Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.02.11 Вӗсем паллӑ космонавтесемпе туслӑ (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ 10-мӗш шкулта тӗнче уҫлӑхне  парӑнтарнисем тӑтӑшах пулаҫҫӗ, вӗренекен-сене космос пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, унта хӑпарнӑ чухнехи самантсене аса илеҫҫӗ. Ҫавӑнпах ачасем ҫунатлӑ ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ: "Мухтавлӑ   ентешӗмӗрсем   пек   пуласчӗ, вӗсенчен тӗслӗх илесчӗ", - теҫҫӗ. Шкулта ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне те йӗркеленӗ. "Спейс" отряд - республикӑра чи малтан никӗсленнисенчен пӗри. Физика учителӗ Вя-чеслав Соловьев ҫине тӑнипе 2004 ҫулта ачасем отряд ятне, эмблемине шухӑшласа кӑларнӑ.

- "Спейс" акӑлчан чӗлхинчен куҫарсан "космос" пулать. Вӗренекенсем ҫавӑн пек ят суйларӗҫ те хирӗҫлемерӗмӗр. Паллах, ют чӗлхе сӑмахне суйланӑшӑн,.вырӑсла е чӑвашла ят паманшӑн тиркекенсем пулчӗҫ, анчах тӗнче уҫлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ятсене ытти ушкӑн илнӗрен ҫакӑн пекех хӑвартӑмӑр, -калаҫу пуҫарчӗ отряд ертӳҫи Вячеслав Владимирович.

Мал ӗмӗтлӗ ачасем пӗрремӗш ҫулхинех республикӑра 2-мӗш вырӑна тухнӑ, унтан виҫӗ ҫул хушши ҫӗнтерӳҫӗ ятне хӑйсенчен вӗҫертмен. Тӗрӗссипе, 10-мӗш шкулта телейлӗ ачасем ӑс пухаҫҫӗ. Вӗсем 2008 ҫулта тата пӗлтӗр Казахстанри Байконур хулинчи космодромра пулса курнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче "Байконур-Шупашкар" авиаципе космос ассоциацийӗн ертӳҫи Валериан Тихонов тӑрӑшнипе самолетпах вӗҫнӗ.

- Ку ҫул ҫӳрев асра ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлӗ. Унта эпир Сергей Волков, Олег Кононенко тата Сайон Йи "Союз "МА-12" ракетӑпа вӗҫсе хӑпарнине сӑнарӑмӑр. Байконурта тата тепӗр хут-пулса курасчӗ, палӑртрӗ 10-мӗш вӑтам шкултан, вӗренсе тухнӑ Елена Яковлева.

Ачасем кӑна мар, ушкӑн ертуҫи те вӗҫевшӗн хӗпӗртенӗ.

- Малтанах илсе каяссине пӗлтерчӗҫ, каярахпа ют ҫӗр-шыва кайма ирӗк паракан паспорт кирлине систерчӗҫ. Манӑн  вӑл ҫук. "Эх, ӗмӗрте пӗрре  шанӑҫ пулать, унпа та усӑ курса  юлаймастӑп ӗнтӗ", - ятларӑм  хама. Телее, ку йӑнӑш хыпар  пулнӑ, - иртнине аса илчӗ  Вячеслав Соловьев вӗрентекен. - 80 метрта ракета ҫӗкленнине  сӑнанине каласа кӑтарма йывӑр,  ҫакна куҫпа курмалла, чунпа туймалла. Пӗрремӗш хутӗнче кӑнтӑрлахи вӗҫеве сӑнарӑмӑр  пулсан, иккӗмӗшӗнче - ҫӗрлехине. Карап ҫур ҫӗр иртни 5  сехетре тупене иленчӗ.

Пӗррехинче "Спейс" хастарӗсене Николай Бударин космонавт тӗнче уҫлӑхне экипажпа пӗрле шкул ялавне вӗҫтерме май пуррине каланӑ. Хайхискерсем шанӑҫа алӑран вӗҫерт-мен - ҫийӗнчех "Чи лайӑх ялав" онкурс йӗркеленӗ те ҫӗнте- е космодрома ҫитернӗ.  Ҫапла майпа 10-мӗш шкул  символӗ тӗнче уҫлӑхӗнче пулса курнӑ. Халӗ вӗренекенсем унра  асамлӑ вӑй пуррине ӗненеҫҫӗ.

Ҫамрӑк космонавтсем республикӑра иртекен мероприятисене ҫӳллен хутшӑнаҫҫӗ, слетсенче хӑйсен ӑсталӑх шайне устерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ушкӑнра "Ёмӗтленекен", "Шыракан" тапхӑрсем витӗр тухнисем нумаййӑн. Унсӑр пуҫне тата сумлӑрах "Мастер" ята ҫӗнсе илнисем те пур.

Кӑҫал Раҫҫейре Космонавтика ҫулталӑкӗ пулнӑ май шкул ертӳҫисем мероприятисен планне анлӑлатнӑ. Ӑслӑлӑх-практика конференцине "Космонавтика" секци кӗртесшӗн. Унта ачасем хӑйсен тӗнче уҫлӑхӗпе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӗҫне те хӳтӗлеме пултарӗҫ.

- Андриян Григорьевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа унӑн палӑкӗ умӗнче ҫавӑн чухлӗ сывлӑш хӑмпи вӗҫтертӗмӗр, ҫакӑ ачасене питӗ килӗшнӗрен йӑлана малашне те тытса пырӑпӑр. Кӑҫал ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 9 сехет те 7 минутра пӗр-пӗрне ырӑ сунса шӑрҫаланӑ ҫырусемлӗ 50 хӑмпӑ тӳпенелле ҫӗклентерӗпӗр, палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ "Спейс" ертӳҫи. - Унсӑр пуҫне эпир Космонавтика кунӗнче ачасене парта хушшине лартмастпӑр, пурне те Шуршӑлти Анд-риян Николаев мемориал комплексне илсе каятпӑр - ачасем ҫав тери хӗпӗртеҫҫӗ. Унчченхи ҫулсенче Космонавтика кунне ҫеҫ ирттереттӗмӗр, каярахпа ҫакӑ виҫӗ куна, эрнене, вунӑ кунлӑха тӑсӑлчӗ. Халӗ уйӑхлӑх йӗркелетпӗр.

Ҫакӑн витӗмӗ пурах - шкултан вӗренсе тухнисен хушшин-че ҫӗр-шывӑн тӗп хулине космонавтика тата техника енӗпе аслӑ пӗлӳ илме каякансем пур. Акӑ, сӑмахран, отряд коман-дирӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Максим Чумаков - Мускав космос академийӗнче, Наталья Павлова МИФИре ӑс пухаҫҫӗ.

5-10-мӗш классене ҫӳрекен 100 ытла ачана пӗрлештерекен отряд ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шухӑш-семпе ҫунатланать. Халӗ вӗсем шкулта Чӑваш Енӗн ят-сумне ҫӗкленӗ ывӑлне сума суса му-зей уҫасшӑн. Экспонатсене пуҫ-тарма пуҫланӑ ӗнтӗ. Андриян Григорьевичӑн хӗрӗ Алена Май-орова хӑнана килсен ашшӗн кительне, алӑ сехетне парса хӑварнӑ. Мӗнех, ачасен ӗмӗ-чӗсем пурнӑҫланччӑр!

Дмитрий Моисеев

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика