Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн иртнӗ номерӗнче «Байконур» космодром ветеранӗ Юрий Степанов ҫырнӑ «Палӑк ентешӗмӗре тивӗҫ пултӑрччӗ» статьяна виҫӗ хут вуласа тухрӑм. Вӑл манӑн кӑмӑлтуйӑма ҫӗклентерсе янипе пӗрлех хыҫа юлнӑ ҫамрӑклӑха куҫ умне кӑларма пулӑшрӗ. Ара, иртнё ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче эпӗ хам та Казахстан ҫӗрӗ ҫинчи Байконурта ӗҫленӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисемпе пӗрле пулас космодрома тума хутшӑннӑ.
Ҫавӑн чухне тепӗр темиҫе ҫултан ҫакӑнтан тӗнче уҫлӑхне мухтавлӑ ентешӗм ҫӗкленесси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.
Андриян Григорьевич ҫӑлтӑрсемпе чӑвашла калаҫнӑ вӑхӑтра эпӗ тӑван Йӗпреҫе таврӑннӑччӗ ӗнтӗ, мана райцентрта пурӑнакансем халӑх депутачӗсен поселок Канашӗн ӗҫтӑвкомне ертсе пыма шаннӑччӗ. 1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчи манӑҫми кунсене ниепле те асран кӑларма ҫук. Кирек камӑн чӗлхи ҫинче те пӗр ят: Николаев. Чӑваша, пысӑк мар республикӑна тӗнче умӗнче чапа кӑларнӑ пӗрремӗш ҫынна, чӑн-чӑн Улӑпа ҫавӑншӑн мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тав туса пурӑнмалла пирӗн.
Юрий Степановӑн статйинчен ҫакна пӗлтӗм: тӗнчери пиллӗкмӗш космонавта чысласа шӗкӗр хуламӑрта - Шупашкарта - палӑк лартма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Пин-пин чӑваша савӑнтаракан хыпар ку. Кунаш-кал утӑма тӑвасса эпӗ ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланичченех кӗтнӗччӗ, анчах Иван Яковлевич Яковлев Патриархӑмӑра та нумай пулмасть кӑна палӑкра сӑнарланнине курсан - лӑплантӑм темелле. Темшӗн-ҫке тепӗр чух-не ырӑ тунине ырӑпа тавӑрас-си ҫинчен манса каятпӑр эпир, кайран вара аса илетпӗр те ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкетпӗр. Андриян Николаевӑн пулас палӑкӗ тавра пыракан калаҫу-сӑмах та, статья авторне ӗненес пулсан, темиҫе ҫул каяллах пуҫланнӑ-мӗн. Тавах яваплӑ ертӳҫӗсене, илтнӗ вӗсем тӗллевлӗ йыш сассине. Апла тӑк пӑр тапранмаллах вырӑнтан...
Ҫапах та мӗн пӑшӑрхантарать-ха «Байконур» космодром ветеранне. Юрий Степанов ҫӗр-ҫӗр ҫын ӑс-хакӑлӗпе тата тӑрӑшулӑхӗпе ҫӗклеме палӑртакан палӑк юратнӑ Андриянӑ-мӑрӑн таса та ҫутӑ сӑнарне туллин уҫса патӑрччӗ тет. Па-лӑк макечӗ архитекторсемпе скульпторсен ӑсталӑхне пула «чӗрӗлсе» тӑнӑ хыҫҫӑн монумента куҫсан тӑван халӑха кӑна мар, республикӑн тӗп хулин ытти ҫӗртен килекенсене те ӑмсантарса тӗлӗнтернине нимӗн те ҫитес ҫук. Эпӗ журналист шухӑшӗпе килӗшмесӗр тӑма пултараймастӑп: ҫапла пулса тухтӑр тесен конкурс комиссине тӑратнӑ пӗр ӗҫпе кӑна чикӗленмелле мар. Ан тив, сӑнарлӑ искусство ҫынни-сем вунӑ проект тӑратчӑр, вӗсенчен чи ӑнӑҫлӑ пулса тухни кайран палӑка куҫтӑр. Чӑркӑш куҫпа пӑхса хаклани, япӑххине пахалӑхӑн вӗтӗ «али» витӗр кӑларни кирлӗ.
Ҫитес ҫул А.Г.Николаев тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут парӑнтарнӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ тӗле ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерни питех те вырӑнлӑ пулӗччӗ. Васканипе, хыпӑннипе тӗнчене тӗлӗнтерӗпӗр кӑна. Акӑ палӑк хатӗр тейӗпӗр. Ҫавӑнтах тепӗр ыйту тухса тӑрать-ҫке: «Ӑна ӑҫта вырнаҫтармалла?» Хальлӗхе кунта та татӑклӑ хурав ҫук. Тӗп хуламӑрти нумай хутлӑ ҫуртсен хушшинче ӑна тӑвӑр, вӑл кунран-кун хулҫурӑмне тӗреклӗн сарса пыракан вырӑн сӑн-сӑпатне ҫӗнӗ тӗспе пуянлатас ҫук. Атӑл хӗррине илсе тухмалла-и? Ку тӑрӑхра та уҫӑ, ирӗклӗ, тӗрлӗ енчен лайӑх курӑнакан кӗтес юлман темелле. Апла пулсан мӗншӗн килӗшес мар «Хыпар» сӗнекен шухӑшпа? Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫул хӗрри паянхи кун хӗсӗнсех-тӑвӑрлансах кайман-ха. Икӗ хула пӗр-пӗрин патнелле туртӑннине курса савӑнтӑр палӑкра сӑнарланнӑ ҫунатлӑ Улӑпӑмӑр. Ҫул хӗррипе тӑвакан скверта вара ӳлӗмрен, Андрияна кичем ан пултӑр тесе Чӑвашран ҫӑлтӑрсем патне вӗҫекен ытти космонавтсем те «пырса ларӗҫ». Сквера «Уҫлӑх Уҫакансен Уничи» тесе ят пани вара - чӑн-чӑн чӑвашла! Шуршӑл каччи те ял укӑлчинчен тухса вилӗмсӗрлӗхе ҫул тытнӑ...
Яков ГАЛКИН,
Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ гражданинӗ,
икӗ орден кавалерӗ