...1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ. Шуршăлсен асĕнче яланлăхах юлнă кун. Планета пĕлтерĕшлĕ пулăм: ялта çуралса ÿснĕ Андриян Николаев «Восток-3» космос карапĕпе Тĕнче уçлăхне парăнтарма çĕкленнĕ! Çак экспедици вăхăтĕнче тĕнчен темиçе рекордне тунă, икĕ карап /«Восток-3" тата «Восток-4»/ тĕнчере пуçласа пĕрле вĕçнĕ.
Çавăн чухнех, вĕçев вăхăтĕнче, космосра никам тăвайманнине пурнăçланă - космонавт çыхăнмалли тытăмран вĕçерĕннĕ. Йывăрăшсăрлăх условийĕсенче çакăн евĕрлĕ ĕç-хĕл паян яланхи пекех туйăнать. Ун чухне, космоса алла илме пуçланă тапхăрта, çĕр çывăхĕнчи орбитăра мĕн тума юранипе юраманни, çакă этемлĕхе мĕнле усă парасси çинчен никам та пĕлмен. Çавăн чухне веçех пуçласа тунă, кашни çĕнĕ хускану - паллă марлăха ярса пуснă утăм. А.Николаев çыхăнмалли тытăмран вĕçерĕнсен кресло çине каялла ларма май пулнине никам та чухламан.
Вĕçев хыççăн Андриян Григорьевича тăван ялĕнче чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Вăл çĕр çине таврăнсанах хатĕрленме тытăнтăмăр. Художество пултарулăх коллективĕ çĕнĕ юрăсем васкаса вĕренчĕ. Ялти артистсене çĕнĕ тум та кирлĕ пулчĕ. Коллектив ертÿçи, Шуршăлти вăтам шкулта математикăпа музыкăна вĕрентекен Глафира Константинова ĕçе хăй йĕркелесе пычĕ, ансамбле хутшăнакансем валли чăваш кĕписем çĕлерĕ.
Паттăра кĕтсе илме пур енĕпе те хатĕрленчĕç. КПСС Сĕнтĕрвăрри райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Глафира Федоровнăна хĕрлĕ пусмаран 60 ялав çĕлеме хушнă. Ялавсене васкавлăн çĕлесе салан тĕп урамĕнчи юпасем çине вырнаçтармаллаччĕ. Халĕ ăна А.Г.Николаев ятне панă.
1962 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине вăл тăван ене килсе çитнĕ, ăна Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илнĕ. Тепĕр кунне, авăнăн 3-мĕшĕнче, Андриян Шуршăла килчĕ. Ял çыннисем укăлча умне çăкăр-тăварпа тухрĕç. Хаклă хăнана чечек çыххисем тытнă хĕрсем çавăрса илчĕç. Пулас космонавт вĕреннĕ шкул умĕнчи лапамра митинг иртрĕ. Космоса парăнтарнă ентешĕмĕре курма, унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланма çĕр-çĕр çын пуçтарăнчĕ.
Андриян Григорьевича сума суса художество пултарулăх коллективĕ концерт кăтартрĕ. Вăл «Яланах хĕвел пултăр!» юрăпа пуçланчĕ. Ăна 1-мĕш класра вĕренекен Галина /Глафира Федоровна хĕрĕ/ юрларĕ. Çав кунах Шуршăлта улма-çырла сачĕ йĕркелерĕç. Пĕрремĕш йывăçа космонавт лартрĕ.
А.Г.Николаев вĕçнĕ хыççăн Шуршăл çинчен тĕнчипех пĕлчĕç. Салана çĕр-шывăн мĕн пур кĕтесĕнчен килме пуçларĕç. Пĕрремĕш экскурсисене Н.Константинов /Глафира Федоровна мăшăрĕ/ ирттерчĕ. Ун чухне вăл Шуршăл шкулĕн директорĕччĕ. Çав çулах вĕренекенсем Николай Федоровичпа вĕрентекенсем ертсе пынипе Кайри Шĕнерпуç ялĕнчен пуçласа Шуршăла илсе çитерекен çул хĕррипе аллея хыврĕç.
1964 çулхи хĕлле Андриян Григорьевич Шуршăла мăшăрĕпе В.Терешковăпа килчĕ. Пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт валли Глафира Федоровна чăваш наци тумĕ - кĕпепе саппун - çĕлерĕ, вĕренекенсем вĕсене тĕрлесе илемлетрĕç.
О.САВИНОВА