Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.22 Чăвашлăх туйăмĕ хăпартлантартăр (Хыпар)

Республика кунĕ - пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ. Çавна май вĕсем кашни çулах хăйсен тĕп килне - Чăваш çĕр-шывне - пухăнаççĕ. Республика кунĕнче Акатуй ирттерме пуçлани пирĕншĕн темрен паха. Ку уявра эпир чун каниччен чăн чăвашла /хамăрла/ юрлатпăр-ташлатпăр, пĕр кăкран тухнă тăванăмăрсемпе курса калаçатпăр.

Авалтанпах Акатуй пирĕн мăн асатте-асаннемĕрсемшĕн, кукаçей-кукамайсемшĕн тĕп уяв çеç мар, хăйне майлă пĕтĕмлетÿ, пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Ăна ирттернĕ хыççăн чăвашăн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Паянхи ăрушăн вара Акатуй еплерех пĕлтерĕшлĕ? Кăçал ăна тăваттăмĕш хут йĕркелетпĕр пулин те тивĕçлипе хакласа кирлĕ шайра ирттерейĕпĕр-и-ха?

Уявра пĕлтĕр пулса курнăран акă мĕн калама пултаратăп. Унта тĕрлĕ регионтан, тĕп хуламăртан инçех мар вырнаçнă районсенчен килекен, çавăн пекех Шупашкарти фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем /наци кĕрешĕвĕ, волейбол, футбол.../ иртеççĕ, чăваш апат-çимĕçĕсен конкурсне йĕркелеççĕ. Ку çеç те мар, уяв пуçламăшĕнче авалхи чăвашсен йăлипе тăван халăхăмăра халалласа лартнă Юпа умĕнче «Хура халăх çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, чăвашсем йышлансах пыччăр» тесе аслă турăран пил ыйтаççĕ, тав тăваççĕ, ваттисене асăнаççĕ, парне кÿреççĕ. Çак самантра хăвна паянхи хĕвĕшÿрен уйрăлса аваллăх, чăвашлăх тĕнчине лекнĕнех туятăн. Аякран килнĕ йăхташăмăрсемпе паллашатăн, вĕсен пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлетĕн, сĕтел хушшине ларса тăван чĕлхепе пупленĕ май чăваш шÿрпи те нихçанхинчен тутлă та техĕмлĕ туйăнать. Ун чухне пурте пĕр-пĕринпе тăван, юлташ. Кун пекки тата хăçан пулĕ? Шел, ку илеме пурте кураймаççĕ. Çакна Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапама е ытти çĕре пухăнакан чăвашсене те кăтартасчĕ... Уйрăмах çамрăксене, ÿсекен ăрăва чăвашлăх туйăмĕпе хăпартлантарас килет. Тен, çавăн чухне пирĕн халăх хамăра хамăр хаклама вĕренĕччĕ, чăвашлăх çине урăхларах пăхĕччĕ.

Çак тĕллеве пурнăçлама каллех пысăк тепĕр утăм тумалла. Акатуя Республика кунĕнче тĕп уяв пек йĕркелесе ирттермелле. Ытти мероприяти те кирлĕ-ха, çапах çак кун çĕр-шывăн, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен Чăваш Ене килекенсем пирĕнне нимех те кураймаççĕ-çке, илсе каяймаççĕ. Тепĕр тесен кÿлмек /залив/ таврашĕнче уçăлса çÿренĕ чухне туристсем пирĕн хăш-пĕр сувенир çине чăвашла çырманнишĕн кăмăлсăрланнине те илткеленĕ.

Акатуй хальлĕхе Шупашкар хула администрацийĕпе Чăваш наци конгресĕ тăрăшнипе çеç иртнĕрен, ахăртнех, ку ĕç йĕркеленсе çитнĕ теме иртерех. Чăн-чăн пысăк уяв хатĕрлес тĕк укçа-тенкĕ те, вăй та аванах кирлĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ пĕлтĕрхи Акатуй умĕн иртнĕ ЧНК Аслă Канашĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев «Акатуй» фонд тумалли пирки сăмах хускатнăччĕ. Унăн шухăшĕпе - фондăн çак ыйтупа çулталăк тăршшĕпех ĕçлемелле, укçа пухмалла. Хамăрăн этнографсене, фольклорçăсене тата ытти ăстана явăçтармалла. Фонд йĕркелени республикăмăрăн влаç тытăмĕсене Акатуй ирттерме пулăшĕччĕ.

Апла-и, капла-и - кĕçех уяв. Çитес вырсарни кун, çĕртмен 24-мĕшĕнче, 11 сехетре Акатуя пуçтарăнăпăр. Кăçал пире çĕнĕлĕхсем те кĕтеççĕ. Хальхинче ытти регионтан çеç мар, кашни районтан пĕрер фольклор ушкăнĕ хутшăнĕ. Çавăн пекех пирĕн патăмăрта пурăнакан урăх халăх пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хăйсен апат-çимĕçĕпе паллаштарĕç. Тата... юрлăпăр-ташлăпăр, тăванăмăрсемпе хутшăнăпăр.

РЕДАКЦИРЕН. Чăваш халăхĕн авалтан килекен тĕп уявне республика шайĕнче /Чăваш Ен ертÿлĕхĕ хутшăнса/ ирттерме мĕн чăрмантарнине пурте пĕлетпĕр. Ку... халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ. Вăл - республикăмăрăн тĕп уявĕн тĕп мероприятийĕ. Тутарсемпе пушкăртсен Сабантуйĕ тĕнчипе кĕрлет, пирĕн Акатуй вара - «Шупашкар: 500 çул» парк хутлăхĕнче кăна. Паллах, Республика кунне уявланă тапхăрта пысăк икĕ мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме çав тери кăткăс, çавăнпах-тăр - тĕнчери пĕтĕм чăваш Акатуйне Шупашкар хула администрацийĕпе Чăваш наци конгресĕн вăйĕпе ирттереççĕ.

«Хыпар» хаçат та, вăл хăйне евĕрлĕ ыйтăма явăçтарнă çынсем те «Раççей çăл куçĕсем» фестивале питĕ килĕштереççĕ. Пушшех те - фестиваль РФ Культура министерствин эгидипе иртет, тăкаксен çур пайне /500 пин тенкĕ/ вăл саплаштарать, ытти - республика бюджетĕнчен. Эпир ыйтса пĕлнĕ çынсенчен нумайăшĕ «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕртмен 12-мĕшĕнчи уявра - Раççей кунĕнче - ирттерме сĕнет. Мĕн пытармалли: халăхăн пысăк йышĕ Раççей кунне уяв тесе йышăнмасть-çке хальлĕхе... «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль Раççей кунне чăн-чăн уяв, халăхсен туслăхĕпе тăванлăхĕн, тăнăçлăх уявĕн шайне çĕклесси иккĕлентермест.

Акатуя Сабантуй пек хăватлăн та чаплăн ирттерме, паллах, укçа кирлĕ. Мĕнех, пĕр пайне республика бюджечĕ, теприне тĕп хуламăр, спонсорсем уйăрччăр, мĕн çитменнине нимелле саплаштарăпăр, çак тĕллевпе «Хыпар» Издательство çурчĕ «Акатуй» фонд йĕркелеме сĕнет.

 

Татьяна КРОТОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика