Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.29 Кĕрлерĕ Акатуй (Çамрăксен хаçачĕ)

ЧНК пуҫарӑвӗпе, Шупашкар хула адмнистрацийӗ пулӑшнипе ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче - Республика кунӗнче - тӗп хуламӑрти «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ 4-мӗш хут иртрӗ. Унта хамӑр республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, ҫӗр-шывӑмӑрӑн тӑхӑр регионӗнчен ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ.

Хамӑрӑн тӗп уявӑмӑра ирттерме пухӑннӑ ентешӗмӗрсем чӑваш халӑхне халалласа лартнӑ Юпа умне пухӑнчӗҫ. Мӑчавӑр /Евгений Ерагин/, Аттил патша /Алексей Иванов/, ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Владимир Иванов, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина «Ваттисене манмӑпӑр, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене упрӑпӑр, ӗмӗрех пӗрле пурӑнӑпӑр. Халӑхӑмӑр йышлансах пытӑр, ҫӑкӑр-тӑвартан ан татӑлтӑр», - тесе турӑран пил ыйтрӗҫ, тав турӗҫ, хамӑр халӑхӑмӑршӑн юн юхтарнӑ йӑхташӑмӑрсене асӑнчӗҫ, парне кӳчӗҫ.

Чӑвашлӑхпа хавхаланнӑ халӑхӑмӑр алӑран тытса, юрӑ шӑрантарса уяв уҫланкине утрӗ. Пурте пӗрле тӑван халӑхӑмӑрӑн гимне - «Алран кайми» юрра - шӑрантарнӑ хыҫҫӑн вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Хӗр юлан утҫӑ илсе килнӗ Акатуй ялавӗ вӗлкӗшме пуҫларӗ. Республика Гимнӗ янӑрарӗ.

ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Семенов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, комтет председателӗ Петр Краснов тата ыттисем сцена ҫине хӑпарчӗҫ.

Республика тулашӗнчен, тӗрлӗ районтан килнӗ ентешӗмӗрсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, паттӑрсем вӑй виҫрӗҫ, кӗрешрӗҫ. Пӗчӗккисем сикрӗҫ, кулчӗҫ, каруҫҫельпе ярӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне ал арманӗ мӗнлерех ӗҫленине, уйран епле уҫланине, пир тӗртнине, ҫӑм арланине курма май пулчӗ. Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхас текенсем валли хуранта какай, пулӑ шӳрпи... Пичкесенче техӗмлӗ сӑри кӑпӑкланса хӑнасене илӗртрӗ. Юрларӗҫ, ташларӗҫ йӑхташӑмӑрсем тата ытти халӑх ҫыннисем Акатуйра. Пӗр-пӗрне тахҫантанпах курман ҫывӑх ҫынсем пек чун каниччен калаҫрӗҫ.

 

Татьяна КРОТОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика