмӗте пурнӑҫлама шанчӑклӑ карап кирли-не пурте ӑнланнӑ. Сергей Павлович Королев ертсе пыракан конструктор бюровӗнче «Восток» серири карапсене ӑсталас ӗҫ тапраннӑ. Мӗнлерех йӗркеленнӗ-ха ӗҫ-пуҫ? Хӑш-пӗр саманта уйрӑммӑн палӑртмасӑр, аса илмесӗр хӑварма ҫук.

1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче СССР Ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш спутникне, «Восток» пӗрремӗш карапӑн пилотсӑр вариантне космонавта евӗрлекен «Алексей Алексеевич Мандельштам» пуканепе пӗрле ӑнӑҫлӑ вӗҫтернӗ. Ҫак пулӑм ҫынна космоса кӑларма хатӗрленес ӗҫ тапраннине ҫирӗплетнӗ. Анӑҫ специалисчӗсем пирӗн ҫӗр-шывра ку енӗпе тӗплӗн ӗҫленине тинех ӗненнӗ. Вӗҫев вӑхӑтӗнче аппарат малтанах хатӗрленӗ сасӑ ҫырӑвне Ҫӗр ҫине пӗлтернӗ. Тӑватӑ кунран карапӑн каялла таврӑнмалла пулнӑ. Шел те, ориентаци тытӑмӗнчи йӑнӑша пула спутник малтан палӑртнӑ ҫултан пӑрӑннӑ. Хӑвӑртлӑ-ха пӗчӗклетсе атмосферӑна кӗрес вырӑнне вӑл тата ҫӳлерехри орбитӑна ҫӗкленнӗ. Атмосферӑна спутник иккӗмӗш хут 1962 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна лекме пултарнӑ. Унӑн ванчӑкӗсене АПШри Висконсин штатӗнчи Манитэвак хулин тӗп урамӗнче тупнӑ.

1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чайка тата Лисичка ятлӑ йытӑсемпе пӗрле иккӗмӗш карапа вӗҫтернӗ. Ку - чи ӑнӑҫсӑр вӗҫев. Ракетаноситель аварие лекнине пула карап орбитӑна тухайман...

1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каярахпа тӗнчипе палӑрнӑ йытӑсем Белка тата Стрелка космоса ҫӗкленнӗ. Экипаж йышӗнче - тата 40 шӑши, пӗр йӗке хӳре, тӗрлӗ усен-тӑран. Карап талӑка яхӑн космосра пулнӑ хыҫҫӑн чӗрӗ чунсене чиперех Ҫӗр ҫине илсе ҫитернӗ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйнине, тытнине телекамера сӑнаса тӑнӑ. Кинокадрсем тӗнче тавра самантрах вӗҫсе ҫаврӑннӑ, ҫынсем вӗсене хавхаланса пӑхнӑ. Кӗҫех Стрелка ултӑ ҫура парнеленӗ. Вӗсенчен пӗрне Никита Сергеевич Хрущев хӑйне валли ыйтсах илнӗ. Каярахпа вӑл йытта Каролин Кеннедине, АПШ Президенчӗн Джон Кеннедин хӗрне, парнеленӗ.

1960 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ. Талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ вӗҫевре спутник хӑй умӗнхи космос аппарачӗн тӗпчев ӗҫне малалла тӑснӑ. Борта чӗр чунсемсӗр пуҫне /Мушка тата Пчелка йытӑсем, икӗ тинӗс сысни, икӗ йӗке хӳре, ҫирӗм ултӑ шӑши/ дрозофиллӑ колбӑсене, пӑрҫа, тулӑ, куккурус, хура тул вӑррисене, тӗрлӗ биологи материалӗсене, пухӑннӑ информацие пӗлтерекен телеметри аппаратурисене вырнаҫтарнӑ. Вун ҫиччӗмӗш ҫаврӑмра вӗҫев хӑвӑртлӑхӗ чакас вырӑнне сасартӑк ӳснӗ. Ҫавна май карап ҫӳллӗрех орбитӑна куҫса кайнӑ. Аппарат ют территорире укес хӑрушлӑх сиксе тухнӑран ӑна сирпӗтсе яма йышӑннӑ. Борт ҫинчи чӗр чунсем пурте вилнӗ.

1960 ҫулхи раштав" уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Жемчужная тата Жулька йытӑсем «Восток» серири черетлӗ караппа космоса ҫӗкленнӗ. Анчах вӗсем двигатель ӗҫӗнчи техника йӑнӑшне пула орбитӑна тухайман.

Вӗҫев темиҫе хутчен те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнине пӑхмасӑр Королев ертсе пыракан ушкӑн йӑнӑшсене тӳрлетес енӗпе вӑйне-халне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ. Конструкторсем этем космоса ҫӗкленес вӑхӑт ҫывӑххи-не ҫирӗпрех ӗненме пуҫланӑ. Анчах хӑҫан? Чылай тавлашнӑ, гӗрлӗ шухӑша пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетнӗ: икӗ хутчен вӗҫев ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен орбитӑна ҫынна тухма ирӗк парас. Вӗҫеве пӗрин хыҫҫӑн теприне уйӑх хушшинче ирттерме папӑртнӑ. Пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен ҫын пӗрремӗш хут космоса 1961 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче е ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫӗкленме тивӗҫ.

1961 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртнӑ вӗҫеврен пӗрне ирттернӗ. Ҫакӑ -хӑйне евӗр тӗп репетици пуҫланнине кӑтартнӑ. Карапа Чернушка йытӑпа «Иван Иванович» манекена тата шӑшисене вырнаҫтарнӑ. Хальхинче карап Чистопольтен 150 ҫухрӑм хӗвел анӑҫнерех, Куйбышевран 260 ҫухрӑмра ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ. Чӗр чунсем хӑйсене питӗ лайӑх туйнӑ.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иккӗмӗш вӗҫев енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗн ларӑвӗнче карапа унчченхи манекенпа тепӗр кунах вӗҫтерме йышӑннӑ. Ракетӑна вырнаҫтарнӑ чухне космоса пӗрремӗш хут вӗҫме хатӗрленнӗ космо-навтсем улттӑшӗ те - Ю.А.Гагарин, Г.С.Титов, Г.Г.Нелюбов, А.Г.Николаев, П.Р.Попович, В.Ф.Быковский пулнӑ. Ҫавӑн чухнех скафандр тӑхӑннӑ Ю.Гагаринпа Г.Титов карап люкӗ патне лифтпа хӑпарса пӑхнӑ.

1961 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи сакӑр сехет те аллӑ тӑватӑ минутра карапа космоса ӑсатнӑ. Вӗҫев вӑхӑтӗнче борт ҫинчи радиооборудовани шанчӑклӑхне туллин тӗрӗсленӗ. Карап Ижевск ҫывӑхӗнче Воткинскран 45 ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫнерех анса ларнӑ. «Иван Иванович» тата чӗр чунсем хӑйсене аван туйнӑ. Звездочка йытӑ, Юрий Гагарин ҫапла ят панӑ ӑна /малтан «Удача» тесе чӗннӗ/, кунӗпех журналистсемпе корреспондентсен умӗнчен кайман.

Тӗп репетици вӗҫленнӗ. Пӗр ҫаврӑмлӑ вӗҫев ӑнӑҫлӑ иртесси тата космонавт ҫухатусӑр Ҫӗр ҫине анма пултарасси ҫирӗпленнӗ. Космонавтсем вӗҫев кӑтар-тӑвӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пӗр шухӑшлӑн пӗлтернӗ: «Пӗтӗмпех хатӗр, вӗҫме юрать!» Ҫакнах Патшалӑх комиссийӗн членӗсем те Сергей Павлович Королев «Восток-1», «Восток-ЗА» карапсен ҫичӗ вӗҫевӗн кӑтартӑвӗсемпе кӗскен паллаш-тарнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ. Докладра юлаш-ки ӑнӑҫлӑ икӗ вӗҫев уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Уҫҫӑнах палӑрнӑ: раке-таноситель тата «Восток-ЗА» карап ҫинче этем космоса вӗҫме, пӗр ҫаврӑм хыҫҫӑн хамӑрӑн территорирех анса ларма пулта-рать. Космоса ҫын пӗрремӗш хут вӗҫмелли вӑхӑта та палӑртнӑ: 1962 ҫулхи ака уйӑхӗн  10-20-мӗшӗсем...

Кӑҫал этемлӗх паллӑ пулӑмӑн 50 ҫулне палӑртать. Ҫак тапхӑрта миҫе ҫын космосра пулса курчӗ? Пилӗк ҫӗртен ытла мар. Нумай-и ку е сахал-и? Ҫӗр ҫинче ултӑ миллиард ҫын пурӑнать. Космонавт профессийӗ анлӑ сарӑлнисен шутне кӗреймерӗ. Черетлӗ кашни вӗҫев, хальхи космос карапӗсем шанчӑклӑ пулин те, ҫын пурнӑҫӗшӗн, уйрӑмах вӗҫсе хӑпарнӑ е аннӑ чухне, космос условийӗсенче ӗҫленӗ вӑхӑтра, пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Иккӗленӳ ҫук: вӑхӑт иртнӗ май тӗнче уҫлӑхӗ пин-пин ҫыншӑн алӑкӗсене уҫӗ. «... этем хӗвел таврашӗнче ҫирӗпленӗ. Ун чухне ҫын ҫитнӗ кашни планета ҫинчех Юрий Гагаринӑн - космоса пӗрремӗш хут ура ярса пуснӑ ҫыннӑн тата тӗнчен пӗрремӗш гражданинӗн -ячӗ янӑраса тӑрӗ». /Н.П.Каманин, гене-рал-полковник, 1960-1971 ҫулсенче космонавтсене хатӗрлекенсен ертуҫи/.

 

Сергей Николаев

Ҫар летчикӗ, подполковник.

А. Г. Николаев космонавт тӑванӗ

Санкт-Петербург хули

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика