Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.26 «Сирĕн тăрăшулăхăр ыран çимĕç парĕ…» (Хыпар)

Пĕр уйрах çавăн чухлĕ техника тата халăх пулнине Хыркассисем ас тумаççĕ. Ахаль техникăпа ахаль çынсем кăна мар: пĕтĕмпех - çĕр сухаламалли, сÿрелемелли, кăпкалатмалли, акмалли, купаламалли, çулмалли, пухса илмелли тата ытти те.

 

Ял хуçалăхне - пулăшу

Кĕскен калас тăк - пĕтĕмпех ял хуçалăхĕпе çыхăннă техника тата çак кăткăс техникăна ĕçлеттерме пултаракан ăста специалистсем. Кунсăр пуçне ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли, тухăçне ÿстермелли препаратсемпе минерал удобренийĕсем, вăрлăх хатĕрлекен предприятисем хăйсен продукцине пахалама сĕнчĕç Республика кунĕнче Шупашкар районĕнчи «Чăвашагромаркет» ЯХПК» АХО уйĕнче ирттернĕ куравра. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе «Агро-Инновацисем» унитари хысна предприятийĕ тата «Чăвашагромаркет» акционерсен хупă обществи пĕрле йĕркеленĕ. Пĕлмелли, курмалли вара кунта чăннипех нумай: иртнĕ ĕмĕрĕн 1930 çулсен пуçламăшĕнче Харьковри тракторсен заводĕнче туса кăларнă «ХТЗ» маркăллă качаллă тимĕр кустăрмаллă трактортан /сăмах май, кунта вăл хăйĕн «уттипе» çитнĕ/ пуçласа пĕтĕм ĕçе компьютер технологийĕпе пурнăçлакан хăватлă техника таранах. Республикăри тата унăн тулашĕнчи, çавăн пекех чикĕ леш енчи ял хуçалăх техникипе оборудовани туса кăларакан 38 предприяти-завод хăйĕн тĕслĕхĕсене илсе килнĕ.

Республикăри «Уй кунĕ - 2012» курава хутшăнакансемпе пахалама-туянма килнĕ специалистсене, курма пухăннă халăха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет ертÿçин çумĕ Алена Аршинова, Литва Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствин ял хуçалăх атташи Инара Зарене саламларĕç.

«Уй кунĕ» курава 2006 çултанпа ирттереççĕ. Кăçал унта Украинăпа Беларуçăн тата çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчи 50 ытла дилерĕ /ял хуçалăх техники туса кăларакан тата сĕнекен предприятисем/ хутшăнма кăмăл тунă. Михаил Игнатьев куравăн тĕллевне уçăмлатса: «Сирĕн паянхи кун уттинчен кая юлмасăр, хăш-пĕр чухне маларах кайса тăвакан ĕçĕр ял условийĕсенче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма хушма вăй, ял çыннин шухăшлавне аталантарма витĕм кÿрет», - терĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех Чăваш Енре агропромышленноç комплексĕнче, фермер хуçалăхĕсенче ĕçлекенсене, хушма хуçалăха аталантарма тăрăшакансене патшалăх пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ. Ахальтен мар пирĕн республика хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илессипе, унпа тухăçлă усă курассипе федерацин Атăлçи регионĕнче мала тухнă. Кун пек кредитпа пирĕн республикăри кашни виççĕмĕш хуçалăх усă курнă. Михаил Игнатьев çĕре хисеплеме, унăн пулăхне ÿстерме, усăсăр выртакан лаптăксен шутне чакарма, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме чĕнсе каларĕ: «Çĕршĕн мĕн чухлĕ ытларах тăрăшăпăр, вăл çавăн чухлĕ е тата ытларах та тухăçпа савăнтарĕ...»

Михаил Васильевич куравра тыр-пул пуçтарса кĕртмелли комбайнпа харăсах темиçе ĕç пурнăçлама пултаракан трактора ĕçлеттерсе пăхрĕ. Суту-илÿ килĕшĕвĕ тăвакан та сахал марччĕ куравра.

 

Кÿкеç хăнасене хапăл

Çак кун Кÿкеç поселокĕ темиçе чĕлхепе калаçрĕ, юрларĕ-ташларĕ. Савăк кăмăллă-кулăллă кун унăн сăнĕ татах çуталчĕ, хитреленчĕ. Район ертÿлĕхĕ те хăна-вĕрле пухма тĕплĕ хатĕрленнине кашниех палăртрĕ. «Уй кунĕ - 2012» курава уçнă хыççăн Михаил Игнатьев Пуçлăх уявăн хисеплĕ хăнисемпе пĕрле кунта çитрĕ. Вăл Шупашкар районĕнче пурăнакансем кăçалхи Республика кунне хăйсем патĕнче ирттерме хастар та пуçаруллă ĕçĕпе, ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ирĕк çĕнсе илни çинчен каларĕ. «Паянхи Чăваш Ен - çирĕп аталанса пыракан талпăнуллă регион. Унăн историйĕ пуян, культури хăйне евĕрлĕ. Пĕр çемьери пек пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăх çирĕп. Анчах республикăн тĕп пуянлăхĕ - ĕçчен, хастар, ырă кăмăллă халăхĕ тенĕ пулăттăм...»

Тăван республикăмăрăн вăй-хăватне ÿстерме, унти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма мĕн пур майпа усă курассинче тĕллевне курать регион ертÿлĕхĕ. Çапла тума тăрăшать те. Сывлăх сиплевĕнчи, вĕренÿри, культурăпа спортри, ытти сферăри модернизаци çÿлерех каланине ĕненмелле çирĕплетет. Тăван республикăмăрăн малашлăхĕ - унăн ырă кăмăллă, хастар та пуçаруллă тата ăслă çыннисенчен килнине, субъект ертÿлĕхĕн ертсе пырас ăсталăхĕ пысăккинче пулнине палăртрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова. «Тăван республикăмăрăн» тенине уява пухăннă халăх ырласа, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Михаил Игнатьев республикăри агропромышленноç комплексĕн чи маттур та хастар ĕçченĕсен пысăк ушкăнне чысланă хыççăн сцена çине нумай çул пĕрле шăкăл-шăкăл пурăннă, хăй вăхăтĕнче тăрăшуллă ĕçпе палăрнă, ывăл-хĕрне тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ, тивĕçлĕ канура та алă усса лармасăр общество пурнăçне хастар хутшăнакан Ивановсене чĕнсе кăларчĕç. Михаил Васильевич мăшăр ячĕпе ырă нумай сăмах каларĕ, Ульян Ивановичпа Рема Михайловнăна «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чысларĕ.

Шупашкар район пуçлăхĕ Вячеслав Рафинов Михаил Игнатьев аллинчен Шупашкар районне вĕренÿ тытăмне çĕнетсе улăштармалли программăпа килĕшÿллĕн çак тĕллевпе оборудовани туянма 29,5 млн тенкĕлĕх сертификат илчĕ. Чылай хресчен /фермер/ хуçалăх ертÿçине тата «Земство тухтăрĕ» программăпа ялти сиплевĕшсенче ĕçлеме кăмăл тунă тухтăрсене пĕрер миллион тенкĕллĕ сертификат пачĕç.

Уява килнисене халăх пултарулăхĕн çирĕммĕш «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне хутшăнакансем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Спортсменсем «Улăп» спорт комплексĕ умĕнчи лапамра, унăн çывăхĕнчи стадионра вăй виçрĕç, ал ĕç ăстисем хăйсен куравне йĕркелерĕç. Каçхине Кÿкеç тÿпине фейерверк çутатрĕ...

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн

Автомобильсен кросĕн регионсен хушшинчи йăлана кĕрекен «Чăрăшкасси - 2012» ăмăртăвĕ кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Унчченхине хамăр республикăри /ытларах - Кÿкеçри/ автомотоспорта кăмăллакансем хутшăннă тăк - кăçалхине кÿршĕ республикăсенчен те килнĕ. Ара, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн «хÿттине» илнĕ-çке, ятарлă Кубок çирĕплетнĕ. «ПромТехСтройСервис» обществăн генеральнăй директорĕн Юрий Михайловăн шухăшĕпе - тупăшăвăн малашлăхĕ пурах. Юрий Владимирович иккĕмĕш ăмăртăва курма килнĕ Михаил Игнатьева, Алена Аршинова депутата, район ертÿлĕхне номинацисемпе паллаштарнă хыççăн финал пуçланчĕ. Тĕллĕн-тĕллĕн лакăмлă, шуçлак, тусанлă тата сулнăклă трассăпа спорт машинисем мĕнле ыткăннине сăнама питĕ кăсăк. Спортсменсен ÿсĕмĕсене кура уйăрнă экипажсем пĕрин хыççăн тепри старта тухрĕç. Тĕп призсене республика тулашĕнчи спортсменсем тивĕçрĕç.

- Йывăрлăхсене çĕнтермесĕр çитĕнÿ пулмасть. Ентешсен ку енĕпе ăсталăхĕ хальлĕхе пĕчĕкрех. Анчах пирĕн шанăç пысăк: экстримспорт та пирĕн республикăра аталанĕ, ыттисем пекех хисеплисен шутне кĕрĕ, - терĕ Михаил Игнатьев тупăшăва сăнанă тата спортсменсене ăнăçу суннă май.

 

Уяв парнепе сумлă

Республика кунĕ Ишлейсемшĕн уйрăмах асра юлĕ: «Ялти комфорт» общество çак кун тĕлне Спутник урамĕнчи 14-мĕш номерлĕ, пилĕк хутлă, 60 хваттерлĕ çурта хута ячĕ. Унти 29 хваттерĕн уççине кивĕ, çĕрĕшнĕ тата авариллĕ çуртсенче пурăннă çемьесем илчĕç. Тахçантанпах кĕтнĕ çак самантшăн Николаевсен, Карповсен, Самсоновсен, Харитоновсен, Васильевсен, Андреевсен тата ыттисен çемйисем питĕ савăннă. Унчченхипе хальхине танлаштарма та çук - общежитисенчи хĕсĕк, бараксенчи пăнтăхнă сывлăшлă пÿлĕмсенче нушаланса пурăннă хыççăн чылайăшĕшĕн икĕ е виçĕ хăтлă пÿлĕмсемлĕ хваттерсем çăтмахри пек туйăнчĕç. Сăмахран, Галина Пучкова 21 çул ытла «Надомница» пĕрлĕхре вăй хунă, каярахпа предприяти панкрута тухнипе ĕçсĕр тăрса юлнă, биржăра шутра тăнă. Асăннă предприятин общежитийĕн пĕр пÿлĕмĕнче çемйипе хĕсĕнсе пурăннă, мăшăрне çухатнă. Хăçан та пулин çĕнĕ хăтлă хваттере куçас ĕмĕчĕ те сĕвĕрĕлнĕ. Пачах сÿнмен иккен, çак туйăма йăл илсе аталанма Чăваш Республикин территорийĕнчи кивĕ тата хăтлăхсăр çуртсенче пурăнакан çынсене хăтлă çуртсене куçармалли программа пулăшнă. Уçă илнĕ хыççăн савăнăçпа тулнă Пучковсен çемйи пурне те çĕнĕ хваттере хăнана чĕнчĕ. Кăмăлпах килĕшрĕ Михаил Васильевич...

Икĕ енĕ те хваттерсен хăтлăлăхĕпе, строительсен ĕçĕн пахалăхĕпе кăмăллă юлчĕ. Михаил Игнатьев застройщик-организацин чылай ĕçченне Тав хучĕ пачĕ, асăннă программăна пурнăçлас тĕллевпе малашне те тăрăшса ĕçлессине çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн çитес вăхăтра республикăра тата 24 пин çурă тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута кайĕ, пин ытла çын хăтлă хваттерте пурăнма тытăнĕ. Апла тăк - ыттисемшĕн те кĕçех уяв çитĕ.

 

Юрий ЛИСТОПАД.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика