Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.28 Кам ӗҫлерӗ, кам юрларӗ – Чӑваш Республика куне уявларӗ (Тантӑш)

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата - Республика кунӗн уявӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва хальхинче те Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи халӑх йышлӑн (вӑтӑра яхӑн регионтан тӗрлӗ делегаци шутӗнче 700 ытла хӑна) пуҫтарӑнчӗ. Ҫак  кун кашнин чунӗнче савӑнӑҫ хӗлхемӗ ялкашнй те сӑлтавсӑр мар.

Уяв кунӗсенче чи пӗчӗккисвм валли те пысӑк парне пулчӗ. Тӗп хулари "Волжский-3" микрорайонта ҫӗнӗ ача-пӑча сачӗ уҫӑлчӗ. Ку Чӑваш Енре юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче ҫӗкленнӗ пӗрремӗш ача пахчи пулчӗ. Кунта шӑпӑрлансене тӗрлӗ енлӗн аталанма пур майсем те хатӗр. Ҫитес вӑхӑтрах виҫӗ хутлӑ кермен алӑкӗсене тараватлӑн уҫса шкул ҫулне ҫитменнисене йыхӑрӗ.

Пӗтӗм тӗнчери халӑхсен юрри-ташшине пӗр ҫӑмхана пӗтӗҫтерсе тӑракан "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестиваль ҫиррӗмӗш хут иртрӗ. Пуҫтарӑннисене халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсем савӑк кӗвӗ-ҫемӗпе савӑнтарчӗҫ. Ҫав йышрах Украинӑпа Беларуҫ делегацийӗсем те. Чи вӑрӑм ҫула кӗскетсе Камчаткӑран килсе ҫитнӗ эвенксен коллективӗ те хастар пулчӗ.

Ал ӗҫ туни ӑс-тӑна, шухӑшлава аталантарнине, халӑхсен хӑйне евӗрлӗ пуянлӑхне ҫамрӑк ӑру валли сыхласа хӑвармаллине тӗпе хурса «Руҫ ӑстисем» конкурс-курав вуннӑмӗш хут ирттерчӗҫ. Пурӗ вунӑ номинаципе йӗркеленӗ ӑмӑртура курса тӗлӗнмелли пайтах пулчӗ. Маҫтӑрсем илемлӗ тӗрӗ-ҫӗвӗпе, йывӑҫран каснӑ эрешсемпе, тӑмран йӑваланӑ теттесемпе паллаштарчӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗн тӗп парнине Тамбов облаҫӗнчен килнӗ вӗтӗ шӑрҫаран мӑй ҫыххисем ӑсталакан Евгения Болдырева тивӗҫнӗ.

Канмалли кунсенче Хӗрлӗ тӳремри уяв самантлӑха та лӑпланмарӗ, "Иван Купала" ушкӑн та юрри-ташшипе тӗлӗнтерчӗ; чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Чӑваш Ене пуҫтарӑннӑ халӑхсен пӗрлӗхӗ вара "туслӑхра - вӑй" пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.

 

Марина КУМЯЧЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика