Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.30 Пĕрле талпăнсан ăнăçтаратпăр… (Хыпар)

Республика кунĕнче ирттерекен мероприятисен программипе тĕплĕн паллашатăн та вăл аякри хăнасемпе пĕрле савăнса-канмалли уяв кăна маррине, Чăваш Ен хăвачĕшĕн ĕçлекен, унăн талпăнуллă пурнăçне пысăк витĕм кÿрекен анлă пĕлтерĕшлĕ пулăм иккенне туйса илетĕн. Йăлана кĕнĕ “Нанотехнологисен эрни” регион проектне пурнăçласа ирттерекен “Пăхăр, ку - НАНО”, “Регионсен хушшинчи “Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх”, Чăваш Республикин “Чăваш Ене чĕнетпĕр” республикăри халăх ÿнер промыслисен, ремеслисен тата сувенир продукцийĕн республикăри куравĕсем, Шупашкарти “Стратеги çĕнĕлĕхĕсен вăхăчĕ” V экономика форумĕ тата ыттисем /пурне асăнса та пĕтереймĕн/ çÿлте каланине ĕненмелле çирĕплетеççĕ.

Сăмахран, тĕп хуламăрти «Контур» АУОн курав лапамĕнче ĕçленĕ «Регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи XIX курава республика ертÿлĕхĕ те, çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ специалистсем те, куракансем те Чăваш Енĕн курăмлă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе танлаштарчĕç. Кунта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти организаци-предприятипе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе пĕрле республикăн ытти район-хулинчи тĕрлĕ тытăмри коллективсем хăйсен пуян экспозициллĕ стенчĕсене хатĕрленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев курава уçма хутшăннисене промышленноçăн сулмаклă аталанăвĕ, тавар туса кăларассин калăпăшĕ кăçалхи 5 уйăхра пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрăн 117,3 проценчĕпе танлашни, тирпейлекен производствăн кăтартăвĕ 120 процент таран ÿсни çинчен каласа пачĕ, курăмлă ытти цифра çинче чарăнса тăчĕ.

Вăхăт нумай та иртмĕ, Раççей Федерацийĕ Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕн йышĕнче пулĕ. Хальлĕхе кун пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ пулин те эпир тĕнче аталанăвĕн юхăмĕнчен пăрăнса юлаймастпăр-çке. Шăпах çакна халалланă та «Стратеги çĕнĕлĕхĕсен тапхăрĕ» V экономика форумне. Палăртни пурнăçа кĕрсен пирваях федерацин хăш-пĕр отраслĕпе уйрăм предприяти умне йывăрлăх тухса тăма пултарать. Çакăнпа пĕрлех кивелнĕ производствăна пăрахăçласа çĕннисене пурнăçа кĕртме çул уçăлать. Тулашран килекен инвестици калăпăшĕ ÿсет. Форумра çакă тата малашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва сÿтсе явма пин ытла специалистпа ăслăлăх çынни хутшăннă. Çав шутра - Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин, федерацин ăс-хакăл харпăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен службин, çавăн пекех ют 9 патшалăх /Итали, Германи, Япони, Иран, Венгри, Аслă Британи, Итали, Латви, Беларуç/ представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн 19 субъектĕнчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе организацийĕсен яваплă çыннисем.

Форумăн пĕтĕмлетĕвĕпе çак тапхăрта 3,5 млрд тенкĕлĕх тунă тĕрлĕ килĕшĕве çирĕплетнĕ. Ку пĕтĕмпех - республика экономикине хăватлатмалли тĕрев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин федерацин, республикăри тата районсенчи пичет тата электрон кăларăмсен журналисчĕсемпе виçĕм кун ирттернĕ пресс-конференцире Республика кунĕн экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май шăпах çак темăсемпе тата ытти çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ, чылай ыйтăва туллин хуравларĕ. Иван Борисович вун-вун ыйтăва татса пама май килнине, тĕрлĕ объект - пурăнмалли çурт-йĕр, шкул умĕнхи ачасен учрежденийĕсен, вĕренÿ, культура çурчĕсене, спорт сооруженийĕсене, çул-йĕр тата ытти те - хута янине палăртрĕ. Вун-вун ыйтуран пĕри - тахçанах калаçтараканни - Шупашкар ГЭСĕн шыв шайне çĕклесси.

Ку ыйту хальлĕхе татăлакансен шутне кĕреймен-ха. Çапах та ырă енĕ сахал мар. ГЭС ниепле те тулли хăватпа ĕçлесе каяйманран унăн хăш-пĕр объекчĕпе агрегачĕ кивелсе юрăхсăра тухма тытăннă. Форум ĕçленĕ вăхăтра Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕпе «РусГидро» пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки тăватă çуллăха тунă килĕшÿпе акционерсен уçă обществи Шупашкар ГЭСне юсаса çĕнетме 1 млрд та 30 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Журналистсем сăмах май шыв шайне çĕклес ыйту мĕнле татăлассипе те кăсăкланчĕç. «Ку тĕлĕшпе лару-тăру çăмăлах мар. Атăл хăйсен территорийĕпе юхса иртнĕ май çав субъектсен ертÿлĕхĕ хирĕçлет. Эпĕ хам енчен никама пăхăнман экспертсен комиссине йĕркелеме сĕнетĕп, - терĕ премьер-министр. - Паллах, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ те пурне те тивĕçтермĕ, анчах вăл йышăннине пурнăçлама тытăнăпăр». Иван Борисович Республика кунĕнче Михаил Игнатьевпа «РусГидро» АУО правленийĕн председателĕ Евгений Дод Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе асăннă общество хушшинчи килĕшĕве /пĕтĕмпе 17,5 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртнă/ алă пусса çирĕплетни те ырă витĕм кÿрессине ĕнентерет. Çакă шывпа çыхăннă темиçе ыйтăва татса пама май парĕ. Енсем электроэнерги перекетлеме, унăн тухăçне ÿстерме, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме, социаллă ытти ыйтăва татса пама, экономикăна аталантарма тĕллев лартаççĕ-çке. Килĕшÿре производство хăвачĕсене ÿстерес /сăмах Шупашкар ГЭСĕ пирки пырать/, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе промышленноç саккасĕсем пурнăçлама палăртнă.

- Паха шывпа тивĕçтерес ыйту пирĕн республикăра çав тери çивĕч тееймĕп, - хуравларĕ Иван Моторин черетлĕ ыйтăва, - мĕншĕн тесен çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программа лайăх пурнăçланнине эпĕ ĕнентермесĕрех пĕлсе тăратăр. Эпир çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 3 млрд тенкĕ илетпĕр. Пĕлтĕр 467 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, кăçал тепĕр 270 млн тенкĕ тĕллевлĕн килмелле. Республикăн кăнтăр енчи районĕсенчи /Шăмăршă, Патăрьел/ тата тĕп хуламăрти шывпа тивĕçтерекен инфратытăм объекчĕсен проекчĕсене хатĕрлеме, вĕсене вăраха ямасăр пурнăçлама тытăнăпăр. Çапла майпа коммуналлă хуçалăх умĕнчи ыйтусене татса пама май килĕ. Хамăр тăрăшни çак енĕпе çĕр-шывра пилот проекта пурнăçа кĕртме пулăшĕ...»

Журналистсем çавăн пекех уяв кунĕсенче Чăваш Республикипе Чикĕ леш енче пурăнакан ентешсен тата тĕнчери гуманитари ĕçтешлĕхĕн ĕçĕсен агентствипе /Россотрудничество/ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан Килĕшĕвĕн пĕлтерĕшĕпе кăсăкланчĕç. Иван Моторин Килĕшĕве алă пуснă чухне Россотрудничество ертÿçи Константин Косачев каланă сăмахсене тепĕр хут аса илтерчĕ: «Малашне Чăваш Енĕн чикĕ леш енне каякан кирек мĕнле делегацийĕн те пирĕн представительствăсене тăван килне, Чăваш Республикин представительствине кĕнĕ пекех, кĕме тата кирлĕ чухне кирек мĕнле пулăшу кĕтсе илме пултарĕ».

Республика тулашĕнчи йăхташăмăрсемпе тытакан çыхăнăва малашне те çирĕплетсе пыма кирлине çирĕплетрĕ премьер-министр. Тĕрлĕ диаспора йышĕнче пирĕнпе пĕр чĕлхепе пуплекен, пĕр культурăпа çыхăннă, пĕр кăкран тухнă, анчах пурнăç çулĕ «тĕп килĕмĕртен» /республикăмăран/ тухса кайса урăх çĕрте тĕпленнĕ çĕр-çĕр пин чăваш пурăнать. Вĕсем йăла-йĕркене, чĕлхене, юрра-кĕвве упраса хăварма тăрăшаççĕ, анчах çапла тума йывăрланнăçемĕн йывăрланса пырать: ассимиляци хăйĕн сиенлĕ витĕмне кÿрет, вĕренÿ пособийĕсем çитмеççĕ, тăван чĕлхепе пичетленнĕ хаçат-журнал, илемлĕ литература сахал ăсанать йăхташăмăрсем тĕпленнĕ вырăнсене. «Ку ыйтăва республика ертÿлĕхĕпе правительство нихăçан та хăй еккипе яман - куçран вĕçертмен: яланах пулăшнă, малашне те тăрăшăпăр. Сăмахран, Республика кунĕнче çĕр-шывăн чылай регионĕнчи чăваш наци культура автономийĕсен делегацийĕсем ман патра та, министерство-ведомствăсенче те пулчĕç, организацисемпе учрежденисене çитрĕç: килĕшÿсене алă пусрăмăр, ыйтусене татмалли çул-йĕре палăртрăмăр. Пулăшу калăпăшĕ ÿссе пырасса, тытакан çыхăну малашне те çирĕпленессе шанатăп. Пĕрле талпăнсан ăнăçтаратпăр...»

Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене республикăра паян инноваци технологийĕсене мĕнле çул пани, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хăçан пĕрлешме пултарасси, Муркаш чăх-чĕп фабрикине сутнин хакĕ, унăн ертÿлĕхĕн тилхепине кам тытасси мĕншĕн халĕ те паллă марри, çул çÿрев хакĕ, коммуналлă хуçалăхăн утă уйăхĕн пуçламăшĕнчен ÿсекен тарифĕсем нумай ачаллă çемьесене йывăрлăха кĕртсе ÿкерес хăрушлăх кăларса тăратманни, çул-йĕр тăвасси малалла мĕнле пуласси, «Химпром» çывăхĕнче хытă каяша пухмалли полигонăн шăпи, иртнĕ çулсенче çуннă вăрман лаптăкĕсене тасатса вĕсенче çĕнĕ хунавсем лартса чĕртесси т.ыт. кăсăклантарчĕ. Кăсăкланăва тулли хуравсемпе тивĕçтерчĕ Иван Моторин. Сехетлĕхе палăртнă пресс-конференци икĕ сехете пычĕ. Çак вăхăтра журналистсем ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Лукойл-Волганефтепродукт» ООО Шупашкарта тата тепĕр 7 автозаправка уçма çĕр уйăрни, Шупашкар хулинчи Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайона çĕнетмешкĕн 2 млрд тенкĕ кредит явăçтарма «СУОР» компанисен ушкăнĕпе тата Перекет банкĕпе килĕшÿ туни, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕр-шывăн 38 регионĕнчи - 42, Беларуç Республикинчи - 2 тата хамăр республикăри 200 ытла пултарулăх коллективĕ хутшăнни, наци культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен «Туслăх кăшăлĕ» XI фестивалĕ тата ытти çинчен пĕлчĕç. Ÿпкев сăмахĕ те журналистсен кăмăлне пăсмарĕ: «Сирĕншĕн министерствăсемпе ведомствăсен алăкĕсем яланах уçă, эпĕ сирĕнпе тĕл пулма хавас. Хальлĕхе мана сахал «чăрмантаратăр». Килĕр, калаçăр, канашлăр». Журналистсем ÿпкеве йышăнса премьер-министра уçă, тĕплĕ, тулли хуравсемшĕн тав турĕç.

 

Юрий ЛИСТОПАД.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика