Андриян Григорьевич Николаев 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1937 çулта 8-ти Андриян ялти çичĕ класлă шкулта пĕлÿ илме пуçлать. Шкул пĕтерсен 1944 çулта Çĕрпÿри медицина училищине вĕренме кĕрет, анчах унтан тÿрех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне куçать. Техник-вăрманçăн дипломне илсен 3 çул /1947-1950/ Карелири вăрман хуçалăхĕнче мастерта ĕçлет. 1950 çулта каччă çара каять, Кавказра авиаци çарĕнче службăра тăрать. Çак тапхăрта вăл Кировобадри авиаци училищинче сывлăш стрелокĕсен курсĕнче вĕренет. Кунтан ăна Карпат çар округне бомбардировщиксен эскадрилйине яраççĕ. 1951 çулта Андриян Черниговри çар летчикĕсен училищине вĕренме кĕрет. Каярах ăна ытти курсантпа пĕрле Фрунзери авиаци училищине куçараççĕ. 1954 çулта А.Николаев лейтенант - Мускав çар округĕн летчик-истребителĕ. 4 çултан опытлă офицера авиаци эскадрилйин штаб пуçлăхне - 401-мĕш авиаци полкĕн аслă летчикне çирĕплетеççĕ.
1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчен Андриян Григорьевич - СССР Космонавтсен хатĕрлев центрĕн космонавт-итлевçи. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче ăна пирвайхи вĕçеве хатĕрлекен ушкăна кĕртнĕ. Унсăр пуçне çак ушкăнра Ю.Гагарин, В.Быковский, Г.Нелюбов, П.Попович тата Г.Титов пулнă. Андриян Николаев пĕрремĕш космонавта Ю.Гагарина вĕçеве хатĕрлеме хутшăннă, вăл - Г.Титовăн дублерĕ.
Пирĕн ентеш уçлăха 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче “Восток-3” караппа тухнă. Вĕçев 3 талăк ытла тăсăлнă. Çав çулах Андриян Григорьевич “Совет Союзĕн Геройĕ” тата “СССР космонавт летчикĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, ăна ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. 1963 çултан пуçласа А.Николаев РФ Аслă Канашĕн депутатне 6 хут суйланнă. 1963-1968 çулсенче - космонавтсен отрячĕн командирĕ. Каярахпа Н.Жуковский ячĕллĕ Сывлăш çар инженери академийĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах ăна Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсен хатĕрлев центрĕн ертÿçин çумне çирĕплетеççĕ, кунта вăл 1992 çулччен ĕçлет.
1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче А.Николаев В.Севастьянов бортинженерпа пĕрле “Союз-9” караппа уçлăха иккĕмĕш хут тухнă. Çав тапхăрта ку вĕçев чи вăрăмми шутланнă. Карап Çĕр тавра 286 хут çаврăннă, вĕçев 424 сехет те 59 минута тăсăлнă. Çак паттăрлăхшăн А.Николаев “Совет Союзĕн Геройĕ” хисеплĕ ята иккĕмĕш хут тивĕçнĕ, авиацин генерал-майорĕ пулса тăнă.
1972 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче космонавтăн тăван ялĕнчи шкула - Космонавт музейне, 1977 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче А.Николаевăн палăкне уçнă.
Андриян Григорьевич - техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, наукăн аслă сотрудникĕ. 1981 çулта космосри тĕпчевсемшĕн СССР Патшалăх тата Тĕнче астронавтикин академийĕн премийĕсене тивĕçнĕ.
1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче А.Николаева Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительне çирĕплетнĕ. 1993-2004 çулсенче - РФ Патшалăх Думин мандат комиссийĕн аппарачĕн ертсе пыракан специалисчĕ.
А.Николаев - Чăваш наци академийĕн чăн членĕ /1992/, Раççей космонавтика академийĕн академикĕ /2000/, Чăваш Республикин РФ влаç органĕсенчи хисеплĕ представителĕ /1994/.
2001 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шуршăлта Космонавтика музейĕн çĕнĕ çуртне хута янă.
Вăл темиçе кĕнеке авторĕ: “Космос - дорога без границ”, “Вĕçĕ- хĕррисĕр уçлăхра”, “Встретимся на орбите”, “Притяжение Земли”.
2004 çулхи çу уйăхĕнче РФ Космонавтика федерацийĕ А.Николаев ячĕпе хисепленекен медаль кăларма йышăннă.
2004 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри çуллахи V ял спорт вăййисем иртнĕ, унта Андриян Григорьевича Тĕп судья пулма çирĕплетнĕ. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче космонавтăн чĕри тапма чарăннă. Ăна Шуршăлти музей комплексĕнче пытарнă.
Андриян Григорьевич - Чăваш Республикин, çавăн пекех Шупашкар, Калуга, Караганда, Петрозаводск, Ленинск, Смоленск, Ржев, Ленинакан, Махачкала, Нальчик, Каспийск, Болгарири София, Петрич, Варна, Плевен, Омортаг, Монголири Дархан, Чехословакири Карлов-Вар, Алжирти Буир хулисен Хисеплĕ гражданинĕ. Вăл - Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ, çавăн пекех ăна «Ылтăн Çăлтăр» тата «Çар туслăхне çирĕплетнĕшĕн» медальсемпе, ют çĕр-шыв орденĕсемпе т.ыт. наградăпа чысланă.