Раҫҫей турисчӗсем килӗштерекен кану вырӑнне - Краснодар крайӗнчи Крымск хулине урмӑш ҫанталӑк йӑлтах тӗп тунӑ темелле, Геленджик тата Новороссийск хулисен лысӑк пайне шыв илнӗ. Малтанлӑха пӑлтернӗ тӑрӑх хӑрушӑ ҫак инкекре 170 ҫын вилнӗ. Ҫухалнисем йышлӑн, вӗсен телефонӗсем сас памаҫҫӗ, шӑпи паллӑ мар.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑк синкерне пула шар курнисене ырӑ кӑмӑлтан пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен штаб йӗркеленӗ. Ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов ертсе пырать, штӑб ертӳҫин ҫумӗсем - ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - ЧР сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти предсӗдателӗн Д.А. Медведевӑн регионти общество йышӑну пӳлӗмӗн ертӳҫи Николай Николаев. Медикаментсем пухассипе «Фармация» патшалӑх унитари предприятийӗ ӗҫлӗ.
Михаил Игнатьев инкек тӳснисене тата вӗсен тӑванӗсене пулӑшмашкӑн укҫа-тенкӗ, апат-ҫимӗҫ, япаласем пухассине йӗркелеме чӗнсе каланӑ. Краснодар крайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх - хӑвӑртах пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ, ача-пӑча апачӗ, эмелсем, ӗҫмелли шыв, ӑшӑ утиялсем, гигиена хатӗрӗсем кирлӗ.
Ырӑ кӑмӑлтан пулӑшма – апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тум, вырӑн таврашӗ, медицина препарачӗсем уйӑрма кӑмӑл тӑвакан предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти председателӗн Д.А.Медведевӑн регионти общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ҫак адреспа пыма е шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 32, 106 пӳлӗм, тел. 62-25-56. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин «хӗрӳ линийӗн» телефонӗ: 62-03-76.
Район-хуласен администрацийӗсем ятарлӑ расчет счечӗ ҫине куҫарма укҫа-тенкӗ пухассине йӗркелӗҫ. Граждансем те ятарлӑ ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пултараҫҫӗ.
Укҫа-тенкӗ куҫармалли расчет счечӗ:
ИНН 2309030678
КПП 230901001
Краснодарское краевое управление общественной организации «Российский Красный крест»
Краснодарское отделение № 8619 Сбербанка России
к/с 30101810100000000602
БИК 040349602
р/с 40703810330000000106
Назначение платежа: Добровольное пожертвование гражданам, пострадавшим от наводнений в Краснодарском крае в 2012 году.