/170 çул çитнĕ май/
1837-1841 çулсенче патша правительстви патшалăх хресченсене тытса пырас йĕркене çирĕплетнĕ. П.Д.Киселев сановник ертсе пынă комисси сĕннипе килĕшсе ятарлă министерство тунă, ун аппаратне тытса пыма çĕнĕ налук кĕртнĕ, вулăссене пысăклатнă. Общество кĕлечĕсене тырă ытларах хывтарнă, хресчен анисене татса общество анисем тунă. 1840 çултанпа хире çĕр улми ларттарма тытăннă. Çак çĕнĕлĕхсене хресчен йышăнасшăн пулман. 1842 çулта чăваш тата çармăс хресченĕсем пăлханни историе «Шурча вăрçи» ятпа кĕрсе юлнă.
Акă мĕн пулса иртнĕ ун чухне кун хыççăн кун.
Ака уйăхĕн вĕçĕ - çу пуçламăшĕ. Етĕрне уесĕнчи 8 вулăсри хресченсем ят çĕре касса общество анисем тунипе килĕшмен, вырăнти влаçа йышăнма пăрахнă, Пугачев вăхăчĕ килессипе юнама тапратнă. Хăраса ÿкнĕ исправник Хусантан пĕр рота салтак яма ыйтнă. Ассакасси вулăсне янă казаксене халăх тыта-тыта хĕненĕ.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ. Хусантан килнĕ Крюденер капитан отрядне Ассакасси вулăсне янă. Унтах вырăнти полицие, Çĕрпÿпе Етĕрнери инвалид командисене пухнă. Хĕç-пăшаллă çынсем 150-ран та иртнĕ.
Çав кунах Хусантан килнĕ пĕр рота салтак Шупашкар уесĕнчи ялсем тăрăх тухса кайнă.
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ. 150 салтакран тăракан тепĕр команда Етĕрне уесне пырса çитнĕ.
9 вулăса сарăлнă ĕнтĕ пăлхав. 80 пин хресчен пурăннă унта. Крюденер капитана пулăшма Хусантан татах салтаксем янă. Ассакасси вулăсĕнче кăна хĕç-пăшаллă карательсен йышĕ 400 çынна çитнĕ.
Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ. Асакасси вулăсĕнчи Элмене пăлханакан 6 пин хресчен пухăннă. Вĕсем салтаксемпе казаксене хупăрласа илнĕ, ут çинчен сĕтĕре-сĕтĕре антарнă, хĕнеме пуçланă. 2 казакпа 8 салтак самаях аманнă. Анчах карательсем пеме тапратнă, 14 çынна йывăр амантнă, вĕсенчен виççĕшĕ тепĕр кунне вилнĕ. Казаксем 400 çын ытла тытса чарнă, аллисене çыхса хупса лартнă. Карательсем кунтан ытти вулăса тухса кайнă.
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ. Чикме уесĕнчи Шурча ялне 7 пин хресчен таран пухăннă. Вĕсенчен 2 пинĕ Етĕрне уесĕнчи кÿршĕри ялсенчен пулнă. Кашниех алăра мĕн те пулин тытнă: кам - çава, теприсем шăчă тăрне шĕвĕр тимĕр е пуртă çыхнă. Ертÿçисем - салтак службинчен таврăннисем. Уесран янă пуçлăхсен сăмахне хресченсем хăлхана та чикмен.
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ. Хусантан килнĕ пысăк чиновниксемпе Поль полковник отрячĕ /Урал казакĕсен сотни тата 150 салтак/ Шурчана пырса çитнĕ. Хресченсен шучĕ вара 8 пин çын пулнă. Хаяр çапăçура 30 ытла хресчене амантнă, 464 çынна арестленĕ. Çав кунах Шурчана татах салтаксем пынă. Çак ялта 478 каратель вырнаçнă.
Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ. Карательсем тытса хупнă хресченсене допрос тума, хĕнеме пуçланă. Анчах Оринин ялĕ енчен пин-пин пăлхавçă кĕпĕрленсе килни çав тискерлĕхе чарса лартнă. Икĕ вăй Муркаш шывĕ хĕрринче тĕл пулнă. Шыв урлă кĕпере хресченсем илсе хунă. Салтаксем 30 хут залппа пенĕ. 36 çынна вĕлернĕ, 250 çын ытла аманнă. Хресченсем çапăçу вăхăтĕнче 2 офицера, 70 ытла казакпа салтака амантнă.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ. Шурчана тепĕр отряд çитнĕ. Ăна округри шалти хуралăн генерал-майорĕ Мандрык илсе пынă. Отрядсем пăлхава татăклăн пусарса кÿршĕри вулăссене тухса кайнă.
Ун чухне виçĕ çар сучĕ ĕçленĕ: 382 çынна хупса лартнă е çара тытса панă, 34 çынна Çĕпĕре янă. Пин-пин хресчене - хăшне 100 хут, теприне 500 хут тимĕр хулăпа çаптарнă.
Çапла вĕçленнĕ тан мар кĕрешÿ.
/«Чăваш АССР историйĕн» 1-мĕш томĕнчен. 146-152-мĕш страницăсем/.