Çĕр çул каярах, 1912 çулта, Шупашкар уесĕнчи чиркÿпе прихут шкулĕсенчен вĕренсе тухнă арçын ачасемпе хĕр ачасемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Экзаменсенче уйрăмах палăрнисене Раççей салтакĕсен Бородино çывăхĕнчи çапăçусенчи паттăрлăхне халалланă Мухтав хучĕсемпе наградăланă. Çак хута Арккасси хĕрĕ Иустина Александрова, Чумкассинчи Федоров тивĕçнĕ. Паллах, ăна уесри ытти чиркÿпе прихут шкулĕсенчи отличниксене те панă.
Мухтав хучĕ çинчен кĕскен те пулин каласшăн. Вăл самаях пысăк, «Хыпар» хаçатăн çур страници чухлĕ. Ун çине Бородино патĕнчи çапăçусем çинчен каласа паракан ÿкерчĕксем вырнаçтарнă.
Вун тăххăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Европăра лару-тăру питĕ çивĕчленсе çитнĕ. Франци çарĕсем Италире, Испанире, Швейцарире, Голландире, Германире, Пруссире, Австрире хуçаланнă. Наполеон пысăк çар пухса 1812 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче Раççее тапăннă. Вильна, Минск, Полоцк, Орша, Витебск, Дорогобуж хулисене, Литвапа Беларуçе туртса илнĕ.
Тăшмана хирĕç пĕтĕм Раççей халăхĕ çĕкленнĕ, çарсене ертсе пыма Михаил Кутузов генерала çирĕплетнĕ. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускав çывăхĕнчи Бородино ялĕ патĕнче вăйлă çапăçу иртнĕ. Çав çапăçуpa Раççейĕн 120 пин çынран тата 640 тупăран тăракан çарне Францин 135 пин çынран тата 567 тупăран тăракан çарĕ тапăннă. Раççей çарĕ - Багратион, Дохтуров, Раевский, Бороздин, Горчаков, Воронцов, Неверовский, Тучков, Лавров, Милорадович, Ермолаев, Остерман-Толстой генералсем ертсе пынă корпуссемпе дивизисем - тăшмана хирĕç вирлĕ çапăçнă. Грамотăра Бородино патĕнчи çапăçу мĕнле пыни çинчен кĕскен каласа панă.
Уесри çынсем Мухтав хучĕпе кăсăкланса паллашнă. Тĕрĕссипе, çак Мухтав хучĕ çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме, юратма вĕрентекен пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пулнă.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче Раççей салтакĕсем - вырăссем, украинсем, белоруссем, тутарсем, чăвашсем, пушкăртсем, çĕр-шыври ытти халăх çыннисем - Бородино патĕнче тĕлĕнмеле паттăрлăх кăтартнăранпа ик çĕр çул çитет. Историлле çак пулăма çĕр-шыври халăх анлăн паллă тăвĕ тесе шухăшлатăп. Çавна май пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен, лицейсенчен, гимназисенчен, колледж-техникумран, училищĕсенчен, университет-институтран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухакан çамрăксене Бородино патĕнчи çапăçусене аса илтерекен Мухтав хучĕсемпе наградăласан лайăхчĕ. Манăн шухăшпа, çапла тума май çителĕклĕ. Тĕслĕхе çĕр çул каярах кăларнă Мухтав хучĕсемпе усă курма пулать. Асăннă грамотăри кашни сăмах, кашни ÿкерчĕк, кашни предложени хăй вырăнĕнче - нимĕн те улăштарма кирлĕ мар. Çав грамотăсене упраса хăварнă çемье республикăри хула-ялта сахал мар пек туйăнать. Хăшĕсем музейсене е архивсене пама пултарнă.
Çак сĕнĕве республикăри Вĕренÿ министерствин ертÿçисем шута илессе шанас килет.
Анатолий СЕМЕНОВ,
педагогика тата вăрçă ветеранĕ