Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.27 Республика кунĕ: хаклав (Хыпар)

Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Кашни халăх хăйĕн историйĕпе, культурипе пуян. Çакă - кăмăл-сипет никĕсĕ. Паллах, халăх юрри-ташшинче халăх чунĕ нихçанхинчен те лайăхрах уçăлать.

 

Алена Аршинова, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ:

- «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль унта пынă çынсен чĕрисене пĕрлештерĕ.

 

Марина Подлубная, Сарă ту облаçĕнчи «Россияне» юрă ансамблĕн ертÿçи:

- «Раççей çăл куçĕсем» фестивале пысăк хавас-кăмăлпа пиллĕкмĕш хут килетпĕр ĕнтĕ. Мĕнлерех йĕркелени савăнтарса тĕлĕнтерет, хавхалантарать. Урамсен тасалăхĕ, чăваш халăхĕн ырă кăмăлĕ илĕртеççĕ. Пирĕн коллектив питĕ кăмăллă, çакнашкал чаплă фестивале хутшăнма пÿрнишĕн телейлĕ.

 

Татьяна Горбунова, Мордва Республикинчи «Русская удаль» коллектив членĕ:

- «Раççей çăл куçĕсем» фестивальте эпĕ пĕрремĕш хут. Шупашкара килсен питĕ хавхалантăм, паян та çав тыткăнран тухаймастăп. Кунта ырă сунакан, йăлтăр кулăпа çиçекен çынсем пурăнаççĕ. Мероприятие лайăх йĕркеленинчен тĕлĕнтĕм, нумайăшĕн чăвашсенчен тараватлăха вĕренмелле. Шупашкар - таса, илемлĕ, юмахри пек хула.

 

Ольга, 50 çулта, Шупашкарта пурăнать:

- Шупашкар çыннисемпе хăнасем валли йĕркеленĕ уяв мана питĕ килĕшрĕ. Культурăна çул уçса памалла, телевизорпа халăх юрри-ташшинчен йĕркеленĕ концерта кураймастăн та халĕ. Çын чунĕ халăх пултарулăхĕ патне туртăнать. Уявра эпĕ чун-чĕререн хĕпĕртерĕм, чĕрĕ сасăпа, халăх юрри-ташшипе килентĕм.

 

Игорь Коков, Хакаси Республикинчи «Сюрприз» хореографи ансамблĕн ертÿçи:

- Çав тери çÿллĕ шайра, лайăх йĕркеленĕ фестивальте пуçласа пултăмăр. Кунта эпир ăнсăртран килмен: аттем - чăваш. Чăваш Ене килме эпĕ тахçанах ăнтăлнă. Шупашкар мана анлăшĕпе, тасалăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.

 

Олег Богатырев, Аçтăрханри «Берегиня» халăх юррин ансамблĕн ертÿçи:

- Кунта пуçласа - 1996, каярах 2006 çулта пулнăччĕ. Кăçал татах килтĕмĕр. Хула куç умĕнчех хитреленсе пынине куратпăр. Çак çулсенче вăл палламалла мар улшăнчĕ - тасарах, илемлĕрех, чăннипех ку чухнехи хула. Эпир кунта татах та татах килме хатĕр.

 

Елена Бархатова, Кабарда-Балкарти Баксан хула округĕн Управленийĕн пуçлăхĕ:

- Мухтав сирĕн халăха чаплă çак фестивальшĕн. Эсир хăвăрăн чи хаклине - юрра, чунăра - упратăр. Сирĕн патăрта хăнара пуласси - пысăк чыс. Пирĕн яш-кĕрĕм туслă, вăйлă, интернациллĕ. Вăл Раççейшĕн, Кавказшăн тата Этемшĕн мăнаçланса пурăнать. Фестиваль аталанса пытăр тата нумай çул пурăнтăр.

 

Ирина Шикова, Волгоград облаçĕнчи пукане ăсти:

- Чăваш Енре иккĕмĕш хут. Конкурса ĕçтешсемпе хутшăнма, хамăн ăсталăха кăтартма, ыттисен пултарулăхне пăхма тата, паллах, хастарлăхпа хавхаланма васкарăм. Конкурсра пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ, çапах та маншăн çĕнтерÿ мар, мероприятие хутшăнни тата çĕнĕ, паха опыт илсе кайни пĕлтерĕшлĕрех.

 

Анатолий Майлат, йывăçа эрешлесе илемлетекен, Чул хула облаçĕ:

- Чăваш Енре эпĕ пĕрремĕш хут. Пытармастăп: сирĕн пата тахçанах килесшĕнччĕ, ăстасен Пĕтĕм Раççейри конкурсне хутшăнасшăнччĕ. Чăваш тăрăхĕ питех те илемлĕ, çапах та Шупашкар хулинчи паллă вырăнсем чуна тыткăнлаççĕ. Сире чĕннĕшĕн, тарават пулнăшăн тавах.

 

Беларуç Республикинчи халăх юрри-кĕввин «Шчодрыца» ансамбльне çÿрекенсем:

- Фестиваль çак хăтлă кĕтесре пулма çеç мар, хамăра чаплă шоу - Республика кунĕн, «Раççей çăл куçĕсен» - пĕр пайĕ вырăнĕнче туйма май пачĕ. Кун пек мероприятисем унта хутшăнакансене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ, харпăр хăйĕн ĕçне тиркевлĕ куçпа пăхма хушаççĕ. Эпир ытти коллективпа паллашма, туслашма ĕлкĕртĕмĕр, малашне те тĕл пуласса шанатпăр.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика