Хаклă ентешсем!
Раççей кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!
Ку вăл пирĕн çĕр-шывăмăрта пурăнакан мĕн пур çыннăн пĕрлехи уявĕ. Пĕчĕкрех юхан шывсем аслă Атăла юхса кĕнĕ евĕр, Раççейри çĕршер халăх, пĕр çемьене пĕрлешсе, аслă та мăнаçлă патшалăх йышĕнче туслăн та килĕштерсе пурăнать.
Эпир пурте – социаллă тĕрлĕ си, ăру, аслă патшалăхăмăрăн тĕрлĕ регионĕн çынни – унăн шăпишĕн пĕрле явап тытатпăр. Паян Тăван çĕр-шывăмăр пиртен нихçанхинчен те ытларах ырă ĕçсем кĕтет, пирĕн хамăр ăна чун-чĕререн юратнине тата чунтан парăннине пултаруллă ĕçĕмĕрпе çирĕплетме тăрăшмалла. Пĕрле тата вăйсене пĕрлештерсен кăна вĕт эпир малалла ăнăçлăн ĕçлеме, мĕн те пулсан лайăххине тума тата çĕнĕ Раççее вăй-хăват кÿме пултаратпăр.
Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, пĕтĕм чунтан тăнăçлăх, ырлăхпа телей тата Тăван çĕр-шывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур ĕçпе пуçарурах çитĕнÿсем сунатăп!
Чăваш Республикин
Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Дорогие земляки!
Примите искренние поздравления с Днем России!
Это общий праздник для всех, кто живет в нашей стране. Как малые реки, сливаясь, превращаются в величественную Волгу, так, сотни народов, живущих в России, объединившись, образуют великую державу.
Мы все – представители разных социальных слоев, поколений, разных регионов огромного государства – несём общую ответственность за её судьбу. Сегодня Отчизне как никогда нужны наши добрые дела, преданность, любовь и созидательный труд во имя ее процветания. Ведь только вместе, объединив усилия, мы сможем и дальше плодотворно работать, творить и созидать новую Россию.
От всей души желаю вам, дорогие сограждане, мира, счастья, добра и неизменных успехов в делах и начинаниях на благо родного Отечества!
Глава
Чувашской Республики М. Игнатьев