Тăван республикăмăрти кашни çын çак хыпара мăнаçлă туйăмпа кĕтсе илесси мана иккĕлентермест: шурă Шупашкарта тĕнче уçлăхне икĕ хут çĕкленнĕ, нихçан манăçми Андриян Григорьевич Николаевăн палăкĕ пулать! Çапла йышăннă Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев. Тахçантанпах кĕтнĕ халăх ку йышăнăва.
Çак ыйтăва «Хыпар» чи малтан, пилĕк çул каяллах, хускатрĕ, Шупашкарта Андриян Григорьевич ячĕпе çыхăннă хăш-пĕр çитменлĕхе пĕтерме пулăшрĕ: эпир темиçе хут çырнă хыççăн общество чарăнăвĕн ятĕнче «космонавт» сăмаха /халĕ мĕнле мăнаçлă янăрать урам ячĕ: «Николаев космонавт урамĕ»!/, Чапаев скверĕ çывăхĕнчи апат-çимĕç лавккин символла ятне тавăрчĕç. Кунта çакна асăнса хăварни вырăнлă пулĕ - ан кÿренччĕр те электрон информаци хатĕрĕсенчи ĕçтешсем, - чăваш теле- тата радиокăларăмĕсен титрĕнчи, реклама материалĕсенчи адрессенче çаплипех «Николаев урамĕ» тесе çыраççĕ. Нивушлĕ вĕсенче «космонавт» сăмах хушма йывăр? Пĕлтĕр чарăнури кивĕ павильона çĕннипе улăштарчĕç. Унчченхи çинче «Урам А.Г.Николаев космонавт ячĕпе хисепленет» текен сăмахсем пурччĕ. Çĕнни çинче çав сăмахсем хăйсен вырăнне «тупаймарĕç». Кирлех мар терĕç-ши?
Кун пирки пĕр тÿрепе калаçнă чухне вăл: «Космонавт» сăмаха тавăрни çав тери пĕлтерĕшлех-ши? Эпир, чăвашсем, вăл урам Николаев космонавт ячĕллĕ пулнине унсăрах пĕлетпĕр вĕт», - терĕ. Тĕрĕс, эпир, чăвашсем, пĕлетпĕр. Анчах шĕкĕр хуламăра пĕччен те, ушкăнпа та, делегаци йышĕнче те халăх нумай килет. Вĕсем те пĕлччĕр.
Палăксем сахал мар Шупашкарта. Хăшĕ-пĕрин иккĕ те. Уйрăм çынна халалласа е тивĕçе пурнăçласа пуç хунисене асăнса лартнă палăксен хăйсен пĕлтерĕшĕ, символла монументсен - хăйсен. Анчах Андриянăн çук. Халĕ пулать. Хисеплĕ икĕ çын, Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕркелĕхе хураллакан органсен ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ общество организацийĕн ертÿçи А.В.Скворцов тата В.Д.Немцев скульптор пуçарупа тухрĕç. Анчах пулас палăк макетне ал хапăл хатĕрлени тата иккĕшех унăн пулас вырăнне палăртни канăçсăрлантарать. Тата ăна васкаварлă /каллех!/ кăçалхи çурла /август/ уйăхĕнчех хăйсем палăртнă вырăна вырнаçтарма сĕнеççĕ. Алексей Васильевичпа Владислав Дмитриевича ăнланма пулать: кăçал Раççейре те, Чăваш Республикинче те Космонавтика çулталăкĕ пулнине палăртнă: Совет Союзĕ хăйĕн паттăр ывăлне Юрий Гагарина тĕнче уçлăхне парăнтарма ăсатнăранпа 50 çул çитет. Чăвашсемшĕн вара çитес çул уйрăмах паллă - çурла уйăхĕн варринче тĕнчен нихçан тĕпчемен уçлăхне пирĕн ентеш вирхĕнсе тухнăранпа шăпах çур ĕмĕр çитет. Палăк уçассине çак пулăмпа çыхăнтарни витĕмлĕрех те, паллăрах та, пĕлтерĕшлĕрех те пулĕччĕ. Çавăнпа та пулас палăк макечĕсене хатĕрлеме, пулас вырăнне палăртма вăхăт кăштах пур. Васкаса тунă ĕç мĕнле килсе тухассине халăх тахçанах каланă. Çакна асра тытасчĕ.
«Палăкĕ кăна Уçлăх уçнă Андрияна тивĕç пултăрччĕ», - тенĕччĕ пилĕк çул каялла Н.И.Егоров профессор «Хыпарти» «Палăкра Андриянăмăр тĕнчи палăртăр» статьяри сĕнĕве ырласа çырнă ахрăм-çырăвĕнче. Шухăшне палăртма кăмăл тунисем те çакнах каланăччĕ. Николай Иванович шухăшне малалла тăсам: «Палăка таçта çÿле хăпартса ларттарас килмест манăн. Çынни ытла хамăр пек çĕр çыннискерччĕ вăл. Çавăнпа та Андриян кĕлеткине çĕр çинчех курас килет. Пырса калаçма пултăр. Эпĕ ăна Н.Овчинников картини çинчи манерлĕ куратăп: тин кăна уçлăх уçса аннă та вăл - халĕ улăх варринче... Пĕрремĕш вĕçевĕ хыççăн... Хыçалта вара, çÿллĕрех пьедестал çинче, «Восток-3» космос карапĕ çуталса тăрать...»
Палăк еплерех пуласси, паллах, скульпторсемпе архитекторсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Сумлă çыннăмăр çунатлă пулнă-çке. Ăна сывлăш, ирĕк, уçă вырăн, уçлăх, уçăмлăх кирлĕ. В.Д.Немцев сĕнекен палăк макечĕ хулари Ю.А.Гагарин палăкне аса илтерет. Космонавта урăхла сăнарлама май çук тесе хирĕçлеме пăхĕç мана. Анчах пĕр пеклĕх кирлĕ-и пире? Çавăнпа та хальхинчинче Андриянăмăр тĕнчи палăртăр. Унсăрăн унчченхи пек пулас хăрушлăх пур: сăмахран, заливри Анне монуменчĕ евĕрлĕ палăк тĕнчере пиллĕк теççĕ. Пирĕн сĕннĕ пĕртен пĕр ĕçпе кăна тÿрех килĕшме кирлĕ мар пулĕ: ĕçсене малтан конкурс витĕр кăларасчĕ - унта çĕнтерни çеç хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне йышăнтăр.
«Тивĕçлĕ вырăн» тенĕрен халĕ сĕнекенни иккĕлентерет. Паян лайăх пек туйăнать пулĕ-ха, ыран вара?.. Çапла ан пултăр тесен пирĕн паянах малашлăх çинчен шухăшлас пулать. Манăн шухăшпа, çавăн пек вырăн пур: вăл - Шупашкар хулипе Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан анлă çул. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсем, икĕ хула, пур пĕрех пĕрлешеççĕ. Çак çул хĕррипе сквер уçмалла, ăна Уçлăх Уçакансен Уничи /вырăсла «Проспект космонавтов»/ тесен аван пек туйăнать. Тĕнче уçлăхне хывăнакан çул пекех вăрăм вăл, Шуршăлпа та çыхăнтарать. Çав проспектра вырнаçтарма сĕннĕ пулăттăм чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕн палăкне. Андриянсăр пуçне пирĕн пархатарлă çĕрĕмĕр тепĕр икĕ космонавта - Н.М.Бударинпа М.Х.Манарова - тĕнче уçлăхне çĕкленме хăват панине те манар мар. Вĕсемпе çыхăннă пулăмсем те çакăнтах палăрччăр. Вĕсем те çакна тивĕçлĕ-çке. М.И.Калинин урамĕпе А.Г.Николаев космонавт урамĕ хĕресленнĕ вырăн, тем тесен те, 10-20 çултан Андриян Григорьевич паттăрлăхне туллин çутатаймĕ, унăн мăнаçлăхĕ палăраймĕ. Сывлăш, уçăмлăх, туртăмлăх çитеймĕ.
Юрий Степанов