Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.29 Ҫи-пуҫӗ илемлӗ, юрри-ташши пархатарлӑ (Çамрăксен хаçачĕ)

"Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестиваль кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртрӗ. Чӑваш Ене ку хутӗнче ҫӗр-шывӑн 30 яхӑн регионӗнчен, Беларуҫран юрӑ-ташӑн 650 ытла ӑсти килсе ҫитрӗ. Вӗсем, хӑйсен наци тумне тӑхӑннӑскерсем, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм ЧР Наци библиотекинчен Хӗрлӗ тӳреме ҫуран утса анчӗҫ, ҫулӑн икӗ енче тӑракан ҫынсене алӑ сулса сывлӑх сунчӗҫ, юрларӗҫ, ташларӗҫ.

- Фестивале хутшӑнакан йыш ҫулсерен ӳссе пыни, республика тусӗ нумайланни пире савӑнтарать, Чӑваш Ен ят-сумне ҫӗклет. Куракансем ҫӗр-шыври, тӗнчери ытти халӑх культурипе паллашса чунпа пуянланаҫҫӗ, - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Итнатьев "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" уява уҫнӑ май.

Сцена ҫине мӗнле кӑна халӑх ҫынни тухмарӗ-ши? Коми Республикинчи украинсен, Камчатка крайӗнчи эвенксен "Нултур", Кабарда-Балкарти шкулта вӗренекенсен "Ати", Аҫтӑрхан облаҫӗнчи казаксен "Беретиня", Хакас тӑрӑхӗнчи "Сюрприз" ушкӑнсен пултарулӑхне сӑнама кӑмӑллӑ пулчӗ. Куракачсен умне хамӑрӑннисенчен Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, "Сувар", "Суварята", "Ҫавал" ансамбльсем... тухрӗҫ.

Хӗрлӗ тӳремре тепӗр кунхине те юрӑӗвӗ чылайччен янӑрарӗ. Унта пухӑннисем чӑвашсен, вырӑссен, украинсен, беларуҫсен, мӑкшӑсен, ҫармӑссен тата ытти халӑхӑн пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Тӗрӗссипе, Шупашкар районӗнчи ялсенче те, тӗп хулари "Салют" культура керменӗнче те, "Шупашкар" суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче те, А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра та, ытти тӑрӑхра та тӗрлӗ наци культурипе киленме  май пулчӗ.

 

Дмитрий АНДРЕЕВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика