Ĕнер Правительство çуртĕнче «Стратеги çĕнĕлĕхĕсен тапхăрĕ» V экономика форумĕн программипе килĕшÿллĕн «Ял территорийĕсен ку чухнехи условийĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ» темăпа «çавра сĕтел» ĕçлерĕ. Унта республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Литва, Мордва республикисен, Ульяновск, Киров облаçĕсен, Мускав хăнисем те хутшăнчĕç.
Чăваш Енри ялсенче республикăри мĕн пур халăхăн 42 проценчĕ пурăнать. Яла аталантарасси - Правительствăн чи малта тăракан тĕллевĕсенчен пĕри, çавăнпа вăл ун валли укçа-тенкĕ сахал мар уйăрать.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне тата «Ял хуçалăх продукчĕн, чĕр таварпа апат-çимĕç пасарĕсен ĕçне йĕркелесе тăрас, ял хуçалăхне аталантарас» программăна пурнăçласа çĕр ĕçченĕ 3 млрд та 246 млн тенкĕлĕх 7485 çăмăллăх кредичĕ илнĕ. «Ялăн социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи 6 уйăхра 88 çамрăк çемьепе специалист пурнăç условийĕсене лайăхлатнă.
Çурт-йĕре е хваттере кредитпа туянакансене пулăшас тĕллевпе процент ставкин хушма тÿлевне патшалăх хăйĕн çине илет. Ялта ĕçлесе пурăнма килĕшекен медицина специалисчĕсене «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 1 млн тенкĕ парса пурнăçа сыпăнтарма çăмăллăх кÿрет. Хальлĕхе ял сыватмăшĕсенче вăй хума пысăк квалификациллĕ 68 тухтăр килĕшнĕ.
Кунашкал ырă тĕслĕх темĕн чухлех пулин те çивĕч нумай ыйтăва туллин татса парайман-ха. Ял хуçалăх производствинче, продукци тирпейлес тата ăна тупăшлă вырнаçтарас тĕлĕшпе çĕнĕ те хăюллă, инновацилле çивĕч пуçарусем, малашлăха шанчăклă çул хывакан сĕнÿсем кирлĕ.
Чи малтанах ял çыннине хисеплеме вĕренер. Кăшт ÿсĕм тусан та хавхалантарар ăна. Талпăнса вăй-хумасăр, ирĕн-каçăн хастарлăх кăтартмасăр производство ăнăçлă аталанаймĕ. Çакăн çинчен те пусăмлатсах калаçрĕç «çавра сĕтеле» пухăннисем.
- Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май ял çыннин ыйтăвĕсем çивĕчленесси паллă. Рынокри суту-илÿ малтанхи вăхăтра çăмăл пулмĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - Патшалăх халĕ те ял çыннине пăрахмĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме 9 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Васильев ял хуçалăхĕ валли çамрăк кадрсем епле хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев ялта пурăнакана ĕç вырăнĕ тупас, пĕр-пĕр ĕç пуçармашкăн пулăшас тĕллевпе çивĕч ыйтусене епле татса панипе паллаштарчĕ.
Чăваш Енри тăрăшуллă ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене темиçе енлĕ кăтартупа пĕтĕмлетсе палăртасси юлашки çулсенче ырă йăлана кĕнĕ. «Çавра сĕтеле» пухăннисем республикăри 100 чи лайăх хуçалăх ятне пĕлчĕç. Вĕсем уйрăмах Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Вăрнар районĕсенче нумай. Пĕрремĕшсен ретĕнче - «Çĕр улмине мухтав» агрофирма /Комсомольски районĕ/, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг, ыттисем те.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.