Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.29 Куҫа илӗртеҫҫӗ ал ӗҫӗсем (Çамрăксен хаçачĕ)

Чӑваш наци музейӗн картишӗ ҫулленех Республика кунӗ тӗлӗнче асамлӑ лапама ҫаврӑнать - кунта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗн маҫтӑрӗсем хӑйсен тӗлӗнмелле илемлӗ ӗҫӗсемпе паллаштараҫҫӗ, "Руҫ ӑстисем" конкурсра ҫӗнтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал вуннӑмӗш хут иртнӗ ӑмӑртӑва Бурят, Удмурт, Мари республикисенчен, Иваново, Белгород, Волгоград, Воронеж, Киров, Курган, Чул хула, Самар, Смоленск облаҫӗсенчен тата ытти субъектран 34 маҫтӑр ҫитрӗ, вӗсемпе танах хамӑр тӑрӑхри 17 ӑста хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартрӗ.

29 ҫулти Ольга Волкова Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшать, тӗрлӗ кружок ертсе пырать. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факул-тетӗнче ӑс пухнӑскер тӑхӑр ҫул каяллах вӗтӗ шӑрҫапа, ҫиппе тӗрлеме пикеннӗ.

- Хамшӑн аппаланатӑп, тӑвансем, пӗлӗшсем валли парнесем янтӑлатап, ыттисем пек сутса укҫа тума хӑнӑхаймарӑм, - чунне уҫрӗ хушма вӗрентӗвӗн педагогӗ. - Тӗрӗссипе, ал ӗҫӗпе тӑрмашмашкӑн чӑтамлӑх, вӑхӑт кирлӗ.

Ольга тӗррисене мӑшӑрӗ Евгений килӗштерет, малашне те ҫак енӗпе аталанма хавхалантарать. 5 ҫулти  ывӑлӗ Иван та амӑшӗн ал ӗҫӗсене  тытса пӑхмасӑр тӳсеймест.

Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений мӑшӑрӗ чӑвашсен авалтан килекен йӑлине тӗпе хурса вырӑн таврашӗсене тӗрленӗшӗн, куҫа тыткӑнлакан хатӗрсем ӑсталанӑшӑн савӑнать. Хӗпӗртеме сӑлтавӗ пурах. Конкурса пӗлтӗр те хутшӑннӑскер кӑҫал хӑйӗн номинацийӗнче II степень Диплома тмвӗҫнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Нина Ермолаева ку лапама ҫулленех ҫитет, иртнӗ уявран ҫак таранччен мӗн-мӗн тунине кӑтартать. Хальхинче вӑл Чӑваш Республикин карттине калӑпланӑ, унта район-хула гербӗсене мулине ҫиппе тӗрленӗ. Ал ӗҫ ӑсти пиҫиххи ҫыхса "Пир тӗртекенсемпе пиҫиххи ҫыхакансем" номинацире III сгепень Дипломлӑ пулнӑ.

Унсӑр пуҫне конкурса пухӑннисем ирттернӗ мастер-классем кӑсӑклӑ пулчӗҫ. Кунти кашни ӗҫ илемлӗ, анчах вӗсене калӑплама вӑй-хал, ӑсталӑх, тӳсӗмлӗх самай кирлӗ.

Ылтӑн алӑллӑскерсенчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн парнине - гран-прие - Тамбов облаҫӗнчи Евгения Болдырева тивӗҫрӗ. Вӑл вӗтӗ шӑрҫапа усӑ курса мӑй ҫиххи янтӑланӑ. "Чи лайӑх экспозицишӗн" Диплома Удмурт Республикин маҫтӑрӗсем Надежда Камашева, Лилия Шамшурина тата Елена Иванова ҫӗнсе илчӗҫ. Ятарлӑ Диплома Шупашкарти Ольга Герун улӑм пӗрчинчен ӑсталанӑ ӗҫӗшӗн тивӗҫрӗ.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика