Кӑҫал Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл ҫӑлтӑрсен анлӑшне парӑнтарса уҫлӑхра пуҫласа ҫул хывакан тата паттӑр ятне яланлӑхах ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ятпа 2011 ҫула Раҫҫей космонавти-кин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вара пирӗн чаплӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев космонавт летчик пирвайхи хут космоса ҫӗкленнӗренпе 50 ҫул ҫитет. Унӑн Чӑваш Ен халӑхӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ чаплӑ ӗҫӗсене шута илсе Чӑваш Республикин Вӑрҫӑ, ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен тата право хуралӗн органӗсен ветеранӗсен /пенсионерӗсен/ общество организацийӗ А.Г.Николаевӑн сумлӑ скульптура композицине хатӗрлесе вырнаҫтарма халӑхран укҫа "N1 пуҫтарасси ҫинчен пӗлтерме йышӑннӑ. Ҫак йышӑнӑва организацин пленумӗ ырланӑ. Палӑка 2011 X ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар хулинче уҫма палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та укҫана 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пухни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Ветерансемпе пенсионерсем пуҫламӑш, районсен тата хуласен ветерансен канашӗсене ведомоҫсем тӑрӑх укҫа хывма, ытти гражданин, учрежденисем, организацисем, предприятисем, общество организацийӗсем тата политика партийӗсем "А.Г.Николаев палӑкне тума" тесе палӑртса республикӑн Ветерансен канашӗн тӳлев шучӗ ҫине укҫа куҫарма пултараҫҫӗ.
Республикӑн Ветерансен канашӗн пуҫарӑвне Чӑваш Республикин Президенчӗ М.В.Игнатьев ырланӑ.
Хамӑрӑн банк реквизичӗсене пӗлтеретпӗр:
ИНН/КПП 2128020854/213001001
Чувашская Республиканская об-щественная организация ветеранов /пенсионеров/ войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов
Р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ № 8613 г. Чебок-сары
БИК 049706609
К/с 30101810300000000609