Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.23-29 Экономика ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç (Чăваш хĕрарăмĕ)

Виçĕм кун Шупашкарта «Стратеги çĕнĕлĕхĕсен тапхăрĕ» V экономика форумĕ уçăлчĕ. Вăл çу уйăхĕн 24-мĕшĕччен ĕçлет. Унта Германирен, Латвирен, Иранран, Раççей регионĕсенчен, республикăран 168 предприяти-организаци хутшăнать. Екатеринбург хулинчен килнĕ 10 компани хăйĕн продукцине кăтартать. Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçласси мĕнлерех пынипе паллаштараççĕ.

«Регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен XIX куравĕнче кашни хулапа района муниципалитет тĕллевне еплерех пурнăçа кĕртни çинчен кăтартма уйрăм вырăн уйăрнă. Ку ĕçе Шупашкар хула администрацийĕ тăрăшса йĕркеленине, Улатăрсем аван ирттернине палăртмалла. Министерствăсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пуçарнипе хула çыннисем тата хăнасем электротехникăри, приборсем тăвас ĕçри, строительствăри, коммуналлă хуçалăхри, ял хуçалăхĕнчи, апат-çимĕç промышленноçĕнчи, ытти отрасльти çĕнĕлĕхсемпе, предприяти-организаци туса кăларакан продукципе паллашĕç.

Форум картинче «Чăваш Республикин професси аталанăвĕ» фестиваль иртет. «Чăваш Республикин чи лайăх экспортерĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Делегацисем форума хăйсен ĕç опычĕпе тата продукцийĕпе паллаштарма кăна мар, çĕннине пĕлме те пуçтарăннă. Сăмахран, ал ĕçĕн ăстисем Мария Симакова, Çĕнĕ Шупашкарти Валентина Поповăпа Лариса Калашникова пуçтарăннисен умĕнче тĕрĕ-эреш вăрттăнлăхне хапăл тусах уçса пачĕç. ЧР Культура министерствин курав пайĕнче куç умне Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем Галина Опаевăпа Ольга Кушманова тăрăшнипе чăваш халăх çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕ тухса тăчĕ. Канашри педагогика колледжĕ кăтартма чăваш çырулăхĕпе çыхăннă экспонатсем илсе килнĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕн курав кĕтесне нумаях пулмасть ал ĕç ăсти Ирина Ефимова Францирен, Лада Шалахманова Алтай крайĕнчен илсе килнĕ пысăк наградăсем илемлетрĕç. Патăрьелсем Ксыл-Чишма ялĕнче завод хута яни çинчен савăнса пĕлтерчĕç.

Кĕскен, кашни хула-районтах иртнĕ çулталăкра ырă улшăнусем пулнă, делегацисем вĕсемпе савăнсах паллаштарчĕç, экономикăна аталантарассипе, социаллă пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле сÿтсе яврĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика