Иртнӗ эрнере ЧР Президенчӗ М.Игнатьев Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан коррекцин ятарлӑ 2-мӗш шкулӗнче пулчӗ, «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыр кӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑ ятпа йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвне хутшӑнчӗ.
Малтанах республика ертӳҫи сусӑр ачасен дистанци вӗренӗвӗн республикӑри центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Калаҫма, утма, тӗрлӗ хускану тума пултарайман ҫамрӑксем килтен тухмасӑрах пӗлӳ илме пултараҫҫӗ кунта: центра компьютерпа, телекоммуникаципе, ятарлӑ оборудованипе, программӑпа тивӗҫтернӗ. Сусӑр ачасен тата педагогсен ӗҫ вырӑнӗсене интернетпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӗнӗ технологи пулӑшӑвӗпе 10 ача ЧР Президенчӗпе хутшӑнма пултарчӗ.
Ҫак кунах «Ачалӑхшӑн, ачалӑх яч-ӗпе» марафон старт илчӗ. «Пирӗнпе юнашарах пулӑшу кӗтекен сахал мар, — терӗ Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май. — Атьӑр-ха вӗсене хӳтӗлер. Пӗрлехи вӑйпа эпир чылай ьфӑ ӗҫ тума пултаратпӑр».
Республика ертӳҫи коррекцин 2-мӗш шкулне ортопедин ятарлӑ сӗтел-пуканне туянма 130 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: марафона хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Ҫавна май пухмач та пуянланать. Акӑ пӗлтӗр акцие республикӑри 1285 предприяти-организаци хутшӑннӑ. Пурӗ 7211842 тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Ку укҫа-тенкӗпе ача-пӑча сиплев учрежденийӗсем валли медицина оборудованийӗ, эмелсем, ятарлӑ тренажерсем туяннӑ, ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, воспитанипе ӗҫ колонийӗсене пулӑшнӑ, уйрӑмах пултаруллӑ ҫамрӑксене стипендипе тивӗҫтернӗ.
Марафон пухмачне пӗрремӗш кунранах укҫа-тенкӗпе пуянлатрӗҫ: РФ Патшалӑх Думин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитетне ертсе пыракан Константин Косачев хӑйӗн уйӑхри депутат окладне унӑн счечӗ ҫине куҫарчӗ, «Акконд» АУО тата «Эверест» АХО генеральнӑй директорӗсем Валерий Ивановпа Николай Герасимов 100 пин тенкӗлӗх сертификатсем пачӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн экономика политикипе агропромышленность комплексӗн тата экологи комитечӗн председателӗ Николай Ма-лов 101 пин тенкӗ хьгорӗ. «Вӑйӑ спорчӗн оборудованийӗн завочӗ» АХО генеральнӑй директорӗ Григорий Васильев асӑннӑ шкула вӑйӑ хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерчӗ.
Президент марафонӑн йӗркелӳ комитечӗн членӗсене республикӑри муниципалитетсен представителӗсемпе кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче ирттерекен тӗл пулусенче ҫак ыйтупа курнӑҫса калаҫма, вӗсенчен пулӑшу ыйтма сӗнчӗ.
Марафона пирӗнтен кашниех хутшӑнма пултарать. Ырӑ ӗҫшӗн этем сӑвап курнине манар мар.
В. Петрова