Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.22 Аслă та савăк уяв (Хресчен сасси)

Чăваш Ен хăйĕн çуралнă кунне хĕрÿ ĕçре кĕтсе илет: çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр хута каять, экономика, медицина, вĕренÿ, спорт ĕçĕ-хĕлĕнче ырă пулăмсемпе çĕнĕлĕхсем вăй илеççĕ.

Кăçал та Республика кунне халалланă мероприяти программи анлă пулĕ. Юрă-ташăпа кăна асра юлмĕ вăл. Çĕнĕ пуçарусем пулĕç, мал ĕмĕтлĕ шухăш-кăмăла пурнăçламалли майсем уçăлĕç.

Ĕнер, ав, «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава тата Шупашкарти экономика форумне 700 ытла çын хутшăннă. Хăнасен йышĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин ĕç тăвакан власть тата Раççей субъекчĕсен, ют çĕршывсен представителĕсем пулнă.

Уявсем, савăнмалли сăлтавсем татах пулĕç. Шупашкар, Кÿкеç тата Ишлей çыннисене çĕнĕ хваттер уççисене парĕç. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта пурăнакансен те ыран паллă кун пулĕ – вĕр çĕнĕ ача сачĕ хута кайĕ кунта.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей ăстисем» тата «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕсем кăçал хăйсен 10 тата 20 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале уçма шăмат кун Раççейĕн 31 регионĕнчен, çавăн пекех Беларуçпе Украинăран пултарулăх коллективĕсем килеççĕ. Уяв Шупашкарпа Кÿкеçре кăна кĕрлемĕ. Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра, республикăн ытти хулипе районĕнче те хаваслă юрă-кĕвĕ янăрĕ.

Раççей ăстисен ĕçĕсемпе ыран Шупашкарти Чăваш наци музейĕн картишĕнче (11.00 сех.) паллашма май килĕ. Ыранах хулари культура керменĕсемпе культурăпа кану паркĕсенче пултарулăх коллективĕсен уяв концерчĕсем янăрĕç. Йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» ХХ фестивальне хутшăнакансен театрализациленĕ утăвĕ ку хутĕнче те Наци библиотеки умĕнчен пуçласа Хĕрлĕ площаде çити тăсăлĕ (17.30 сех.).

Каçхи 11 сехетре Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ савăнтарĕ.

Чаплă уява хăйсен тăрăхĕнче ирттерме тивĕç пулнă Шупашкар районĕнче вырсарни кун «Уй кунĕ – 2012» курав, «Районăн ахах пĕрчийĕсем» гала-концерт, «Манăн урам – манăн кил карти» конкурс, спорт мероприятийĕсем иртĕç. Чăваш халăх апат-çимĕçне те тутанса пăхма май килĕ. Турикасси – Мăн Мамăш – Чаканар – Аначкасси автоçул хута кайĕ, Кÿкеçре «Бизнес-центр» суту-илÿ çурчĕ уçăлĕ. Пурне те ăçтан çырса пĕтерĕн? Курмалли, савăнмалли, тĕлĕнмелли пайтах пулĕ.

Республика кунне мĕнле уявланине Чăваш наци телерадиокомпанийĕ кăтартĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль уçăлнине ыран, июнĕн 23-мĕшĕнче, 19 сехетрен пуçласа пăхăпăр. Вырсарни кун çак кăларăмах 17 сехетре тепĕр хут эфира кăларĕç.

Кÿкеçре Республика кунне еплерех ирттернине июнĕн 24-мĕшĕнче 11 сехетре курăр. Çав кунах каçпа, 20 сехетре, ăна тепĕр хут кăтартĕç.

Июнĕн 25-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра тата 19 сехет те 30 минутра уява халалланă «Республика» программăна чăвашла тата вырăсла кăтартĕç.

 

Елена НИКОЛАЕВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика