Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.27 «Чăвашавтоçулăн» çулĕсем шанчăклă (Хыпар)

Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăçалхи Республика кунĕ нумайлăха асра юлĕ. Çав кун вĕсен тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: Турикасси - Мăн Мамăш - Чаканар - Аначкасси - Пранькка автоçул хута кайрĕ. Асăннă ялсенче пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Правительствин вице-премьерĕ - транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский, Шупашкар район пуçлăхĕ Вячеслав Рафинов, «Чăвашавтоçул» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Александр Волков тата ытти хăна килчĕ.

Çак çула ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн 2008 çулта тума пуçланă. Чăваш Енри çул-йĕр организацийĕсенчен пĕри 620 метр çул сарнă хыççăн ĕç малалла каяйман - укçа-тенкĕ çитменни чăрмантарнă. 2011 çулта «Чăвашавтоçул» АУО тендера хутшăнса çак ĕçе малалла тăсмашкăн ирĕк илнĕ.

- Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчен пысăк калăпăшлă ĕçе пикентĕмĕр. Пирĕн обществăн Çĕмĕрлери техника-производство управленийĕн ĕçченĕсем яваплăха туйса тăрăшрĕç, - тет «Чăвашавтоçул» предприятин генеральнăй директорĕ Александр Волков. Александр Анатольевич каланă тăрăх - социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра ирĕн-каçăн ĕç шавĕ кĕрленĕ. Услови çирĕп пулнă: объекта срокпа палăртнинчен маларах хута ямалла. Халĕ «Чăвашавтоçул» строителĕсен ĕçĕпе Янăш тăрăхĕнче пурăнакансем чăннипех кăмăллă.

2,841 çухрăма тăсăлакан çула ĕçе кĕртме çăмăлах пулман. Тарăн çырмасем пурри тата кукăр-пăрăнчăк йышлă пулни чăрмантарнă. Çул-йĕрçĕсем кашни саманта шута илсе тĕплĕн ĕçленĕ: тарăн варсенче çĕре 9-11 метра яхăн хăпартса пусăрăнтарнă* икĕ енĕпе - 1238 метра яхăн - бетонран шыв юххисем вырнаçтарнă* çул хĕррисене çумăр шывĕ юхтарса каясран шыв сиккисем янтăланă.

Халĕ пĕтĕм йывăрлăх хыçа юлнă ĕнтĕ. Мăн Мамăшран çырма урлă Пранькка енне выртакан çул çине сăртлă вырăнтан пăхатăн та - тин çеç хунă çĕнĕ асфальт çул хĕвел çуттинче куçа шартарса йăлтăртатать.

- Хисеплĕ ял-йыш! Çакнашкал чаплă çул пирки тахçантанпах ĕмĕтленнĕ эсир, - терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Паянтан кĕтни пурнăçланчĕ. Эсир халĕ пĕр чăрмавсăрах Ишеке, район центрне, Шупашкара çÿреме пултаратăр. Çул-йĕр ыйтăвне татса пани ял çынни килти хуçалăхра çитĕнтернĕ пахча çимĕçне вырнаçтарма та май парать.

Çул-йĕр тăвакансем те республикăн экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине палăртрĕ Михаил Васильевич. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх - промышленноç производствин индексĕ кăрлач-çу уйăхĕсенче 117,3% ÿсни. Çакă федерацин Атăлçи округĕнче чи аван кăтарту.

Пирĕн республика çул-йĕр тăвассипе ытти регионсемшĕн тĕслĕх пулнине каларĕ хăйĕн сăмахĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. «Çакна паянхи тĕслĕх те аван çирĕплетет. Тăван Чăваш Енĕн пĕчĕк ялĕсене те асфальт çул çыхăнтарни маншăн та пысăк савăнăç. Сирĕншĕн хĕпĕртетĕп», - терĕ Алена Игоревна.

Çак тăрăхра пурăнакансен ячĕпе Зоя Яковлевна Бычкова ĕç ветеранĕ сăмах каларĕ. 80 урлă каçнă кинемей савăнăç куççульне пытараймарĕ: «Йĕпе-сапара, хĕллехи вăхăтра тарăн çырма урлă каçас тесе мĕн чухлĕ тертленмен пулĕ. Чаплă çула курасса сунманччĕ. Кĕтсе илтĕмĕрех. Тавах республика ертÿçисемпе çул-йĕр тăвакансене!»

Хура тăлапа çăпата типтерлĕ сырнă кинемейĕн вашаватлăхне кура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн кăмăлне татах çĕклес терĕ пулмалла: «Зоя Яковлевна, салтса хур çăпатуна. Çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак туян та шаплаттарса ут яка асфальтпа». Кинемей, Михаил Васильевича ачаранах аван пĕлекенскер, кÿршĕ ялсем-çке, - парăмра юлмарĕ: «Пушмакне туяннă-ха, урисем итлесшĕнех мар. Хăнăхăп-ха».

Акă кĕтнĕ самант. Йĕрке çапла: хĕрлĕ хăйăва касса çула уçмалла. Уявра ача-пăча та йышлăччĕ. Республика Пуçлăхĕ çак тивĕçе пурнăçламашкăн Мăн Мамăш ачисене Даша Магазеевăпа Саша Замятина сĕнчĕ. «Çак кун сирĕн асăрта ĕмĕрлĕхе юлтăр», - терĕ Михаил Васильевич телейпе çиçекенскерсене.

Республика Пуçлăхĕ «Чăвашавтоçул» АУОн Етĕрнери филиалĕн юсавпа строительство управленийĕн водительне Борис Ефимова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» паллăпа, Вăрнарти ДРСУ директорне Валерий Спиридонова Тав хучĕпе чысларĕ. Асăннă предприятин пысăк ушкăнĕ Минстройпа «Чăвашавтоçул» АУОн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ.

4 яла çыхăнтаракан çĕнĕ çула Улатăрти Çветтуй Троица мăнастирĕнчен ятарласа килнĕ Софроний атте сăвапларĕ. Ял çыннисен пĕр ушкăнĕ Михаил Игнатьевпа тата Алена Аршиновăпа автобуса ларса çĕнĕ трассăпа çула тухрĕ. Пурин те пĕр шухăш: «Чăвашавтоçул» строителĕсем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçланă.

«Асăннă объекта ĕçе кĕртмешкĕн строительство пуçланнăранпа 38,335 млн тенкĕ кайнă», - пĕлтерчĕç тĕп подряд организацийĕнчен. «Чăвашавтоçулăн» ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. Çул-йĕр рынокĕнче вăл кăтартуллисенчен пĕри. Александр Волков генеральнăй директор ĕç калăпăшĕ ÿссех пынине каларĕ. 2012 çулта пĕтĕмпе 3 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Çак укçан ытларах пайне федераци пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр тума, юсама усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра акционерсен обществин подразделенийĕсем федераци пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче /«Волга» М-7/ реконструкци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех «Çĕрпÿ - Чĕмпĕр» А-151 автоçула тĕпрен юсаççĕ. «Чăвашавтоçул» специалисчĕсем объектсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хута ярасси иккĕлентермест: хальхи йышши çĕнĕ техникăпа тухăçлă усă курни шанăçа тÿрре кăларма пулăшать. Хăватлă техника вара çителĕклĕ. Парка çĕнетсех пыраççĕ.

Александр Волков генеральнăй директор шухăшĕпе - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тĕрĕс тытса пыракан политикине пула республика экономики ăнăçлă аталанать. Çĕнĕ çулсем туни те çынсен пурнăçне çăмăллăх кÿрет. Чăваш Енре пурăнакансем те ыранхи куна çирĕп утăмпа пусăмласа палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшаççĕ.

 

Михаил МИШИН.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика