Республикӑра "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыр кӑмӑллӑх акцине укҫа хывакансен йышӗ ӳссех пырать. Сусӑр, хевтесӗр тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксен шӑпине ҫӑмӑллатмашкӑн кашниех хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем те сӑваплӑ марафона пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне вӗсем унӑн пухмачне 798233 тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Улатӑр районӗн тӗп больницин коллектавӗ уйрӑмах пуҫаруллӑ пулчӗ: кунта марафон валли 112580 тенкӗ пухнӑ. "Улатӑр Чӑваш Ене ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен чӗртсе тӑракан асамлӑ вӑй пулса тӑрать, - тет сыватмӑшӑн тӗп тухтӑрӗ Юрий Боголюбов. -Хула ҫыннисенчен кашниех ачасем пирӗн пуласлӑх иккеннне чӗрепе туять. Ҫакна тӗпе хурса йывӑр шӑпаллӑскерсене хӳтӗлемесӗр тӑма пултараймастпӑр."
Республикӑри стоматологи поликлиникинче вӑй хуракансем ача-пӑча фончӗн счечӗ ҫине - 84720, туберкулезпа кӗрешекен диспансерта ӗҫлекенсем - 54280, Шупашкарти тӗп больница коллективӗ - 44080, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиники 40015 тенкӗ куҫарнӑ.
Красноармейски районӗнчи социаллӑ пулӑшу центрӗн, Карайри тата Чатукассинчи ветерансен ҫурчӗсен ӗҫченӗсем те "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыр кӑмӑллӑх марафонне 2000 тенке яхӑн хывнӑ.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, ырӑ тума эсир те васкасса шанатпӑр. Марафона кашниех хутшӑнма пултарать - "Раҫҫей ача-пӑча фончӗ" общество организацийӗн Шупашкар хулин Петров урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ регион уйрӑмне пымалла кӑна.
Укҫана ҫак реквизитсемпе куҫармалла:
Расчетный счет № 40703810075220160067 в отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары,
БИК 049706609,
к/с 30101810300000000609,
ИНН 2128005408,
КПП 213001001.
Получатель ЧРО ООБФ "Российский детский фонд".
В.СМИРНОВА.