Партипе патшалăхăн паллă деятелĕ Илья Павлович Прокопьев вун тăватă çул Чăваш Республикин пуçĕнче тăнă. 1950 çулхи кĕркуннерен 1954 çулхи ноябрь таран партин Калинино райкомĕнче пай пуçлăхĕ, РК секретарĕ, кĕçех иккĕмĕш тата пĕрремĕш секретарĕ.
Эппин, тăватă çул Вăрнар ен ертÿçисен чи малти ретĕнче ĕçленĕ, тейĕпĕр. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, партие Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Иккĕмĕш фронтра, çапăçакан çар ретĕнче кĕнĕ. Икĕ çул (1956–1958) КПСС Тĕп Комитечĕн Аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан – КПСС обкомĕнче пĕрремĕш секретарь помощникĕ, пай заведующийĕ, 1963–1974 çулсенче обкомăн идеологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен секретарĕ, 1988 çулхи октябрь таран обкомăн пĕрремĕш секретарĕ. КПСС Тĕп Комитечĕн общество наукисен Академийĕн Аспирантурине пĕтернĕ – экономика наукисен кандидачĕ.
Пенси çулĕсенче те пĕр кунлăха та ĕç пăрахман. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ – доцент, Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче экономика кафедрин профессорĕ, ку институтри ученăйсен канашĕн секретарĕ. 2002 çултанпа Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Кĕнекисем: «По зову сердца», «Верность долгу», «Во имя народа», «Живая легенда», «Жизнь, отданная народу».
И.П.Прокопьев – КПСС Тĕп Комитечĕн виçĕ суйлаври членĕ, Чăваш АССР Аслă Канашĕн ултă, СССР Аслă Канашĕн тăватă суйлаври депутачĕ. Ăна икĕ хутчен Ленин орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, виçĕ хутчен ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Хисеп палли» орденпа тата медальсемпе наградăланă.
И.П.Прокопьевăн соратникĕсене сăмах парăпăр.
Семен Матвеевич Ислюков (1950 çулсенче ЧАССР Министрсен Канашĕн председателĕ, КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ): «Илья Павловичпа çур ĕмĕре яхăнах пĕрле ĕçлерĕмĕр, нумай-нумай ыйтăва татса пама пĕр шухăшлă пулнă, пултару çулне такăрланă. Илья Павлович чăваш халăхĕн чи паха енĕсене сăнарланă, вăл – ырми ĕçченçĕ, строитель-кĕрешÿçĕ, патриот, интернационалист. Йăла-йĕркере сăпайлă, тивĕçне чунтан парăннă, мĕн йышăннине çирĕппĕн пурнăçлать, çынсемпе тарават, вĕсемшĕн хытă тăрăшать, çавăнпа ăна халăх та юратса хисеплет».
Леонид Прокопьевич Прокопьев (1975–1989 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Председателĕ): «Республикăн питĕ кирлĕ ыйтăвĕсене татса памашкăн (вĕрентÿ, культура, сывлăх объекчĕсем тăвасси т.ыт. те) Илья Павлович вунă-вунă хутчен КПСС Тĕп Комитечĕн генсекĕсемпе СССР тата РСФСР совминĕсен пуçлăхĕсем патĕнче пулатчĕ. Шупашкарта опера театрĕ, Пионерсен керменĕ, «Куç микрохирургийĕ» центр, Тĕп стадион, Трактор строителĕсен культура керменĕ, институтсем, университетсен филиалĕсем çĕкленчĕç... Пире нумай хутчен Совет Союзĕн чи хаклă паллисемпе, Хĕрлĕ Ялавсемпе наградăланă...».
Михаил ВАСИЛЬЕВ.
в формате JPG