Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.07.16 Чăваш Ен те пулăшĕ (Тантăш)

Раççей турисчĕсем килĕштерекен кану вырăнне – Краснодар крайĕнчи Крымск хулине урмăш çанталăк йăлтах тĕп тунă темелле, Геленджик тата Новороссийск хулисен пысăк пайне шыв илнĕ. Вилнисен йышĕ пысăк, çухалнисем нумай, вĕсен телефонĕсем сас памаççĕ, шăпи паллă мар.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çут çанталăк синкерне пула шар курнисене ырă кăмăлтан пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлекен штаб йĕркеленĕ.

Краснодар крайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – хăвăртах пăсăлман апат-çимĕç, ача-пăча апачĕ, эмелсем, ĕçмелли шыв, ăшă утиялсем, гигиена хатĕрĕсем кирлĕ.

Ырă кăмăлтан пулăшма – апат-çимĕç, ăшă тум, вырăн таврашĕ, медицина препарачĕсем уйăрма кăмăл тăвакан предприятисем, организацисем, уйрăм çынсем “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн пÿлĕмне çак адреспа пыма е шăнкăравлама пултараççĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 32, 106 пÿлĕм, тел. 62-25-56. Республикăн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин “хĕрÿ линийĕн” телефонĕ: 62-03-76.

Район-хуласен администрацийĕсем ятарлă расчет счечĕ çине куçарма укçа-тенкĕ пухассине йĕркелĕç. Граждансем те ятарлă çак счет çине укçа куçарма пултараççĕ.

Укçа-тенкĕ куçармалли расчет счечĕ:

ИНН 2309030678

КПП 230901001

Краснодарское краевое управление общественной организации “Российский Красный крест”

Краснодарское отделение " 8619 Сбербанка России кŸс 30101810100000000602

БИК 040349602

р/с 40703810330000000106

Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика