Кăçалхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çил-тăвăла пула республикăри тăватă район инкек тÿснĕ. Сĕнтĕрвăррисене кÿнĕ тăкак уйрăмах пысăк: пилĕк ял тăрăхĕнче 626 çурт /çав шутра 12-шĕ нумай хваттерлĕ/ сиенленнĕ, 44 ял /вĕсенче 9 пине яхăн çын пурăнать/ электричествăсăр юлнă.
Тепĕр куннех ку тăрăхра Чăваш Республикин Правительствин чрезвычайлă лару-тăрăва сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, çут çанталăк кÿнĕ инкекĕн юлашкийĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, малтанласа палăртнă тăрăх объектсене утă уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне йĕркене кĕртме йышăннă.
Инкек хыççăн вунă кунран, утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче иккĕмĕш хут пулчĕ.
Михаил Игнатьев юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ, Комиссаровсемпе Мухинсен хуçалăхĕсене çитсе курчĕ, çут çанталăк кÿнĕ инкеке сирес ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ, унта Правительство членĕсем, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район тата ял тăрăхĕсен, банксемпе страховани компанийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - кăткăс лару-тăрура ял çыннисем çухалса кайман, ютран килсе пулăшасса кĕтмесĕрех юсав ĕçĕсене нимелле пурнăçлама пикеннĕ. Республика Пуçлăхĕ электричество хуçалăхне çийĕнчех юсаса ĕçе кĕртме пултарнăшăн энергетиксене тав турĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çирĕплетнĕ тăрăх - утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăйлă çилпе пăрлă çумăр Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенчи тĕш тырă тата пропашной культурăсене 156 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисене 7 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2,7 пин гектар тырă пĕтнĕ, çав шутра 2 гектарне кăна инкек-синкекрен страхланă. Сиен кÿнине саплаштармалли актсене страхлакан компанисене тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине çитернĕ. Çил-тăвăл районти 2,2 пин уйрăм хушма хуçалăха та шар кăтартнă: 428 гектар тырра тата пахча çимĕçе сиенленĕ. Нушана лекнисене май пур таран пулăшĕç, кĕркунне пахалăхлă вăрлăхпа тивĕçтерĕç.
ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов çакна палăртрĕ: республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе районта строительсен бригадисене юсав ĕçне кÿлнĕ, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурлăх тăкакĕсене палăртмашкăн специалистсене хутшăнтарнă. Чăваш Республикин резерв фондĕнчен компенсаци тÿлевĕ уйăрмашкăн виçĕ кунра 370 акт хатĕрленĕ, кашнин çумне смета докуменчĕ çирĕплетнĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне Минстрой кăтартăвĕсемпе пĕтĕм тăкак 17,885 млн тенкĕпе танлашнă, çав шутра 11 миллионĕ уйрăм çуртсене пырса тивет. Çухатусене актласси малалла пырать.
“Росгосстрах” компанин республикăри филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков çирĕплетĕвĕпе - Сĕнтĕрвăрри районĕнче 1004 çурт-йĕре страхланă, вĕсенчен 319-шĕ сиенленнĕ. 43-шне кÿнĕ тăкак 10 пинрен пуçласа 1 миллион тенке çывхарать. Страховательсене пĕрремĕш тÿлевсемпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Перекет банкĕн тата “Раççей ял хуçалăх банкĕн” уйрăмĕсен ертÿçисем Вячеслав Александров тата Нина Письменская çынсене пулăшас тĕллевпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç. Сăмах май, кредит учрежденийĕсенчен иккĕшĕ те шар курнă çынсем валли спонсор пулăшăвĕ уйăрнă.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев халăха строительство материалĕсемпе кĕтмелле тÿлевпе тивĕçтернипе кăмăллă. Вăл палăртнă тăрăх - пурăнмалли çуртсене, культурăпа вĕренÿ объекчĕсене юсаса йĕркене кĕртес тĕлĕшпе районта пуçаруллă ĕçлеççĕ, çил-тăвăла пула инкек курнисем валли “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти сĕнĕвĕпе асăннă кун тĕлне 300 пин тенкĕ ытла пухнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн - финанс министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Фарида Муратова çакна пĕлтерчĕ: республика бюджетĕнчен финанс пулăшăвĕн пĕрремĕш траншне - 445 пин тенкĕ - Сĕнтĕрвăрри районĕн ячĕпе куçарнă, иккĕмĕшне те уйăрмалла, анчах документсене пахалăхсăр хатĕрлени кансĕрлет.
Республика Пуçлăхĕ инкеке лекнисене финансăн тивĕçлĕ пулăшăвне памашкăн кирлĕ документацири çитменлĕхсене кĕске хушăрах пĕтермешкĕн, Октябрьски салинчи урамсене тирпей-илем кĕртмешкĕн хушрĕ. “Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата депутатсен юсав ĕçĕсем мĕнле пынине, халăх ыйтăвне епле татса панине тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла,” - терĕ Михаил Игнатьев çынсем пулăшу кĕтнине уйрăммăн палăртса.
Валентина СМИРНОВА