Истори кӗнекисенче чӑвашсем пирки нимӗн те ҫукки мана мӗн пӗчӗкрен кулянтаратчӗ.
«Эпир те халӑх-ҫке-ха! Пирӗн те халӑха хӳтелекен паттӑрсем пулнӑ ӗнтӗ», - теттӗмччӗ эпӗ. Ҫавӑнпа ялти шкулта вӗреннӗ чухнех Сӑкӑт-паттӑр, Чекерчек-паттӑр, Пайтул ҫинчен халӑхра мӗн каланине пуха-пуха ҫырса хума тытӑнтӑм. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме килсен студентсемпе пӗрле тӗрлӗ ҫӗре ҫӳреме, паттӑрсем пирки истори халапӗсемпе халӑх каланисене пуҫтарма тытӑнтӑм. Мускавран килнӗ А.П.Смирнов профессорпа тата Г.Ф.Федоров-Давыдов археологпа пӗрле авалхи хуласен вырӑнне чавнӑ ҫӗрте ӗҫлерӗм.
1954 ҫулта «Мускав ҫулӗ» истори романӗ ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те - Куҫма Мининпа Дмитрий Пожарский ҫывӑх тусӗ пулнӑ Пӑрттас ҫулне-йӗрне тӗпчесе пӗлес тӗллевпе Ункӑ шывӗпе Шупашкаркасси ялӗ тӑрӑхне пӗтӗмпех ҫуран утса тухрӑм.
1956 ҫулта Емельян Пугачев ертсе пынӑ хресчен вӑрҫи пирки мӗн пур чӑнлава пухасчӗ тесе тӑрӑшрӑм. Ҫак туртӑм мана Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь ял хутлӑхне илсе ҫитерчӗ. Ҫавӑн чухне ку тӑрӑхри паллӑ тавра пӗлӳҫӗпе А.Й.Ямсков учительпе туслашрӑм. Алексей Иванович вӗри чунлӑ, темӗн те пӗлес тесе тӑрӑшакан ҫынччӗ. Унпа пӗрле эпир Тихӑнушкӑнь, Тракушкӑнь, Сӗнтӗкҫырми, Хурашаш ялӗсенче пултӑмӑр, ватӑ ҫынсемпе калаҫрӑмӑр. Ҫавӑн чухнех эпӗ ку таврари паллӑ тӗпчевҫӗ-учительсемпе В.Г.Толстов-Атнарскипе, Г.П.Пакрушевпа паллашрӑм. Ҫапах та пуринчен ытла А.И.Ямсковпа пӗрле Некей ҫулне-йӗрне тӗпчени асра юлнӑ. Алексей Иванович ватӑ ҫынччӗ, мана, ҫап-ҫамрӑк студента, хӑйӗн ывӑлӗ пекех юрататчӗ. Унпа эпир Некей ялавӗ ҫинчен калакан авалхи истори калавне ҫырса илтӗмӗр, Некей штабӗ пулнӑ вырӑна шыраса тупрӑмӑр. Ун чухнехи ватӑсем вӑл вырӑна питӗ лайӑх пӗлетчӗҫ. Паянхи пекех ас тӑватӑп: темиҫе ватӑ, туйисем ҫине таянса, пире Хурашаш ялӗ ҫумӗнчи тарӑн ҫырмана ертсе кайрӗҫ. «Кунта эпир ача чухне чаваланса темӗн тӗрлӗ кӑрал кӑлараттӑмӑр, - каласа кӑтартнӑччӗ вӗсем. - Хуҫӑк хӗҫсем, ҫӗмренсем, тем тӗрлӗ тӑха... Пӗррехинче тупӑ кӗпҫи тупрӑмӑр...»
Чӑнах та, А.И.Ямсков ҫырса илнӗ «Хурашаш патӗнчи ҫапӑҫу» истори халапӗнче икӗ куна пынӑ ҫак ҫапӑҫу ҫинчен питӗ тӗплӗн ҫырнӑ Иккӗмӗш кунне Некей хӑйӗн чи маттур паттӑрӗсемпе тӑшмана хыҫалтан тапӑнса аркатать. Ку ҫапӑҫу ҫинчен 1931 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Пугачевщина» кӗнекере те, упранса юлнӑ «Кӑрмӑш воеводи кӗнцелерӗн чӑнлавӗсем» текен хутсенче те тӗплӗн каланӑ.
А.И.Ямсков мана хӑй темиҫе ҫул маларах ҫырса илнӗ Некей юррине панӑччӗ. Вӑл паян та упранать.
Кӑвак Атӑл хӗрри - кӑвак йӗтӗн,
Шурӑ Атӑл хӗрри - шурӑ тӗтӗм.
Хум-хум урлӑ каҫса килсе кӗтӗм,
Аппа, эсӗ мӗн-ма ларса йӗтӗн?
Хура Атӑл ҫинче - хура акӑш,
Тури Атӑл ҫинче - тутӑ карӑш.
Тивеймерӗ мана сивӗ варкӑш.
Ма хурлантӑн, пичче, акӑш-макӑш?
Ҫутӑ Атӑл хӗрри - ҫутӑ хырлӑх,
Вилӗ Атӑл хӗрри - вилӗ шурлӑх.
Ҫак ҫут тӗнче ытла хӗнлӗ-хурлӑх,
Мӗншӗн пире валли ҫавӑ хурлӑх?
Тӑхӑр Атӑл ҫине тухса куртӑм,
Ăмӑрт кайӑк, туссем, эпӗ тупрӑм,
Атӑл ҫийӗ кӗрлет урӑм-сурӑм,
Атӑлсен те юрри ман ҫак юррӑм.
Куҫҫульпеле тулать Аслӑ Атӑл,
Ҫын юнӗпе тулать Тӑхӑр Атӑл.
Чӑвашран, чӑваш, эс ан татӑл,
Тус-тӑванна ялан пулсам хапӑл.
Ку юрра Алексей Иванович Хурашаш ялӗнче пурӑннӑ Чумей йӑхӗнчи Тимка мучирен ҫырса илнӗ. Ун чухне ватӑсем Некей хӑй те Чумей йӑхӗнченех тетчӗҫ. Ҫапла каланине Г.И. Пакрушев учитель те ҫирӗплететчӗ. Ваттисем палӑртнӑ тӑрӑх - Некей ҫак юрра Емельян Пугачева та юрласа панӑ тет. Ахальтен мар-тӑр Пугачев Некее питӗ хисепленӗ, хӑй кунтан каяс умӗн ӑна ку тӑрӑх хуҫи - турханӗ - туса хӑварнӑ.
Каярахпа И.И.Одюков профессор Некей юрри пӗтӗм халӑх хушшинче сарӑлма пултарнине те каланӑччӗ. Ку - авалхи саманара Некей ячӗ чӑвашсемшӗн сӑваплӑ пулнине ӗнентерекен чӑнлав.
Некейӗн кашни ҫапӑҫура пулӑшса пыракан ялавӗ ҫинчен халӑхра: «Патша ялавӗ пулнӑ вӑл», - тенӗ.
Алексей Ивановичпа эпир ҫак ялавӑн йӗрне тупас тесе нумай утрӑмӑр. Халӑхран илтнӗ тӑрӑх ӑна кайран сывӑ юлнӑ чӑваш паттарӗсем Ятсӑр текен ҫырма хӗррине питӗ тӗплӗн пытарнӑ. Ҫак ҫырма чӑнах та пур. Ун тарӑх эпир кунӗпе ҫӳрерӗмӗр.
«Эх, хӑҫан та пулин ҫав ялава шыраса тупасчӗ», - ӗмӗтленетчӗ Алексей Иванович. - Вӑл тӗле Хусанушкӑнь ҫӗрӗ ҫинче Некей палӑкӗ те пулӗ».
Чӑнах та ҫак кун ҫитрӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пӗтӗм халӑхпа пӗрле пуҫтарӑнса эпир Хусанушкӑнь ҫӗрӗ ҫинче Некей палӑкне уҫрӑмӑр.
Тӑван халӑх ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ паттӑршӑн хурланнӑ пек вӑхӑт-вӑхӑт лӑпкӑ ҫумӑр ҫуса илет. «Ыр ҫын парни», - теҫҫӗ чӑвашсем кун пек ҫумӑра. Ҫил ҫук. Ытлашши сивӗ мар. Таврари ялсенчен ҫын питӗ нумай пуҫтарӑннӑ. Ваттисем те, ҫамрӑксем те, ачасем те... Район ертӳҫисем те, депутатсем те кунтах. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Башкиров ертсе килнӗ. Вӑл хӑй те историк, чылай хушӑ ачасене вӗрентнӗ. Кашни халӑхшӑн тӑван истори мӗн тери паха тупра иккенне питӗ лайӑх пӗлет.
Хӑй чирлӗрех пулнине пӑхмасӑрах вут вӗтсе, пӗтӗм халӑха хавхалантарса, Некей палӑкне часрах туса пӗтерес тесе тӑрӑшнӑ А.Г.Праулов /яп тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ/ пире хапӑлласа кӗтсе илчӗ.
Кунтах палӑк лартас тесе тӑрӑшнӑ В.А.Ильин, З.С.Спирццонова-Хатти, Н.С.Артемьев, В.Е.Егоров, С.Н.Яруткин, В.С.Корчаков, В.Н.Волков...
Чӗмпӗртен уява палӑк авторӗ Н.Г.Кондрашкин скульптор килнӗ. Кунтах - пирӗн паллӑ ӳнерҫӗ, Чӑваш халӑх художникӗ В.И.Агеев. Вӑл 1991 ҫултах «Вучах» хаҫат ыйтнипе унта пичетлекен очерк валли Некей портретне ӳкернӗччӗ. Палӑкра та ҫав сӑнах.
Хусанушкӑнь тӑрӑхӗнчи халӑх харсӑр, маттур, ӗҫчен те патвар. 1956 ҫулта, кунта пӗрремӗш хут килсе ҫӳренӗ чухнех, мана хӑйне евӗрлӗ ҫак ят - Хусанушкӑнь, шухӑша янӑччӗ. Авалхи Хусан хулипе ҫак Хусанушкӑнь ялӗсен хушшинче ҫыхӑну ҫук-ши? Чӑнах ҫапла иккен. Истори чӑнлавӗсем тӑрӑх паллӑ: Хусан хулине 1370 ҫулта Пӑлхар хулин патшин Хусан ятлӑ ывӑлӗ никӗсленӗ. Ҫавӑнпа ҫӗнӗрен никӗсленӗ хулана пӗтӗм халӑх Хусан теме тытӑннӑ... Каярахпа, 1437 ҫулта, Ылтӑн Ургаран хуса янӑ Тӑхтамӑш мӑнукӗ Улуг Мухаммед систермесӗр тапӑнса туртса илнӗ. Ун чухне Хусана Ылтӑнпикпе Алимпик тытса танӑ. Вӗсем Улуг Мухаммеда хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ. Ылтӑнпик ҫав ҫапӑҫура пуҫ хунӑ, Алимпик вара хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе Атӑлӑн сылтӑм ҫыранне куҫса килнӗ. Хусанушкӑнь ялне ҫавсем пуҫласа янӑ ӗнтӗ. Тен, хӑйсемпе пӗрле Алимпик Пӑлхар хулин патшин ялавне те илсе килнӗ. Ахӑртнех ҫав ялав паян кунчченех Некей ятпа упранать.
Хӑҫан та пулсан Некей япавӗ тупӑнасса шанас килет. Халӑх пурлӑхӗ пулса тӑнӑ япаласем ҫухалма пултараймаҫҫӗ. Ӗмӗр-ӗмӗр вӗлкӗштӗр Некей ялавӗ!..
ЮХМА Мишши,
Чӑваш халӑх пиcателӗ